22 декабря 2010 г.
РФ пĕрремĕш вице-премьерĕ Виктор Зубков агропромышленность комплексĕн аталанăвĕн çĕнĕ пилĕк çуллăх программине хатĕрлеме профсоюз та пуçаруллă хутшăнасса шанать. Çакăн çинчен вăл АПК ĕçченĕсен профсоюзĕн пиллĕкмĕш съездĕнче пĕлтернĕ.
Ун сăмахĕсем тăрăх патшалăх тĕллевĕсен шутĕнче – ял аталанăвĕ, унти пурнăç пахалăхне лайăхлатасси, ĕç хутшăнăвĕсен культурине ÿстересси, отрасль ĕçченĕсене çăмăллăхсемпе тивĕçтересси.
Юлашки çулсенче аграри отрасльне 1,1 триллион тенке яхăн кредит хывнă, федераци бюджетĕнчен ял хуçалăхне аталанма 331 миллиард панă. «Бюджет укçи-тенки питĕ хĕсĕккине пăхмасăрах правительство кăçал ял хуçалăх аталанăвĕпе çыхăннă патшалăх программине пурнăçлама 108 миллиард тенкĕ уйăрнă, 2011 çул валли – 125 миллиард тенкĕ», – тенĕ пĕрремĕш вице-премьер.
Унсăр пуçне типĕ те шăрăх çăва пула тÿснĕ тăкаксене саплаштарма хуçалăхсене 35 миллиард тенкĕ çитернĕ. 2011 çулта та ял хуçалăхне хушма пулăшу парĕç.
Çак пулăшăва ял хуçалăхĕ лайăх ĕçпе тавăрса парать. 2006 çултанпа ун производстви 20 процента яхăн ÿснĕ. Раççей ял хуçалăхĕ финанс кризисĕпе шăрăх çанталăка пăхмасăрах малалла аталанать.