22 декабря 2010 г.
Ф.Кузьмин, Вăрнар районĕнчи «Хорнзор» хуçалăх ертÿçи:
– Çырура агропромышленность комплексĕнчи çивĕч ыйтусене те çутатнă. Кăçал пирĕншĕн уйрăмах йывăр çулталăк пулчĕ. Тăкаксем виçесĕр ÿссе кайрĕç. Туса илнĕ тупăш çуррине те саплаштараймасть. Патшалăх пулăшать-ха, çапах çителĕксĕртерех. Кăçал эпир тавăрса памалла мар субсиди 140 пин тенкĕ илтĕмĕр. Тăкакĕ темиçе хут пысăкрах. Çапах выльăх апачĕ хатĕрлерĕмĕр, кĕрхисем акса хăвартăмăр. Халĕ çунтармалли-сĕрмелли материалсен хакĕ вĕçĕмсĕр ÿссе пыни пăшăрхантарать.
Г.Киргизов, Комсомольски район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ:
– Республика ертÿçи çĕр ĕçченĕсене ăнланни, йывăрлăхра пулăшма тăрăшни шанăç кÿрет. Чăн та, унсăрăн пире йывăртарах. Хамăр тĕллĕн ишсе тухаймăпăр. Кăçал иртнĕ çултинчен тырă, çĕр улми 3-4 хут сахалтарах пухса кĕртнĕ. Ял хуçалăх отраслĕнчен пĕр миллиард тенкĕ илме пăхнăччĕ. Шел, шăрăх çанталăк палăртнине çапса хуçрĕ. Çĕр улми туса илессипе республикипех палăрнă, ултă çул тупăшлă ĕçлесе пынă «Слава картофелю» агрофирма çулталăка 9 миллион тенкĕ тăкакпа вĕçлессе кам шутланă; Çакă ĕç-хĕле татах çĕнĕлле йĕркелеме, лайăхлатма хистет. Агрофирмăн технологийĕ, техники хăватлă-ха, анчах лаптăксене шăварманни шар кăтартрĕ. Ыттисен те çаплах. Хуçалăхсем йăнăша ăнланса илчĕç, шăвармалли оборудовани туянма килĕшÿсем тăваççĕ. Кăçал районта 34 миллион тенкĕлĕх техника туянтăмăр. «Дубовка» хуçалăхра хальхи пурнăçа тивĕçтерекен çĕнĕ ĕне ферми хута кайрĕ.
Президент çĕрпе тухăçлă усă курассине те тĕп вырăна хуни тĕрĕс. Пирĕн çум курăкпа хупланнă лаптăксем çук. Кÿршĕ районсенче те акса-лартса хăваратпăр, çĕр пулăхне пуянлатса тухăçа ÿстеретпĕр. Çапах ял хуçалăхĕнче татса паман ыйтусем те пур. Электроэнерги, топливо хакĕсене патшалăх енчен йĕркелесе тăмалла.
Г.Сорокин фермер, Куславкка районĕ:
– Ÿсен-тăранпа ĕçленĕ май кăçалхи çанталăк кĕсьене пушатсах хăварчĕ. Тырă, çĕр улми лаптăкĕсем пĕтнипе 9 миллион тенке яхăн илсе çитереймерĕм. Юрать патшалăх икĕ миллион тенкине саплаштарчĕ, кĕрхисем акса хăварма пултартăмăр. Çур аки хăратать. Президент аграрисене малашне те пулăшма шантарни шанăç кÿрет-ха.
Л.Никитина ыйтса пĕлнĕ.