АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çумăра кĕтсе лариччен

22 декабря 2010 г.

Ырă пуçарăва, халăхпа патшалăх пурлăхне хаклама, упрама пĕлменни час-часах хамăрах пырса çапать. 80-мĕш çулсенче республикăра уй-хире шăварасси анлă сарăлнăччĕ. Çак ĕçе пуçарса яма хысна укçи-тенкине самай тăкакланă пулĕ. Шел, вăхăт иртнĕ май ырă пуçару манăçа тухрĕ. Хуçалăхсен юхăна пуçланă мелиораци системине çĕнетме вăй-халĕ те, кăмăлĕ те пулмарĕ курăнать. «Шăвармасăрах, çумăрпах çитĕнет», – текелерĕç ертÿçĕсем. Çук, çитĕнмест иккен. Кăçалхи шăрăх çанталăк мелиораци ыйтăвне тепĕр хут çĕклерĕ. Шăварнă лаптăкра тухăç икĕ-виçĕ хут пысăкрах пулни ертÿçĕсен шухăш-кăмăлне те улăштарчĕ. Акă республикипе çĕр улми гектартан вăтамран 70-80 центнер пухса кĕртнĕ пулсан, Вăрмар тăрăхĕнчи фермер – 500 центнера яхăн. Мĕншĕн тесен çĕр улми лаптăкне çанталăк шăрăха кайичченех шăварма тытăннă вăл.

Республикăра шăвармалли лаптăксене, системăсене инвентаризацилеме тытăннă ĕнтĕ. 25 пин гектар çĕре шăвармаллисен шутне кĕртнĕ. Пирĕн тăрăхра çĕр улми, пахча çимĕç, выльăх апачĕн культурисен пысăках мар лаптăкĕсене шăварассине йĕркелени вырăнлăрах. Мелиораци ĕçне çĕклеме малашне хуçалăхсен хăйсен те укçа-тенкĕ хывма тивĕ. Патшалăх та айккинче юлмĕ. Кăçалхи тăваттăмĕш кварталта тата 2011 çулта мелиораци техникине туянакан хуçалăхсене тăкакăн 30 процентне республика бюджетĕнчен саплаштарĕç. Çав шутра ют çĕршывра туса кăларнисемшĕн те. Патшалăх хыснинчен пулăшу илекенсен çанă тавăрсах ĕçлеме тивĕ. Шăварнă лаптăксенче тухăçа юлашки пилĕк çулти вăтам кăтартусенчен 50 процент таран ытларах илмелле. Субсиди илекенсенчен çирĕп ыйтни бюджет укçи-тенкине перекетлеме май парĕ.

2013 çул тĕлне Чăваш Енре вунă пин гектара яхăн шăваракан çĕр пулмалла. Тăкаксене саплаштарма республика бюджетĕнчен 35 млн тенкĕ уйăрма пăхнă. Çак тапхăрта хуçалăхсенче хатĕрленÿ ĕçĕсене тума тытăнмалла: шăвармалли ял хуçалăх культурисене, лаптăксене, мелиораци техникине сутакансене палăртмалла. Çумăра шанса каллех типпе тăрса юлас марччĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика