АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕк хуçалăхсен пысăк утăмĕсем

22 декабря 2010 г.

Агропромышленность комплексне аталантарас тĕлĕшпе йышăннă наци проекчĕсен, патшалăх программисен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - пĕчĕк формăллă хуçалăхсене пулăшасси. Çĕршывра наци проекчĕ хута кайнăранпа ялта пурăнакан пин-пин çын çăмăллăх кредичĕ илсе хушма хуçалăхĕсене çĕклерĕç, хăшĕ-пĕри фермер çăкăрне те çиме пултарчĕ. Патшалăх пулăшăвĕ ял хуçалăх продукцине туса илессине çĕнĕлле йĕркелеме, ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерме, çынсен тупăшне ÿстерме май пачĕ.

Фермерсем çинче уйрăмах чарăнса тăрас килет. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре 2473 хресчен «фермер» хуçалăхĕ шутланать. Кашнине вăтамран 13,2 гектар çĕр тивет. Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх кăçал вĕсем акакан-сухалакан лаптăксем çитмĕл пин гектара яхăн пулнă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем - 44 пин, çĕр улми 8,3 пин гектар çинче лартса-акса тунă.

Кăçалхи йывăр çанталăк условийĕсем тухăçа палăрмаллах чакарчĕç. Фермерсем тырă - 24,1 пин, çĕр улми - 31,8 пин, пахча çимĕç 5,2 пин тонна пухса кĕртнĕ. Çапах шăрăх, типĕ çанталăка пăхмасăр хăшĕ-пĕри тухăçа иртнĕ çултинчен те ытларах хăпартма пултарнă. Акă Куславкка районĕнчи В.Семенов гектар пуçне 290 центнер купăста илнĕ. Вăрмар тăрăхĕнчи Г.Ямуков фермерăн вара çĕр улми ăнса çитĕннĕ. Кашни гектартан вăтамран 540 центнер кăларса пуçтарнă. Лаптăкĕ те пĕчĕк мар унăн, 70 гектара яхăн. «Иккĕмĕш çă-кăрăн» кăçалхи сутлăх хакне илсен тупăш самай пулмалла. Мĕнле майпа пĕр пек условисенчех çĕр ĕçченĕсем пысăк тухăç илнĕ; Вăрттăнлăхĕ - пахча çимĕçе шăварни. Вĕсем хăйсен укçи-тенкипе, çÿлтен каламасăрах мелиораци ĕç-хĕлне йĕркелесе янă. Тăкакланни халĕ пысăк тупăшпа, тухăçпа таврăннă. Ыттисемшĕн чăннипех те ырă тĕслĕх мар-и;

Фермер хуçалăхĕсенче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем те пур. Кăçалхи ноябрь тĕлне хресчен хуçалăхĕсенче аш-какай - 1,1 пин, сĕт 7,3 пин тонна, 2,4 миллион çăмарта «3,1 хут пысăкрах» туса илнĕ. Çак вăхăт тĕлне вĕсенче мăйракаллă шултра выльăх 5,2 пин пуç шутланнă, çав шутран сăвакан ĕнесем 2,1 пин. Кăтарту иртнĕ çултинчен палăрмаллах пысăк. Сысна, сурăх-качака, чăх-чĕп шучĕ те пĕлтĕрхинчен ÿснĕ.

Выльăх-чĕрлĕхпе Елчĕк районĕнчи Н.Бикулов фермер хуçалăхĕнче уйрăмах лайăх ĕçленине палăртмалла. Вун пĕр уйăхра сĕт суса илесси, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 3,9 хут хăпарнă. Ĕçченсем 261,3 тонна «шурă ылтăн» илнĕ. Кĕтĕвĕн продуктивлăхĕ 1,7 хут ÿснĕ, пĕр ĕне пуçне тăватă пин килограмм сĕт сунă. Аш-какай илесси те 3,7 хут лайăхланнă, январь-ноябрь уйăхĕсенче 11,7 тонна аш-какай хатĕрлесе сутнă. Ĕне выльăх шутне 204 пуçа çитернĕ, çав шутра сăваканни 80 пуç. Каллех иртнĕ çултинчен чылай пысăкрах.

Комсомольски тăрăхĕнчи Г.Атласкина та ырăпа асăнмалла. Çак тапхăрта пысăк мар хуçалăхра сĕт 117 тонна илнĕ. Кашни ĕнен сăвăмĕ тăватă пин килограмран иртнĕ. Халĕ кунта 126 ĕне выльăх тытаççĕ, çав шутра сăваканни 30 пуç. Фермер сысна та усрать. Кĕтĕве 404 пуçа çитернĕ ĕнтĕ.

Хресчен «фермер» хуçалăхĕсенче сĕт-çу фермисене тĕпрен юсаса çĕнетни, модернизацилени вун пĕр уйăхра «пĕлтĕрхи ку вăхăтрипе танлаштарсан» сĕт илессине 28, ĕне выльăх шутне 12,7 процент ÿстерме, хушма ĕç вырăнĕсем тума май панă. Выльăх-чĕрлĕх фермисене реконструкцилеме çичĕ хресчен «фермер» хуçалăхĕ çăмăллăх кредичĕпе усă курнă. Кăçал субсидилекен çăмăллăх кредичĕ 21,6 млн тенкĕ илнĕ.

2010 çулхи январь-ноябрьте республикăра укçа-тенкĕн мĕнпур çăл куçĕпе усă курса 414 ял хуçалăх техники туяннă, çав шутра фермерсем - 43 техника. Йĕркеллĕ, тухăçлă ĕçлесе пыракансене малашне те патшалăх пулăшсах тăрĕ. Çакă ыттисене те туртăнма, тăрăшарах ĕçлеме хистессе шанас килет. Пĕчĕк хуçалăхсемех сулмаклă утма пултарни вĕсен малашлăхĕ пуррине кăтартать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика