15 декабря 2010 г.
Çулталăк вĕçленнĕ май РФ Чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен министерствăн Чăваш Енри Тĕп управленийĕн пуçлăхĕ С.Ю.Антонов массăлла информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансемпе пресс-конференци ирттерчĕ. 2010 çулти ĕç-хĕле пĕтĕмлетнипе пĕрлех умри аталану çулне те палăртрĕ вăлÿ
Çулталăк Чăваш Еншĕн кăткăс, йывăррăн иртрĕ темелле. Шăрăх çанталăк республикăна чрезвычайлă лару-тăрăва кĕртсе ÿкерчĕ. Пушарсен хисепĕ сасартăках ÿссе кайрĕ. Чылай пурлăх вутра кĕлленчĕ. Тепĕр инкек - çул-йĕр аварийĕнче çынсен пурнăçĕ татăлни. Хĕлле те лăпкă лараймăнÿ Юрлă-çумăрлă çанталăка пула кÿршĕ регионсенче халех шар тÿсеççĕ. Электропралуксем татăлнипе вун-вун ял çутăсăр юлнă. Синоптиксем вара хĕл юрлă та сивĕ пуласса шантараççĕ.
Хĕл пуçланчĕ кăна-ха, анчах икĕ ачан пурнăçне татма та ĕлкĕрчĕ. Çÿхе пăр çинче çунашкапа ярăнаканскерсем пăр ванса кайнипе шыва путнă. Аслисен явапсăрлăхĕ, ачасене асăрхануллă пулма вĕрентменни инкек патне илсе çитерет. Шел, час-часах хăйсем те кĕçĕннисене тÿнтерле тĕслĕх кăтартаççĕÿ Пăр лайăх ларичченех пулăçсем Атăл, Сăр хĕррине васкаççĕ.
- Çăмăлттайлăх тĕлĕнтерет, - терĕ Станислав Юрьевич. -Пулă тытасси астармăш пулнине ăнланатăп-ха, анчах уншăнах пурнăçпа выляма кирлех-ши?
Сивĕ шыва, пăр айне кайнă çынна çăлма та йывăртарахÿ Çăлакансем пурне те асăрхаса ĕлкĕреймеççĕÿ
Хĕллехи пушарăн сăлтавĕ вара - юсавсăр кăмака, ăшăтмалли прибор, асăрханулăх çукки. Кăтарту лайăхланса пыни савăнтарать темелле. 2005 çулта уйрăм хуçалăхсенче 1400 пушар тухнă пулсан кăçал вара - 988. Раççейре «Çурт-йĕр - 2010» профилактика операцине йĕркелени çынсен пурлăхне, пурăнмалли кĕтесне вут-çулăмран сыхлама пулăшасса шанса тăраççĕ кунта. Шартлама сивĕре çуртсăр юлни - хăрушă инкек, анчах ăнлантару ĕçне сарни çынсене асăрхануллă пулма вĕрентĕ.
Инкек-синкек час-часах уявсенче сиксе тухать. Çĕнĕ çул çывхарнă май управленире вăй хуракансен ĕç калăпăшĕ палăрмаллах ÿсет. Уяв каçĕсем йĕркелекен организаци-учрежденисенче, ытти çĕрте пушар хăрушсăрлăхне пăхăннине тĕрĕслеççĕ, çитменлĕхе пĕтерме пулăшаççĕ. Паллах, пиротехника сутакансем патне те час-часах çитме тивет. Пермьри хăрушă инкек шăпах унпа çыхăнман-им?
Инкеке, йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсем «шанăç телефонĕпе» - 39-99-99 - шăнкăравлаççĕÿ Халăха пулăшас ĕç-хĕле лайăхлатма республикăра Пĕрлехи дежурнăй-диспетчер службине йĕркелессине те каларĕ С.Антоновÿ
РФ Чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен министерствăн Чăваш Енри Тĕп управленийĕ çак ыйтăва муниципалитет пĕрлĕхĕсемпе сÿтсе явнă ĕнтĕ. Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне, Улатăр, Çĕмĕрле, Канаш, Муркаш, Вăрнар районĕсем ырă пуçарăва пурнăçа кĕртме килĕшнĕ. Шупашкар хулин администрацийĕ те çак тĕллевпе 250 пин тенкĕ уйăрма хатĕр. Ытти хула-район та вĕсенчен юлмасса шанас килет. Пĕрлехи дежурнăй-диспетчер службине йĕркелесси тăкаклă марÿ Ятарлă вĕрентсе хатĕрленĕ çын тата оргтехникăпа тивĕçтернĕ ĕç пÿлĕмĕ кăна кирлĕ. Ăна пушар деповĕ çумĕнче те тума юрать. Çĕнĕ служба вара вун-вун çынна инкекрен хăтарма, вăхăтра пулăшупа тивĕçтерме пултарĕ. Шăнкăрав йышăнсан диспетчер лару-тăрăва кура инкеке лекни патне «васкавлă пулăшу», милици е ытти çăлав службине ярать. Пĕрлехи дежурнăй-диспетчер службин телефонĕн номерĕ çăмăллăнах асра юлать - 112.
- Диспетчерăн психолог та пулмалла, шăнкăравлакана лăплантармаŸ пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле, - терĕ Станислав Юрьевичÿ Управлени ун пек çынсене хăй шучĕпе вĕрентме те хатĕрÿ
Республика территорин хăрушсăрлăх паспортне туни ĕç-хĕле чылай çăмăллатĕ. Çывăх вăхăтра ăна вĕçлемелле. Малашне ял тăрăхĕсен те хăйсен электронлă паспорчĕ пулĕ. Вăл территорине, обьектсене алă тупанĕ çинчи пек кăтартĕ. Çакă инкек-синкекре çийĕнчех мерăсем йышăнма пулăшĕ. Унччен вара ĕлĕкхилле, хут çинче кăтартнине кăна усă курнă.
Управленири улшăнусем тата ытти ыйтусем çинче чарăнса тăчĕç пресс-конференцие хутшăнакансем. С.Антонов Раççей Чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен министерство тытăмĕнче вăй хуракансене, вĕсемпе тачă çыхăну тытакан массăллă информаци хатĕрĕсене те МЧС 20 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламларĕ.
Л.АРСЕНТЬЕВА.