АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мускавран - çĕнтерÿпе

15 декабря 2010 г.

Йĕпреçри 2-мĕш вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литератури учителĕ Алена Андреевна Ядрицова тăван чĕлхене тата вырăс чĕлхине вĕрентекенсен 4-мĕш форумĕнчен çĕнтерÿпе таврăнчĕ. Вăл Мускавра Федерацин вĕренÿ аталанăвĕн институтĕнче иртнĕ.

Асăннă форума маларах Евгений Майков «Шупашкар районĕнчи Кăшавăшри вăтам шкул», Анисия Игнатьева «Шупашкарти 12-мĕш вăтам шкул», Галина Абрамова «Шупашкарти 59-мĕш вăтам шкул» вĕрентекенсем хутшăннă. Анисия Павловна «Эссе» номинацире çĕнтернĕ пулсан, Галина Васильевна пĕтĕмĕшле тупăшура 2-мĕш вырăна тухнă.

Паян пирĕн патра хăнара _ Алена Ядрицова.

_ Алена Андреевна, мĕнпе асра юлчĕ конкурс; Мĕнле кăмăл-туйăм çуратрĕ вăл;

_ Раççейре тĕрлĕ чĕлхене упрас, аталантарас тĕллевпе йĕркелеççĕ çак конкурса. Кăçалхипе тăваттăмĕш хут иртет вăл. Çĕршыври 29 регионтан 34 конкурсант хутшăнчĕ унта. Хăш-пĕр тăрăхран икшер те пулчĕç. Иртнĕ çулсенче, йĕрке тăрăх, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсем форума хутшăнман. Кăçал вара вĕсем те ыттисемпе танах тупăшрĕç. Паллах, чи пултаруллă, хастар педагогсем пуçтарăннă унта. Кашниех хăйĕн тăван чĕлхине юратни сисĕнчĕ. Чунпа парăннă вĕсем ăна. «Хăй чĕлхине юратакан çын ют чĕлхесене те хисеплет», - тесе ахальтен каламан-çке.

Тăван чĕлхе вĕрентекенĕсем ăшă кăмăллă, сăпайлă пулни тĕлĕнтерчĕ мана. Пĕр-пĕрне пулăшма хавасчĕ яланах, усал тăвас, ура хурас текенсем пулман. Çав тери ырă кăмăл-туйăмпа таврăнтăм конкурсран. Унсăр пуçне тавра курăма анлăлатрăм, çынсенчен чылай вĕрентĕм, юлташсем тупрăм.

Асра юлнă самантсенчен пĕри шăпа яни пулчĕ. Манăн пĕрремĕш тухса калаçма лекрĕ. Малтанах çакăншăн пăшăрхантăм та. Кирек хăш ĕçе те пуçлама йывăр-çке. Каярахпа вара лăплантăм, хама алла илме тăрăшрăм. «Шăпа çапла пулĕ», - терĕм çеç. Пĕтĕм конкурса пуçлаканĕ эпĕ пултăм вара.

Çавăн пекех ăсталăх урокĕ те асăмрах юлчĕ. 5 конкурс витĕр тухма тиврĕ: регионпа паллаштарни; видеороликри урок сыпăкне ăнлантарни; урока меслет тĕлĕшĕнчен йĕркелени, наци çи-пуçне кăтартни, хам хатĕрленĕ меслетлĕх кăтартăвĕсемпе, пултарулăхпа паллаштарни.

Урок теми - «Н.Бичуринпа А.Пушкин туслăхĕ». Унсăр пуçне залра ларакансемпе те урок йĕркелеме тиврĕ. Жюри членĕсемпе «16 çын пулчĕ унта» чăвашла сăвă та вуларăмăр, сăмахсене чăвашларан вырăсла куçартăмăр. Ĕçтешсем хавхаланса ĕçлени мана та вăй-хăват пачĕ.

Хампа, республикăпа паллаштарнă чухне Александр Твардовскин «Василий Теркин» поэмин кĕвĕлĕхĕпе усă куртăм. Кичем ан пултăр тесе визит карточкине ун тăрăх йĕркелерĕм. Унта шÿт нумай-çке. Çавăн пекех чăваш халăхĕн паллă ывăл-хĕрĕпе те паллаштартăм.

- Паллах, «çул уçакана» çăмăл мар. Анчах та çĕнтерÿçĕ пуласса шаннă-и?

- Эпĕ ун пирки шухăшлама та пултарайман. Чăваш Ен вĕренÿ министерствин эксперчĕ И.Ядранская: «Тĕллев ларт - пĕтĕмпех пурнăçланать», - тетчĕ. Паллах, вăл сунни мана хавхалантарчĕ. Конкурссем хыççăн та Инесса Владимировна Мускава шăнкăравларĕ, манăн çитĕнÿсемпе кăсăкланчĕ. Унсăр пуçне ĕçтешсемпе те çыхăнура пултăм. Тĕрĕссипе, манăн çитĕнÿ çеç мар, вун-вун ентешĕн тÿпи пур кунта. Тăван шкула чĕререн тав тăватăп. Унсăр пуçне Вĕренÿ институтĕнчи преподавательсене, ЧР Культура министерствине пуç таятăп. Хамăр районти Пучинкери вăтам шкул ачисене те, учителĕсене те ырă сăмахпа асăнса хăварас килет. Вĕсен ĕçĕсене курава тăратрăм эпĕ.

Чăваш тумĕпе вĕренÿ министерстви тивĕçтерчĕ. 3 кĕпе илсе кайрăм. Калама çук хитреччĕ вĕсем. Ахальтен мар Федерацин вĕренÿ аталанăвĕн институчĕн ĕçченĕсем «çав тери хитре» тесе пахаларĕç. Пĕри кĕпе якатма хăйĕн пÿлĕмне шанса пачĕ. Ун чухнех мана Турă пулăшса пынине, çул уçăлнине туйса илтĕм.

Паллах, кашни наци тумĕ хăйне евĕр илемлĕ. Улăхри тĕрлĕ-тĕрлĕ чечеке аса илтерчĕ форум.

Хам çĕнтерÿçĕ пулнине Патшалăх Думинче çеç пĕлтĕм. Чи пысăк 110 балл «шăпах çавăн чухлĕ пулмалла пулнă» пухса пĕрремĕш вырăна тухрăм. Сăмах май, кунта та манăн кĕпене асăрхакансем тупăнчĕç. «Хăш халăх эсĕ?» - терĕç кăсăкланса. «Чăваш», - терĕм мăнаçланса. «Çав тери хитре. Эрешĕсем мĕне тăраççĕ», - куçĕсене илмесĕр сăнарĕç кĕпене.

Патшалăх Думинче мана тăван чĕлхене вĕрентекенсен ячĕпе сăмах пачĕç. Нумай нациллĕ çĕршыври тăван чĕлхен пĕлтерĕшĕ пирки сăмах хускатрăм. Ăна хамăр упраса хăварсан вăл малашне те ырă-сывă пурăнассине каларăм. Çавăн пекех пĕтĕм Раççейри форума хутшăнакансем депутатсенчен çĕршыври чĕлхесене упрамалли тата аталантармалли документсем кĕтнине палăртрăм.

Çĕнтерÿçĕ пулнине халĕ те ĕненес килмест. Мĕншĕн тесен вăйлăран вăйли, ăслăран ăсли çĕр çинче сахал мар.

- Кунашкал форумсенче чăваш чĕлхи уççăн янăрани те хăйне евĕр çитĕнÿ теес килет.

- Паллах, конкурс вăхăтĕнче чăвашла-вырăсла калаçма тиврĕ. Унсăрăн пире кам ăнлантăр; Çапах та ытти чĕлхе хушшинче ман тăван чĕлхе янăрани чуна савăнтарчĕ. Унсăр пуçне эпĕ лабораторие халăхсен хушшинчи туслăха çутатакан эссе, меслет кăтартăвĕсем, педагогика ыйтăвĕсемпе çырнă «Чăваш чĕлхипе культурăсен çыхăнăвне тĕпе хурса вĕрентесси», «Чувашская и русская литературы - духовная культура народов» кĕнекесене тата хамăн ытти ĕçсене тăратнă. Вĕсемшĕн те чи пысăк 30 балл илме пултартăм.

- Хула евĕр поселокра, Йĕпреçре, чăваш чĕлхине вĕрентме йывăр мар-и; «Иккĕмĕш сорт» вырăнĕнче мар-и вăл?

- Чĕлхене «иккĕмĕш сорт» вырăнне хурса хакласси пĕтĕмпех учительтен килет. Енчен те вĕрентекен хăйĕн предметне килĕштермесен химие те çав шая лартма пулать.

Паллах, тăван чĕлхене юратма чи малтан çемьерен пуçламалла. Ашшĕ-амăшĕ ачине пĕчĕккĕллех вĕрентмелле. «Чăваш чĕлхи мĕн тума кирлĕ?» - текен ача вара вырăсла та путлĕ пĕлмест, ытти чĕлхене те вырăна хумасть.

Акă А.Пушкин, Н.Бичурин темиçе чĕлхе пĕлнипе палăрса тăнă. Шăпах нумай чĕлхепе калаçни паллă çынсене пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тума пулăшнă, ытти çынпа çывăхлатнă. Çакăнта мар-и-ха этемĕн ăс-тăн пуянлăхĕ, пархатарĕ?!

В.МАКСИМОВА калаçнă.

КĔскен

Йĕпреç районĕнчи Пысăк Упакасси ялĕнче çуралнă.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ.

Маларах Березовкăри вăтам шкулта ĕçленĕ.

2003 çулта районти «Вĕрентекен çулталăкĕ» конкурсра çĕнтернĕ, республикăри конкурса хутшăннă.

2008-2010 çулсенче республикăри тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» конкурсĕсенче çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ.

2009 çулта РФ Президенчĕн грантне илнĕ.

2010 çулта республикăри педагогика ĕçченĕсен «О, молодость, ты прекрасна!» фото конкурсĕнче «Фотоэтюд» номинацире палăрнă.

Л.Никитина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика