15 декабря 2010 г.
И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче «Вĕçĕмсĕр вĕренĕвĕн тĕп тытăмĕ - аслă шкулпа шкул интеграцийĕ» ятпа ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ. Унта ЧР ĕç тăвакан тата саккун кăларакан власть органĕсен представителĕсем, вĕренÿ управленийĕн муниципалитет органĕн ертÿçисем, республикăри вăтам шкул вĕрентекенĕсемпе пуçлăхĕсем, шкул канашĕсене ертсе пыракансем, ăслăлăхпа педагогика представителĕсем хутшăнчĕç. Чи малтанах вĕсем факультетсен ĕçĕ-хĕлĕпе, вĕренÿ корпусĕсемпе, университет лабораторийĕсемпе паллашрĕç, студентсемпе, преподавательсемпе курнăçрĕç. Каярахпа вара канашлăва хутшăнчĕç, шкулпа аслă шкул хушшинчи тытăмăн çивĕч ыйтăвĕсем тавра калаçрĕç.
Конференцире Чăваш Ен вĕренÿ министрĕн çумĕ С.Петрова профильлĕ вĕренÿ пирки сăмах хускатрĕ. «Маларах вĕренекенсем социаллă гуманитари профильне «юрист, экономист профессийĕсене» ытларах суйланă пулсан, юлашки вăхăтра физикăпа математикăна килĕштерекенсем те нумайланчĕç, - терĕ Светлана Владимировна. Вĕсен хисепĕ маларах 23 процентпа танлашнă пулсан, халĕ - 32. Çавах та хăйсен кун-çулне гуманитари ăслăлăхĕпе çыхăнтаракан çамрăк чылайрах пулнине палăртрĕ министр çумĕ.
Шкултан вĕренсе тухакан ачасен шучĕ çитес çул республикипе - 5600. 2010 çулта 8517 ача тăван шкулĕпе сыв пуллашнă, 2009 çулта вара - 11783. Апла пулсан 2011 çул ку енĕпе кризис çулĕ шутланать. 2012 çулта вара шкул пĕтерекен çамрăксен шучĕ каллех ÿсмелле, 8900 ачапа танлашмалла.
ЕГЭ ыйтăвĕсене те хускатрĕç конференцире. Çамрăксен экзамен тытмалли предметсене суйласа илсе çитес çулхи мартăн 1-мĕшĕччен заявлени çырмаллине палăртрĕç, ашшĕ-амăшĕн çак хутпа паллашса алă пусмаллине аса илтерчĕç. «Хăш-пĕр вĕрентекен экзамен тытма ача унăн предметне ан суйлатăр тесе тăрăшать, - терĕ С.Петрова. - Паллах, кун пек чухне вĕренекенпе нумай ĕçлемелле-çке. Çакнашкал учительсене методика ушкăнĕсенче асăрхаттармалла».
Аслă шкула вĕренме кĕрекен çамрăксен йышĕ çулсерен ÿсет. Иртнĕ çул хула шкулĕнчен вĕренсе тухнă ачасен 74, 1 проценчĕ «кăçал 75, 9 проценчĕ», ялти çамрăксен 62, 5 проценчĕ «63, 7 проценчĕ» хăйсен пĕлĕвне институтсемпе университетсенче туптаççĕ. Урăх регионта вĕренекенсен йышĕ те ÿсет: иртнĕ çул 17, 1 процент пулнă пулсан, кăçал 22, 4 процент. Кăçал Чăваш патшалăх университетне Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче ÿссе çитĕннĕ яшсемпе хĕрсем ытларах вĕренме кĕнĕ «çакă 23, 30 процентпа танлашать». Иккĕмĕш вырăнта - Çĕмĕрле, виççĕмĕшĕнче Тăвай районĕсем.
Çитес çул Чăваш патшалăх университечĕн кашни факультетĕнчех профильлĕ вĕренĕве йĕркелес тĕлĕшпе тĕрев канашĕсем ĕçлеме тытăнмалла. Çавăн пекех пултаруллă ачасене аслă шкула кĕме хатĕрлес тĕлĕшпе те ятарлă ĕçсем туса ирттермелле.
Çамрăксене професси парас енĕпе аслă шкулсемпе шкулсен тачă çыхăнса ĕçлемеллине палăртрĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ В.Агаков. Вăхăт улшăннă май технологи те çĕнелсе аталаннине каларĕ вăл. Çавна май вĕренÿ пахалăхĕ çулсерен ÿссе пырать. «Çирĕп пĕлĕве кашни аслă шкултах илеймĕн, - терĕ Всеволод Георгиевич. - Вĕренĕве çĕнетсе аталантарасси - çĕнĕ технологипе усă курни çеç мар, воспитани пани те.
Хальхи вăхăтра воспитани мелĕсем те улшăнчĕç. Пире Тăван çĕршыва юратма, туслăха упрама вĕрентнĕ. Халĕ ку ăнлавсем те улшăнчĕç. Анчах та учителĕн тăван çĕре юратас, атте-аннене хисеплес туйăма вăратмаллах ачасенче. Чăн-чăн вĕрентекенĕн ахаль педагогран темиçе картлашка çÿлерех тăмалла».
Ачасене аслă шкулта экскурси ирттерни çеç çителĕксĕр пулнине, вĕсене вĕренÿпе лаборатори планĕсемпе паллаштармаллине палăртрĕ ректор. «Çамрăксем дипломшăн мар, пĕлÿшĕн вĕренччĕр. Эпир вара вĕсене пулăшса пырар. Ĕçе илекене пĕлÿсĕр çын кирлĕ мар», - терĕ вăл.
Конференцире Чăваш патшалăх университечĕн преподавателĕсемпе пĕрлех республикăри тĕрлĕ шкул директорĕсем те сăмах илчĕç, шкулпа аслă шкул çыхăнăвне çирĕплетмеллипе килĕшрĕç.
Л. Никитина.