АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ĕçĕн пархатарĕ

15 декабря 2010 г.

Ял çынни хăй ĕмĕрĕнче кил-çурт çĕклеме мехел çитеретех. Хăшĕ-пĕри çак ĕçе хăйĕн пурнăçĕнче пĕрре çеç мар, темиçе хутчен те тăвать. Чăн та, пÿрт-çурта, карта-хуралтăна çулсерен юсасах тăма тивет. Унсăрăн вăл, этем пекех, «ватăлать», «вилет». Ялта пурăнаканăн вара пур ĕçе те тума пĕлмелле.

Капăр çурт - ял илемĕ

«Ĕç урокĕн программине «Çурт-йĕр строительствин технологийĕ» уйрăм пай кĕртрĕм . Ял ачишĕн питĕ кирлĕ вăл. Çавна май вĕренекенсемпе макетсем тăватпăр. Кашнийĕ хăйне евĕр илемлĕ çурт «çĕклет», - паллаштарать ачасен ĕç-хĕлĕпе Юрий Шумилов вĕрентекен. Вăл каланă тăрăх хăшĕ-пĕри ушкăнпа ĕçлеме кăмăллать, тепри вара - пĕччен. Акă Андрей Колесников пĕчченех «пÿрт хăпартнă». Унăн ашшĕ-амăшĕ те çитес вăхăтрах çемье йăвине çĕнĕрен çавăрма ĕмĕтленет иккен.

Ывăлĕ ăсталанă макетпа паллашма шкула ятарласах пырса кайнă вĕсем. «Çурта никĕсрен пуçласа тăрри таранах тăваççĕ вĕренекенсем, - тет Юрий Серафимович. - Мачча та, урай та пур. Пĕренесене те типтерлĕн купалаççĕ. Хăшĕ-пĕри кирпĕчрен «картон çине ÿкерсех» ăсталать. Строительство материалĕ мĕн чухлĕ кирлине те шутласа палăртаççĕ».

Çурт лартассипе арçын ачасем çеç мар, хĕр ачасем те кăсăкланаççĕ. Макетпа ытларах уроксем хыççăн ĕçлеççĕ-çке. Акă Анастасия Мочаловăпа Анна Васильева та интересленнĕ ку ĕçпе. Вĕсем иртнĕ çул чиркÿ çурчĕн макетне тума тытăннă. Хальлĕхе ăна вĕçлеймен-ха.

Хăйсен пултарулăхĕпе ыттисене те паллаштарма тăрăшаççĕ Çырмапуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем. Çавна май республикăри студентсен «пулас строительсен» хушшинче йĕркеленĕ «Юность большой Волги» конкурса хутшăнса вĕсем лауреат ятне çĕнсе илнĕ. Икĕ çул хăйсен ĕçĕсене Шупашкарта иртнĕ регионсен хушшинчи курава тăратнă. Пĕлтĕр вара шкул ачисен ăсталăхне ЧР хула строительствин тата общество инфраструктура аталанăвĕн министрĕ Александр Гончаров та асăрханă. Вĕсене ăнăçу сунса «Асăну кĕнекинче» ăшă сăмахсем шăрçаланă.

Районпа республика шайĕнче иртекен олимпиадăсене те хутшăнаççĕ Çырмапуçсем. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ республика шайĕнчи пĕрремĕш вырăна никама та памаççĕ.

Ĕç урокне ирттермелли сехетсене çулсерен кĕскетни çеç пăшăрхантарать Ю.Шумилова. Халĕ ăна 1-мĕш класран пуçласа 8-мĕш таран эрнере пĕрер сехет вĕренеççĕ. Малашне вара 7-8 классенче вĕренекенсене çак предметран хăтарасшăн иккен. «Китая малта пыракан çĕршывсенчен пĕри тесе хаклатпăр. Ача-пăчана пĕчĕкренех ĕçпе пиçĕхтереççĕ унта. Кашни класрах эрнере виçшер сехет ĕç урокĕ иртет вĕсен. Совет саманинче эпир те çак йĕркепех вĕрентнĕ. Халĕ ачасене ĕçрен сивĕтетпĕр. Çавăнпах кахал çитĕнеççĕ вĕсем. Ял вара ĕçчен çынна çеç савать», _ пĕтĕмлетрĕ калаçăвне Юрий Серафимович.

Ял сăн-сăпачĕ капăр çуртпа илемлĕ. «Йăва çавăрасси» вара вăхăтпа килĕшÿллĕн пулса пыракан йăла. Ара, кил-çурта вăй питти çын çеç хăпартма пултарать-çке. Çамрăка асли ăс пани пĕлтерĕшлĕ те вырăнлă. Ахальтен мар Ю.Шумилов вĕрентнĕ ачасен 80 проценчĕ паян строитель пулас ĕмĕтпе тĕрлĕ университет-училищĕре малалла пĕлÿ пухать. Çакă мар-и вăл ырă ĕçĕн пархатарĕ?

Династин ĕç стажĕ - 700 çул ытла!

Юрий Серафимовичăн пархатарлă тепĕр ĕçĕпе те паллаштарас килет вулакана. Вăл хăй йăх-тĕпĕнчен тухнă учительсене, вĕсен ĕç стажне тĕпчесе пĕлнĕ. Çак йăхра - 34 педагог. Вĕрентекен династийĕн ĕç стажĕ вара - 700 çул ытла.

Пархатарлă та ырă ĕçе пуçаракансем - Георгий Степанович Шумиловпа Анна Михайловна Михайлова. Юрий Серафимовичăн ашшĕ те вĕрентекен пулса ĕçленĕ. Çавăнпах ĕнтĕ Серафим Алексеевичăн ывăлĕпе хĕрĕ те паян шкултах вăй хураççĕ.

Шумиловсен йăхĕнчен тăххăрăшĕ «Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ», «Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «РФ вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ», «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ», «СССР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ. Педагогика наукисен кандидачĕсем те иккĕн: Александр Петровпа Анатолий Фомин.

Алевтина Серафимовна Петрова пирки уйрăм асăнса хăвармалла. Çамрăк ăрăва ăс-тăн, воспитани парас ĕçре 50 çул тăрăшнă вăл. Вĕренекенсене математика вăрттăнлăхне алла илме пулăшнă. Пултаруллă учитель ултă хутчен Сорос премине тивĕçнĕ.

«Йăхри вĕрентекенсен династине 5 çула яхăн тĕпчерĕм, - тет Юрий Серафимович. - Ку ĕç хамшăн та усăллă пулчĕ. Унсăр пуçне мĕн чухлĕ тăванпа паллашрăм! Вĕсемпе çыхăну тытма пуçларăмăр».

Ăруран ăрăва тăсăлать Шумиловсен çемйинче учитель ĕçĕ. Династине малалла тăсакансем татах та çитĕнеççĕ йăхра. Юрий Серафимовичпа Ирина Яковлевна Шумиловсен çеç - тăваттăн. Ырă та пархатарлă ĕç манăçа тухмастех.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика