АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтлă та вырăнлă пулăшу

15 декабря 2010 г.

Кăçалхи йывăр çанталăк условийĕсем ял хуçалăх продукцине илессине палăрмаллах чакарчĕç. Тĕш тырă иртнĕ çулхинчен пилĕк хут сахалрах, çĕр улми, пахча çимĕç тухăçĕ те пĕчĕк. Ÿсен-тăран отраслĕн кăтартăвĕ чакни, çурма пушă пÿлме алла усмаллине пĕлтермест. Патшалăх чрезвычайлă лару-тăрура шар тÿснисене хушма укçа пани, выльăх апачĕ туянма, кĕрхи ака-суха ирттерме укçа-тенкĕ уйăрни аграрисене хĕллехи тапхăрта выльăх-чĕрлĕх шутне упраса хăварма, продукци илессине ÿстерме пулăшĕ.

Чăваш Ен правительстви те республикăри ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсене йывăр тапхăрта пăрахмасть. ЧР ял хуçалăх министерствин официаллă сайтĕнче обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма апат сутакан регионсен списокĕ пур. Унта Чăваш Республикинчи «Апат-çимĕç фончĕ» хысна унитари предприятине те асăннă. Апла айккинче апат шыраса çÿриччен çак фондăн Çĕрпÿри йышăну предприятине пымалла. Унта куллен çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен темиçешер тонна фураж тата комбикорм кÿрсе килеççĕ.

Апат-çимĕç фончĕн директорĕ А.Самаркин пĕлтернĕ тăрăх декабрь тĕлне предприяти республикăна 3 пин тонна тĕш тырă çитернĕ. Тырă вакунĕсем Казахстан Республикинчен, Алтай, Красноярск, Ставрополь крайĕсенчен çитнĕ. Чукун çулпа Чăваш Ене фуражлăх тырă ытларах турттараççĕ. Предприяти тырра йÿнерех хакпа туянма килĕшÿ туса ĕлкĕрни укçа-тенке перекетлеме май панă. Хальхи вăхăтра Апат-çимĕç фончĕ фуражлăх тыррăн пĕр килограмне 7 тенкĕпе сутать. Ытти çĕрте унăн хакĕ тахçанах 8 тенкĕрен иртсе кайнă. Çапах предприяти çулталăк вĕçлениччен хака хăпартасшăн мар. «Тырă ытларах та илсе килмеллеччĕ, _ тет Алексей Самаркин, _ фондăн майсем çителĕклех, анчах чукун çул çинче вакунсем çителĕксĕрри кансĕрлет». Ертÿçĕ лару-тăру улшăнасса, республикăна тулли вакунсем ытларах килме тытăнасса шанать.

Типĕ çу хушма хуçалăх аталантаракансене те йывăрлăха кĕртсе ÿкерчĕ. Ял çыннисем апат çителĕклех хатĕрлеймерĕç. Апат-çимĕç фончĕ хушма хуçалăх тытакансене те пулăшма хатĕр. Кăçалхи сентябрь-ноябрь уйăхĕсенче кăна фондăн Çĕрпÿри йышăну предприятийĕн магазинĕсем урлă икĕ пин тонна тырă сутнă. Çак ĕçе малалла та туса пырасшăн. Чăваш Ен правительстви хысна предприятийĕ урлă кашни организацие, уйрăм хуçалăха пулăшма тăрăшать. Тырă, комбикорм туянас текенсен заявка тăратмалла. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ заявкăсене пуçтарса Апат-çимĕç фондне пăхса тухма тăратать. Заказпа тырра яла çитерсех параççĕ. Çак ĕçе Красноармейски, Çĕрпÿ, Хĕрлĕ Чутай, Вăрмар, Канаш, Шăмăршă районĕсенче уйрăмах лайăх йĕркеленине палăртмалла. Республикăна комбикорм кÿрсе килессипе те хушма килĕшÿ тунă. Çывăх вăхăтра тата 900 тонна комбикорм çитмелле. Ăна туянакансен йышĕ ÿснипе тата пĕр пин тонна комбикорм, 3-4 пин тонна фураж кÿрсе килме палăртнă.

Предприяти ытти регионсенчен элита тырă вăрлăхне те турттарма тытăннă. Кĕрхи ака-суха ирттерме хуçалăхсене 1700 тонна тулă вăрлăхĕпе тивĕçтернĕ. Хальхи вăхăтра çурхи культурăсен элита вăрлăхне 500 тонна янтăланă. Ăна Тверь, Тамбов облаçĕсенчен ытларах туянаççĕ. Çавăн пекех çĕр улми вăрлăхне те илсе килесшĕн. Çур акиччен тĕш тырăпа çĕр улми вăрлăхне икшер пин тонна хатĕрлеме палăртнă. Унсăр пуçне минерал удобренийĕсем 4, 5 пин тонна хатĕр ĕнтĕ. Пурĕ вара 15 пин тонна çитмелле, çакă 2009 çулхинчен икĕ хут пысăкрах.

Фонд илсе килнĕ тавар складра выртмасть, çийĕнчех хуçалăхсене саланать. Вăхăтлă та вырăнлă пулăшу ку.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика