10 декабря 2010 г.
Раççей пирус туртакансем нумай пулнипе тĕнчипех палăрса тăрать. Арçынсен 60 проценчĕ, хĕрарăмсен 15 проценчĕ çак наркăмăшпа туслă. Пирус айăпĕпе çулталăкне çур миллиона яхăн çын çĕре кĕрет. Туртакан хăйĕн пурнăçне вăтамран та 7,5 çуллăх кĕскетет.
РФ премьер-министрĕ Владимир Путин кăçал пирус туртассине хирĕç кĕрешме наци концепцине çирĕплетрĕ. Пилĕк çул хушшинче туртакансен йышне çурри таран чакармалла. Çак тĕллевпе табак хакне хăпартаççĕ (вăл 200-300 тенке çитмелле), тепĕр çултан пирус реклами те çухалмалла.
Чăваш Енре те лару-тăру лайăхах теме çук. Специалистсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх 30 çул тултарман каччăсем аслăраххисемпе танлаштарсан икĕ хут сахалрах туртаççĕ. Çамрăк хĕрсем вара аслăрах çулхи хĕрарăмсенчен икĕ хут ытларах туртни паллă. 18-35 çулхи каччăсенчен ытларахăшĕ туртать, çав шутра 18 проценчĕ - кашни кун. Ыйтса пĕлнĕ хĕрсенчен кашни улттăмĕшĕ вара пируспа туслă, вĕсенчен 10 проценчĕ кашни кунах пирус мăкăрлантарать. Туртакан çамрăксенчен çурри яхăнăшĕ вăхăт-вăхăтăн е ушкăнпа пуçтарăнсан çеç туртать. Вĕсен никотин туртăмĕ çирĕпленсех çитмен-ха. Çавăнпа та пирусран кирек хăш самантра та сивĕнме пултараççĕ. Анчах та юн пусăмĕ тата чĕре чирĕпе аптракансен пирус туртма пĕр кунтах пăрахма юрамасть. Туртма пăрахнă çын хăйне япăх туйма пултарать, ĕçлес кăмăлĕ сĕвĕрĕлет. Çавăнпа та хăшне-пĕрне специалист пулăшăвĕ кирлĕ. Туртма пăрахнисен 80-90 проценчĕ 3-12 уйăхран алла каллех пирус тытма пултарать. Вĕсене тухтăр кăна пулăшма пултарать. Паянхи кун пирус туртăмĕнчен сипленмелли мел чылай.
Çамрăксене никотин хăрушлăхĕ çинчен пĕлсех кайманни пĕтерет. Кашни пиллĕкмĕшĕ «çăмăл» пирус сывлăха сиен кÿмест тесе шутлать. Тĕрĕссипе каласан вĕсем «йывăррисенчен» нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ.
Юлашки вăхăтра пируса хирĕç кĕрешекен реклама кăтартни, пачкисем çине асăрхаттарса çырни самаях витĕм кÿни палăрать. Нумайăшĕ пирус туртма пăрахасси çинчен шутлать.
Çамрăк ăрăва ашшĕ-амăшĕн, аслисен тĕрĕс вĕрентсе пымалла, юлташĕсемпе эрех-пируссăр хутшăнма хăнăхтармалла.
Л. КОРОБОВ,
сывлăха сыхлас ĕç отличникĕ.