10 декабря 2010 г.
«Раççей ял хуçалăх банкĕ» уçă пĕрлешĕвĕн Чăваш Енри филиалĕ Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта çурт-йĕр туянма ипотека кредичĕ пама тытăннă. Хулара пурăнакансем ял çыннисемпе танах хатĕр çурт-йĕр туянма тата строительствăна пая кĕрсе хутшăнма кредит илме пултараççĕ. Маларах вара банк ипотекипе ялсенче çеç çурт илме май пулнă.
Кредит вăхăчĕ 25 çул таран. Унăн чи пысăк калăпăшĕ – 3 млн тенкĕ. Заемщикăн тÿлес пултарулăхне палăртнă чухне банк унăн тупăшне çирĕплетекен мĕнпур документа «заемщиксен, созаемщиксен пĕрлехи тупăшĕ» шута илет. Раççей ял хуçалăх банкĕ кредит панăшăн комисси илмест.
Ыйтса пĕлмелли телефон: «8352» 62-22-06.