10 декабря 2010 г.
Чăваш Республикин Президенчĕ пулса ĕçлеме тытăннăранпа 100 кун çитнине Михаил Игнатьев журналистсемпе пĕрле паллă турĕ. Çак пулăма халалланă пĕрремĕш пресс-конференцие хаçат-журналта, телевидени-радио эфирĕнче, интернетра вăй хуракансем утмăлăн ытла пуçтарăнчĕç. Ыйтăвĕсем политикăпа экономика тавра çеç мар, президентăн çемйипе çывăх çыннисем çинчен те пулчĕç. Чăваш Ен ертÿçи пурне те туллин хуравлама тăрăшрĕ.
Паллах, 100 кун – патшалăх шайĕнчи пысăк ыйтусене татса памашкăн çителĕксĕр вăхăт. Анчах та çĕнĕ ĕçе хĕрÿ тапхăрта пуçăннине кура – çуллахи шăрăхра тĕп хуламăр та, ытти ял-хула та вăрман пушарĕсенчен сарăлнă тĕтĕм-сĕрĕм ăшĕнче пурăннине манман-ха эпир – президент çак вăхăта çемçе пукан çинче ларса ирттерменни куç кĕрет. Çавăн пекех октябрь уйăхĕнче пĕтĕм республикипех хăй тытăмлăх суйлавĕ иртрĕ, кăштахран сити-менеджерсене çирĕплетрĕç.
Чи пысăк çитĕнÿ тесе президент Çĕнĕ Шупашкар монохуласене пулăшмалли программăна кĕме пултарнине хакларĕ. Раççейĕн çак пысăк пĕлтерĕшлĕ программине химиксен хулине малтан кĕртмен-мĕн. «Халĕ вара тапранса кайнă пуйăса ларса ĕлкĕртĕмĕр», – терĕ Михаил Васильевич. Çакă республикăри чи çамрăк хулана малалла вăйлăн аталантарма май парĕ.
100 кун Игнатьев президентшăн мĕнпур пысăк предприятире пулса курма та çителĕклĕ пулнă. Пĕтĕмĕшле вăл Шупашкарти агрегат завочĕ, «Промтрактор», «Элара» заводсемшĕн кризис хыçа юлнине палăртрĕ. Спирт завочĕсемшĕн çеç хальлĕхе пуласлăх уçăмлах мар. Хамăр кăларакан шурă эрех калăпăшĕ чаксах пынине пурте асăрхарĕç пулĕ. Çитес вăхăтра çак çивĕч ыйтăва та татса пама шантарчĕ республика ертÿçи.
Чылай çул ял хуçалăх министрĕнче ĕçленĕ Михаил Игнатьев хресчен нушине ыттисенчен çывăхарах хурать. Ял хуçалăхĕнче татса памалли ыйту пайтах, çавăнпа та ку ĕç пĕр кунлăх та чарăнса тăмĕ. Уйрăмах çамрăксене ялта пурăнма лайăх майсем туса парассине президент чи кирли тесе шутлать.
Чылай ыйту тавра калаçрĕç пресс-конференцире. Пирĕн хаçат вĕсем çинчен çитес кăларăмсенче тĕплĕнрех каласа парĕ.
«100 кунра тунă çитĕнÿсен шучĕ малалла ÿссех пырасса шанас килет. Çапла пултăр тесен республика ертÿçисен пĕтĕм халăхпа пĕрле пĕр чăмăр пек пулса ĕçлемелле», – терĕ М. Игнатьев.
Т.ИЛЬИНА.