АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тупăш илме те май пур

08 декабря 2010 г.

Тăрăшуллă, мал ĕмĕтлĕ ĕçченсене йывăрлăх та çапса хуçаймасть-мĕн. Вĕсем умри чăрмавсене сирсе малаллах ăнтăлаççĕ. Етĕрне тăрăхне ĕçлĕ çул çÿревпе çитнĕ ЧР ял хуçалăх министрĕ С.Павлов çакна хăй куçĕпе курса ĕненчĕ темелле.

Шартлама сивве пăхмасăр «Волгатрансгаз» агрофирма пĕрлешĕвĕн «Родина» хуçалăхĕнче ĕç вĕресе тăрать. Çĕнĕ ĕне витинче юлашки ĕçсем пыраççĕ. Специалистсем хăтлă та çутă, ирĕклĕ витене сĕт сумалли оборудовани вырнаçтараççĕ. Кунта мĕнпур ĕç-хĕле çĕнĕ технологипе йĕркелесшĕн. Çакна тума 45 млн тенкĕ тухса кайнă. Хуçалăх çăмăллăх кредичĕпе усă курнă, хăйĕн укçине хывнă. Декабрь вĕçленнĕ тĕле витене хута ярасшăн. Републикăра выльăх шучĕ чакса пынă вăхăтра кунта ăна татах ÿстересшĕн. Хальхи вăхăтра сăвакан ĕне 300 пуç шутланать. Малашне вара кĕтĕве 550 пуçа çитересшĕн. Çулталăк вĕçлениччен ăратлă аллă тына пăру кÿрсе килмелле.

– Ытларах та илмеллеччĕ, анчах ял хуçалăхĕнче лару-тăру çивĕчленни ĕмĕте çитерме май памасть. Кăçалхи типĕ çанталăка пула выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма апат çителĕклех хатĕрлеймерĕмĕр, – пĕлтерет предприяти ертÿçи В.Тимофеев. – Патшалăх пулăшăвĕ пире шанăç кÿрет-ха.

«Родина» хуçалăх шăрăха пула тÿснĕ тăкака саплаштарма патшалăхран 3,5 млн тенкĕ тавăрса памалла мар субсиди илнĕ. Предприяти çак укçапа Чулхула, Владимир облаçĕсенчен выльăх туянма килĕшсе татăлнă ĕнтĕ. Эппин, хĕл каçма çитмелле.

Предприяти хыснине выльăх-чĕрлĕх отраслĕ тупăш ытларах кÿрет. Сĕт сутса кăна куллен 70-80 пин тенкĕ тăваççĕ. Кăçалхи вунă уйăхра ĕне пуçне ултă пин килограмм сĕт сунă. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле кăтартăва çичĕ пинрен ирттересшĕн. Республикăра кун пек хуçалăхсем сахал-ха. Ĕç-хĕле механизацилени, тивĕçлĕ шалу илме май пулни выльăх-чĕрлĕх отрасльне çамрăксене те илĕртет. Вырăнтах ĕçлесе илме май пулсан мĕншĕн аякка кайса çÿремелле;

«Выльский» хуçалăхра та пурнăçпа тан утма тăрăшаççĕ. Çăмăллăх кредичĕпе, хăйсен укçипе выльăх-чĕрлĕх фермине çĕнетеççĕ. Пĕлтĕр кăна 150 ĕне тытмалăх витене хута янă, çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă.

– Çынсен ĕçне çăмăллатма, продукци илессине, ун пахалăхне ÿстерме пулăшрĕ çакă, – терĕ предприяти ертÿçи В.Бобров.

Малашне вара сĕтпе кăна мар, ăратлă выльăх ĕрчетнипе те тупăш илме палăртаççĕ. Кăçалхи йывăр çанталăк хуçалăха 5 млн тенкĕ тăкак кÿнĕ. Патшалăх 1 миллион тенкине саплаштарнă ĕнтĕ. Çителĕксĕр, паллах, çапах та нимсĕр юлни мар. Тата выльăх апачĕ янтăлани те тăкаксене чакарма пулăшать.

– Эпир условнăй выльăх пуçне 30 центнер апат единици хатĕрленĕ, пĕлтĕрхи те пĕтмен-ха, – пĕлтерчĕ В.Бобров. – Пин тонна сенаж сутма та пултаратпăр.

Ертÿçĕ сĕт хакĕ тинех тăкаксене саплаштарма та, тупăш илме те çитнĕшĕн савăннине пытармасть. Хальхи вăхăтра пĕр литр сĕте 16-17 тенкĕпе йышăнаççĕ. Талăкра кашни ĕнерен 15-16 килограмм сунине шута илсен самай пуçтарăнать. Апла ĕне шутне чакарса мĕншĕн тупăша çухатмалла;

– Январь тĕлне выльăх-чĕрлĕх йышне чакарман хуçалăхсене патшалăх хушма пулăшу парĕ, – пĕлтерчĕ ял хуçалăх министрĕ. – Федераци бюджетĕнчен регионсене 5 млрд тенкĕ уйăрма пăхнă. Çакă республикăри хуçалăхсемшĕн курăмлă пулăшу. Кăтартăва кăна чакарас марччĕ.

Ĕçлĕ çул çÿревре министр ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттерчĕ. Унта кăçалхи ял хуçалăх отраслĕн аталанăвне пăхса тухрĕç, умри ĕçсене палăртрĕç. Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Г.Яковлев республикăра выльăхсем лейкозпа тата урнă чирпе аптранă тĕслĕхсем пуррине палăртрĕ. Сысна фермисенче Çĕпĕр чирĕ, Африкан чуми сарăлас хăрушлăх та пысăк. Çавăнпа вĕсен хупă йĕркепе ĕçлемелле. Территорине ют техникăна, çынсене кĕртмелле мар. Выльăхсене çирĕп учета илни, вакцина туни те инкек-синкекрен сыхланма пулăшĕ.

Л.Никитина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика