АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачана телей парнеле

08 декабря 2010 г.

Кашни çын çĕр çине телей курма çуралать. Анчах та тĕрлĕ сăлтава пула хăшĕ-пĕри тĕнчене сусăр пулса килет. Çитменнине тата хевтесĕрскере ашшĕ-амăшĕ пăрахать. Нерва тытăмĕпе психика чирĕсемпе нушаланакан пепкесем тĕп хулари «Малютка» ача çуртĕнче кун кунлаççĕ.

Чи паха эмел -

ăшă кулă, юрату

«Тĕрлĕ çулти ачасем пирĕн патра, ытларах пĕчĕккисем, -пĕлтерет асăннă учрежденин директорĕ Маргарита Задворнова. - Хăшне-пĕрне ача çуратмалли çуртрах пăрахса хăвараççĕ, теприне больницăран илсе килеççĕ, виççĕмĕшне вара - ашшĕ-амăш аллинчен. Ĕçсе-çапкаланса çÿрекенсене тĕпренчĕкĕ кирлĕ мар. Çавна май вĕсене ашшĕ-амăш правинчен хăтараççĕ».

Маргарита Филипповна каланă тăрăх кунти ачасене ытларах çемьесене вырнаçтарма тăрăшаççĕ. Унччен пепкесене усрав çемьесене панă е вĕсене опека мелĕпе илнĕ пулсан, халĕ ывăллăха илекенсем те пур. Урăхла каласан, ют ачана хăйĕн пепки пек пăхса çитĕнтерекенсем.

«Малюткăри» ачасен 30 проценчĕ сусăр çуралнăскерсем. Çавна май вĕсене каярахпа инвалидсен çурчĕсене вырнаçтараççĕ. Паллах, хевтесĕрскерсемпе пĕчĕк-кĕллех ĕçлеççĕ кунта. Ачасемпе ятарлă специалистсем _ педагогсем, психологсем, логопедсем, дефектологсем _ ĕçлеççĕ. «Ачасен ăс-тăнне аталантарас, чĕлхисене «уçас» тĕллевпе пайăррăн ĕçлетпĕр, - ăнлантарать Алла Петрова логопед. - Занятие икшер ача килет. Ăс-тăнне аталантарма артикуляци гимнастики тăватпăр, пÿрнисене вылятатпăр, тĕрĕс калаçма вĕрентетпĕр . Урăхла каласан, ачасемпе май килнĕ таран ĕçлеме тăрăшатпăр. Тăрăшни сая каймасть. Акă нумаях пулмасть пĕр арçын ачана тăван ашшĕ илсе кайрĕ. Ывăлне хăнăхас тĕллевпе час-часах килсе çÿрерĕ вăл малтан. Ачи мĕн калаçнине ăнланмастчĕ арçын. Каярахпа вара пепкен чĕлхи «уçăлчĕ». Пире тав туса хăварчĕ хайхискер. Çакнашкал кăтарту пирĕн пулăшусăр пулаймасть-çке».

Алла Павловна «Малюткăра» вунă çул ĕçлет. Малтанхи çулсенче ырă-сывă ачасем нумайрах килнине палăртрĕ вăл. Юлашки вăхăтра чирлисем ытларах иккен. Сăлтавĕ вара ача амăшĕн сывлăхĕпе çыхăн-нине пытарма кирлĕ мар. Сывă амăшĕ - пулас ăру сывлăхĕн никĕсĕ.

Республикăри реабилитаци, травматологипе ортопеди центрĕсемпе «Малютка» ача çурчĕ тачă çыхăну тытать. Çавăн пекех утайман ачасене собес ортопеди шинисемпе, кÿмесемпе тата ытти хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтерет. Чĕре чирĕпе çуралнă пепкесене операци тума маларах Мускава ăсатнă пулсан, халĕ - Хусана. Паллах, чир-чĕре вăхăтра, пĕлсе сипленинчен лайăх-хи нимĕн те çук.

Ача сусăр çурални ашшĕ-амăшĕшĕн çав тери пысăк хуйхă. Мĕн ĕмĕр тăршшĕпе амăшĕ пепки сывлăхĕшĕн чĕрине ыраттарать. Ача çуртĕнче кун кунлаканскерсемшĕн вара кунти ĕçченсем пăшăрханаççĕ. Тăватă çул пăхнă хыççăн «кайран ытти учрежденисене куçараççĕ» тăван ачисем вырăннех хураççĕ вĕсене. «Усрава илнĕ чухне няньăсем, воспитательсем макăрсах юлаççĕ, - тет М.Задворнова. Чăн та, çакăн пек ачасемпе ĕçлеме çав тери пысăк чунлă пулмалла. Пирĕн ĕçченсем пурте çавнашкал. Ашшĕ-амăш ăшшине туйман пепкесене хамăр юратăва паратпăр-çке. Пире амăшĕсем вырăн-нех хураççĕ пĕчĕкскерсем. Маларах коллективра хĕрарăмсем анчахчĕ темелле. Çавна май арçынна курсан хăратчĕç вĕсем, йĕретчĕç. Халĕ вара, арçынсем хутшăннă хыççăн, вĕсене те хăнăхрĕç. Ачасене ăшă кулă, юрату кирлĕ. Çак асамлă туйăм темле эмелрен те хаклăрах».

Ют ача пулать-и?

Маргарита Филипповна каланă тăрăх кăçал 20 ачана çемьесене вырнаçтарнă. «Ку çав тери лайăх кăтарту, - ăшшăн та лăпкăн сăмахлать вăл. - Пилĕк çемье вара хăйсен пепкисене каялла илчĕ. Тăван юн - тăванах. Хăйсен йăнăшне вăхăтра ăнланнишĕн савăнатăп. Ачасене усрава илес текенсем Мускавран та, Хусантан та, ют çĕршывран та килеççĕ. Ытларах ялта пурăнакансем илеççĕ. Чылайăшĕ вара хĕр ачана килĕштерет. Акă çак кунсенче ялтан пĕр мăшăр килчĕ. Шел пулин те, Турă вĕсене кÿрентернĕ, тăван пепкине алла тытса курайман вĕсем. Çавна май пулăшу ыйтса пирĕн пата килчĕç».

Ачасен пулас ашшĕ-амăшĕпе тÿррĕн ĕçлемест «Малютка». Пепкесен анкетисене Калинин районĕн-чи «ача çурчĕ çак районта вырнаçнă» опекăпа попечитель уйрăмне тăратаççĕ. Ку уйрăм ЧР Вĕрентÿ министерствипе те тачă çыхăну тытать. Çав-çав ачана усрава илес текен çемье вара пепкепе паллашма «Малюткăна» пырать. Кунта ун пирки пĕтĕмпех каласа парĕç. Анчах ĕç-пуç кунпа кăна вĕçленмест-ха. Пулас ашшĕ-амăшĕн суда заявлени çырмалла. Каярахпа, ыйтăва тĕплĕн тишкернĕ хыççăн, суд йышăну кăларать: çак çемьене ачана усрава памалла е çук.

«Усрава илнĕ ачана каялла тавăрни пулман-и?» - кăсăкланатăп малалла. «Эпĕ ĕçлеме пуçланăранпа çакнашкал «тÿнтерле» пулăм пĕрре пулчĕ. Канаш районĕнченччĕ пулас вăл хĕрарăм. Пурăнсан-пурăнсан пепкене каялла илсе килчĕ. «Пире кун пек ача кирлĕ мар», - терĕ. Ют пепкене усрава иличчен ашшĕ-амăшне шутлама вăхăт паратпăр-çке. Унсăр пуçне ачапа тĕплĕн паллаштаратпăр: мĕнле чир-чĕрпе чирленинчен пуçласа ăс-тăнĕ, пултарулăхĕ таранчченех каласа паратпăр», - пулчĕ хурав.

«Юрать, лайăх тĕслĕх нумайрах пурнăçра, - сăмахне хушса хума васкарĕ Маргарита Филипповна. - Усрава илнĕ ашшĕ-амăшĕпе малтанлăха час-часах çыхăну тытатпăр, вĕсене вĕрентсе пыратпăр. Каярахпа вара, ача çитĕнсе пынă май, сайра-хутра çеç шăнкăравлатпăр. Мĕншĕн тесен пепкен çемьене хăнăхмалла, ашшĕ-амăшĕпе пурăнмалла».

Ырă туни ырăпах таврăнать

«Малютка» патшалăх учрежденийĕ шутланать пулин те ăна чылай çын пулăшни савăнтарать. Акă тĕрлĕ уяв умĕн чылай акци иртет кунта. Шупашкарти Ленин районĕн-чи студентсен ассоциацийĕн пуçарăвĕпе ноябрĕн 1-мĕшĕнчен «Ачана телей парнеле» акци йĕркеленĕ. Çавна май нумаях пулмасть тĕп хулари экономикăпа менеджмент институтĕнчи студентсем ача çуртĕнче хăнара пулнă. Хăйсем пухнă укçа-тенкĕпе памперс тата гигиена хатĕр-хĕтĕрĕ туяннă. Пĕчĕкскерсене вăйă-кулăпа, юрă-кĕвĕпе савăнтарнă. Çак ырă ĕç Çĕнĕ çулчченех пырать. Çавăнпа та унта хутшăнма кăмăл тăвакансем ача-пăчана телей парнелеме кая юлман-ха.

«Малюткăна» предприяти-организацисем те пулăшнине каларĕ М.Задворнова. Ытларах «Акконд» акционерсен уçă обществине тав тăвать вăл. Кашни Çĕнĕ çултах ачасене пылак апат-çимĕçпе сăйлать, тĕрлĕ мероприяти ирттерме пулăшать. «Тĕнче ырă çынсăр мар, - тет Маргарита Филипповна. - Тепĕр чухне ахаль çынсемех пулăшма тăрăшаççĕ пире. Кĕркунне улма-çырла, пахча çимĕç илсе килеççĕ. Ачасене юратнăран, хисепленĕрен чунĕсем ырă ĕç енне туртăнаççĕ вĕсен».

Çапла, ырă ĕç манăçмасть теççĕ. Ырă туни вара вĕсем патне ырăпах таврăнĕ.

В. Петрова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика