АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăлтăра мар, штрафа тивĕçлĕ

08 декабря 2010 г.

Шупашкар районĕнчи Мăналта пурăнакан 74 çулти Николай Моисеевич Моисеев хăйне чăн-чăн сăмакун ăсти тесе шутланă. Хăй шутланă тăрăх унăнни пек паха аншарли таврара урăх çук. 6-7 çăлтăр е ытларах та лартма хатĕр пулнă вăл ун çине. Рекламине хĕрхенсе тăман, мухта-мухта сутнă.

Кăçалхи июлĕн 20-мĕшĕнче вăл хăйĕн продукцин пĕр пулăштухне 50 тенкĕпе хăйсен ялĕнче пурăнакан Константин Палеева сутнă.

Следователе те Николай Моисеевич сăмакунне хура кăмрăк витĕр кăларса тăрăлтарнине, вăл ĕçекенсемшĕн çав тери хаяр та усăллă пулнине ĕнентерме пикеннĕ. Сăнаканни, туянса тутанса пăхаканни, шаннă çынни те пур унăн хăйсен ялĕнче. Çапах та унăн сăмакунне урăхла хаклакансем йышлăрах пулнă. Участокри уполномоченнăя Мăнал çыннисем Моисеев эрехне хурласа йăлăхтарсах çитернĕ. Хăшне ĕненмелле; Вăл хуçи темиçе «çăлтăрпа» хаклакан шĕвеке суйма пĕлмен приборсемпе тĕрĕслесе пăхнă. Сăмакун сиплĕ мар, çын сывлăхĕшĕн çав тери хăрушă пулни палăрнă.

Октябрĕн 12-мĕшĕнче патшалăх айăплавçи Николай Моисеева шăршлă шĕвекĕнче мĕн-мĕн тупăннипе тĕплĕн паллаштарнă, ăна РФ Уголовнăй кодексăн 238 статйин пĕрремĕш пайĕпе килĕшÿллĕн айăпласа 4 пин тенкĕлĕх штрафлама йышăннă.

А.Иванов,

район прокурорĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ.

Тăлăх салтак арăмне хÿтĕленĕ

Шупашкар районĕнчи Р.Шуркина çемьеллĕ пурнăçпа нумай савăнайман, çамрăклах тăлăха юлнă. Унăн мăшăрĕ Аслă вăрçă хирĕнчен таврăнайман, пуçне хунă. Ватлăхра тăлăх салтак арăмĕ, пĕрремĕш ушкăн инваличĕ Шупашкара хĕрĕ патне пурăнма куçнă. Юнашар пулăшса-пăхса тăракан пулсан çапах çăмăлрах. Хваттерте хĕсĕк пулин те, 84 çулти кинемее тăвансем ăшшăн йышăннă. Ватă çын пĕччен ялта пурăнайманнине аван ăнланнă. Икĕ çул каялла Раççей Президенчĕ Аслă вăрçа хутшăннă тăлăх салтак арăмĕсене те çурт-йĕр енчен пулăшассине пĕлсен Шуркина лăштах сывласа янă. Тинех унăн та пурăнмалли кĕтес пулĕ. Анчах çурт-йĕр черетне тăма кайсан Ленин районĕнчи чиновниксем ăна шалт тĕлĕнтернĕ: «Санăн ахаль те ялта 20 тăваткал метрлă çурт пур», - тенĕ кăна. Прокуратура вара тăлăх салтак арăмĕ хутне кĕнĕ. Ялти çуртпа хулари хваттерне пĕрле шутласан та çемьери кашни çынна 13, 34 тăваткал метр çеç тивнине шутласа-ăнлантарсах панă чиновниксене право органĕ. Комисси айăпа тинех йышăннă. Р.Шуркинăна çурт-йĕр лайăхлатакансен черетне тăратнă.

А.ПЛЕХАНОВ ÿкерчĕкĕ.

Л.Ала.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика