01 декабря 2010 г.
«Патшалăх кĕсйи хулăн, чăтать», - теççĕ пулас та хăш-пĕр ертÿçĕсем, çавăнпа хысна укçине тĕлли-паллисĕр сапалаççĕ. Елчĕк тăрăхĕнче те кун пек пуçлăхсем туллиех. Район прокуратури муниципалитет тата патшалăх валли тавар туяннă чухне саккуна пăснă çирĕм ултă тĕслĕх палăртнă. Акă районти тĕп больницăра социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕçе «чăх, ĕне çăвĕ, çăмарта, сахăр, тăвар, çăкăр, çăнăх, пăрçа» лавккарипе пасартинчен те хаклăрахпа туяннă. Вĕсене çитмĕл те çичĕ тинĕс леш енчен илсе килнĕ тейĕн. Çапла вара кĕске хушăрах бюджета 15 пин тенкĕ тăкак кÿнĕ. Елчĕк енчи 25 вĕренÿ учрежденийĕнче те социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕçе пысăк хакпа туянма кăмăллаççĕ-мĕн. Пĕр шухăшлă пуçлăхсем хальхинче хысна укçине 116 пин тенкĕ ытлашши пĕтернĕ. Айăплисене явап тыттарасси, тăкака тавăрттарасси паллă. Малашне янтă укçана тытиччен çиччĕ виçсе шутламах тивĕ.