АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăйне уйрăм тĕнчере

01 декабря 2010 г.

 Надежда Мефодьевна Кириллова 1960 çулхи ноябрĕн 16-мĕшĕнче Йĕпреç районĕнчи Чăрăшкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ.

Мускавра М.С.Щепкин ячĕллĕ театр училищинче вĕреннĕ. 1983 çултанпа Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ĕçлет. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки, Митта Ваçлейĕн премине илме тивĕçнĕ. Хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ. Театрта ĕçленĕ хушăрах поэзи каçĕсем йĕркелет. Чи пĕрремĕшне чăваш чĕлхи кунне «2004 çулхи апрелĕн 26-мĕшĕ» халалланă пулнă. Каярах Митта Ваçлейне, Çеçпĕл Мишшине асăнса ирттернĕ сăвă уявĕсем, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ мăшăрĕн Кирилл Кирилловăн «Чун кирлĕ, чун!» кĕнекине хăй хатĕрлесе кăларнă хыççăн йĕркеленĕ асăну каçĕ? «Хальхи самана» спектакль... Кăçалхи ноябрĕн 16-мĕшĕнче, шăпах хăй çуралнă кун, «Ман поэзи театрĕ» ятпа пултарулăх каçĕ ирттерчĕ.

Пуринчен те ытларах манăн кÿршĕ ял - Пушкăртстанри Кăтайкас - кинĕ, тăватă-пилĕк сыпăкри Кирилл тетен мăшăрĕ пулнипе чуна çывăх Надежда Кириллова. Чылай спектакльте курнă ăна, çапах та «Сурăм хĕрĕ» кинофильмри Кулине инке чĕре варринех кĕрсе вырнаçнăччĕ. Рольсене артист шăпине кура параççĕ тейĕн. Кунта эпĕ ăна пĕр енчен артист пек, тепĕр енчен пурнăçри Надя Кирилловăна хăйне куратăп. Качча кайма пуçтарăннă хĕр-пикене хăйĕн синкерлĕ пурнăçĕпе çыхăнтарса юмах каласа кăтартать вăл. Халапĕ сăнарлă, йăнăш туса хурасран маларах асăрханма, лайăх шухăшлама хушаканскер...

- Пĕчĕк Надя ача чухне кам пулма ĕмĕтленнĕ-ши?

- Ачаранах чăваш литературипе чăваш театрне юратнă эпĕ. Манăн çав тери хăвăртрах ÿссе çитĕнес, пĕчĕкрен пысăк пулас килетчĕ. Аппасем пек ăслă та вĕреннĕ çын пулма ĕмĕтленеттĕм. Виççĕшĕ те маншăн тĕслĕх вырăнĕнчеччĕ. Яланах сăрт çинче ларакан Пучинке «Йĕпреç тăрăхĕ» еннелле тинкерсе пăхаттăм. Аппасем хулана çав çулпа çÿренĕрен-и, телей, çĕр çинчи мĕнпур ырри, лайăххи унта пек туйăнатчĕ. Шухăшпа пĕрмай аслă аппа пурăнакан Шупашкара çитсе ÿкеттĕм. Нихçан кайса курманскершĕн темле асамлă хула пек туйăнатчĕ вăл маншăн. Аппасем кану кунĕсенче яла килсен епле хĕпĕртеттĕм, ун чухне манран телейлĕреххи çукчĕ те пуль. Юратнă эпĕ вĕсене, мĕн пĕчĕкрен чи хаклă та çывăх çынсем пулнă маншăн. Халĕ те пĕр-пĕринпе питĕ туслă. Аякка, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесне саланса пĕтнĕ пулин те, курнăçма вăхăт тупатпăр. Тăван тăварпа пиçнĕ тесе ахальтен каламан çав ваттисем.

- Мускава пурнăç ăнсăртлăхĕ илсе çитерчĕ тенĕччĕ эсир, Надежда Мефодьевна...

- Шкул хыççăнах Чăваш патшалăх университетне, чăваш уйрăмне вĕренме килтĕм. Кĕреймерĕм. Шупашкарта пĕр çул секретарь-машинисткăра ĕçленĕ хыççăн çуркунне еннелле хаçатра тăрук пĕлтерÿ асăрхарăм. Мускаври М.С.Щепкин ячĕллĕ театр училищине вĕренме кайма Чăваш патшалăх академи драма театрĕ конкурс ирттерет. Чăваш çамрăкĕсене йыхравлаççĕ. Мĕнех, университетри чăваш уйрăмне вĕренме каяс шухăш пĕтрĕ, конкурса хутшăнса пăхма шутларăм. Суйласа илчĕç. Пĕр çул маларах университета вĕренме кĕрейнĕ пулсан Мускава лекейместĕмччĕ паллах.

Щепкин ячĕллĕ театр институчĕ, юратнă педагогсем халĕ те чĕре варринче. Вĕсем манран çын турĕç, унти вĕренÿ вара пурнăçра çирĕпленме, артист профессин чăнлăхне курма, ăна туйма, унсăр пуçне чăваш чĕлхине, поэзине тата та ăнланма, юратма вĕрентрĕ.

Мускавра вĕренсе тухнишĕн епле савăнмăн. Унта илнĕ пĕлÿ ĕмĕрлĕхе. Кашни студента 7 педагог тивĕçетчĕ. Сан сассупа, ÿт-пĕвÿпе, сăнупа кулленех ĕçлеççĕ. Тĕрĕсрех каласан, илем хушшинче пурăнма вĕрентеççĕ.

- Пулас мăшăрăрпа та Мускавах паллаштарнă.

- Çапла. Эпир, Мускаври театр институтĕнче чăваш студийĕнче вĕренекенсем, Итали драматургĕ Эдуардо де Филиппо пьеси тăрăх лартнă «Неаполь - миллионерсен хули» диплом спектакльне вылятпăр институт сцени çинче. Хамăр спектакльсене час-часах Мускавра пурăнакан чăвашсене чĕнеттĕмĕр. Хальхинче пирĕн ĕçе курма Чăваш патшалăх университетĕнчен В.П.Станьял чăваш студенчĕсене илсе килнĕччĕ. Спектакль хыççăн вĕсем пирĕн ĕçе сÿтсе яврĕç. Кирилл çак калаçăва хастар хутшăнчĕ, сĕнĕвĕсем те чăн-чăн режиссерăнни пек тесе тĕлĕннĕччĕ эпĕ.

Борис Чиндыков мана унпа çывăхрах паллаштарчĕ. Борис ун чухне Мускавра Литература институтĕнче вĕренетчĕ. Каярах мана Кирилл çинчен студентсем тата тĕплĕнрех пĕлтерчĕç: университетра драмкружок ертсе пырать иккен вăл, режиссер ятне илнĕ, час-часах вĕсем хăйсен спектаклĕсемпе ялсене тухса çÿреççĕ, çитес вăхăтра В.Ржановăн «Энтипне» лартасшăн...

- Кирилл студент чухне сирĕн пата чылай çыру çырать. Вĕсенче ахаль, пушă йĕркесем пачах та çук. «Сирĕн», «Сире», «Надежда Мефодьевна» тет. Айхи, Тарковский тата искусствăпа культурăри ытти паллă çын пирки сăмахлать. Çавăнтах темле вăрттăн, темле асăрханса сире юратни, питĕ хисеплени, малашлăхра сирĕнпе пулас килни сисĕнет...

- Çапла. Çырăвĕсене вулама питĕ интереслĕччĕ, кашни йĕрки шухăша яратчĕ. Пурнăç çине урăхла куçпа пăхни, хăйне евĕрлĕ çын пулни сисĕнетчĕ вĕсенче.

Кирилл мĕн ачаран театра питĕ юратнă. Ахальтен мар ĕнтĕ аслă шкула вĕренме кĕрсенех драма кружокне ертсе пыма тытăннă. Пĕр сăмахпа, театр çынни. Артисткăна юратасси те çавăнпа çыхăннă пулĕ. Хам та астăватăп, Н.Григорьева артисткăна сцена çинче çеç мар, çывăхран хăть пĕрре те пулин курас килетчĕ.

- Пушкăртра çуралнă Ираида Алексеевна Петровăпа тĕл пулни сирĕн туслăха тата та çирĕплетнĕ пулмалла.

- Ираида Петровăпа 6-мĕш класранпах çыру çÿретнĕ эпĕ. «Ман кунта, Мускав облаçĕнче, чăваш çыравçи пурăнать, хăй Пушкăрт Республикинчен», - тесе пĕлтертĕм Кирила. Вăл манран çав писатель кам пулнине ыйтса пĕлнĕ хыççăн : «Ун патне кайса килме пулмасть-и?» - терĕ. Эпĕ: «Мĕншĕн пулмасть? Пулать, ыран тата шăпах вырсарни кун», - тесе хуравларăм.

Ираида Петрова эпир килнĕшĕн питĕ хĕпĕртерĕ. Ун патĕнче чылай калаçса лартăмăр. Вăл Кирилпа иксĕмĕре «Телейпе Илем» пьесăна рольсемпе вулаттарнине астăватăп. Ираида Алексеевна калаçăвне итлесе Кирилл час-часах шалти кĕсйинчен блокнотпа ручка кăларса тем çырни аса килет, пĕрле ларса чей ĕçни... Тухса каяс, сыв пуллашас умĕн вара вăл пире: «Сирĕн пĕрле пулмалла, эсир пĕр шухăшлă çынсем. Чăваша усăллă пулма пултаратăр», - терĕ. Ун патĕнчен тухсан театрсăр пĕр кун пурăнайманскерсем спектакль кайса куртăмăр.

Ку паллашу пирĕн пĕр кунтах хытă çирĕпленчĕ пулас, эрнерен эп унран пĕрремĕш çыру илтĕм. Пире нихăçан та кичем пулман, иксĕмĕр те поэзишĕн, театршăн çунниех пĕрле пулма, çемье чăмăртама хистерĕ пуль.

- Эпĕ студент чухне библиотекăра кĕнеке тупса илеймесен тÿрех Кирилл Демьянович патне пулăшу ыйтма чупаканччĕ. Пĕр купа кĕнеке хатĕрлетчĕ те: «Лена йăмăкăм, тирпейлĕ тытасса шанатăп. К.К.», - тесе çырса хăваратчĕ.

- Çапла, кĕнекене питĕ хисеплетчĕ вăл. Вĕсене илес тесе кивçене те кĕретчĕ. Пĕтĕм тĕнче литературин библиотекине те туяннăччĕ. Пирĕн пĕчĕк хваттер йăлтах кĕнекепе, хаçат-журналпа тулса ларнăччĕ.

- «...Пирĕнтен килекен япала пулнă пулсан çураласси... Кам пĕлет, тен, эпĕ декабристсен е çав хĕрĕхмĕшсен вăхăтне суйланă пулăттăм. Кунта никамăн та куççуль кăларма кирлĕ мар. Куççуль витĕр кулма пĕлмелле», - тет Студент-Кирилл хăйĕн «Взвод» драминче. Эсир те куççуль витĕр кулма вĕрентсе хăварчĕ тетĕр Кирилл пирки...

- Тĕрĕсех. Çĕр çине килнĕ тĕк мĕнле йывăр пулсан та пурăнмалла, чăтмалла, хăвăнтан култармалла мар. Кирилл пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă хыççăн хама алла илтĕм. Кама шанмалла? Ачасене ура çине тăратмалла-çке. Вĕсем ашшĕ-амăшĕсĕр пуçне урăх никама та кирлĕ мар. Театрта ĕçлени пулăшрĕ пуль. Ман тата та çирĕпленме тиврĕ, самантлăха та хуçăлма юрамасть тесе хама хам хытартăм. Эпĕ хуçăлсан ачасене те çăмăл мар-çке. Ашшĕ çуккине туйса ÿсесрен хăраттăм. Çав-çавах çакă сисĕнчĕ. Кирилл «ывăлăм» аслă классенче ашшĕшĕн питĕ тунсăхлатчĕ.

Кристина та, Кирилл та пуçламăш классенче 34-мĕш лицейра, тепĕр района куçсан 44-мĕш лицейра вĕренчĕç. Иккĕшĕ те шкула лайăх паллăсемпе пĕтерчĕç. Ачасене мĕнле те пулсан вĕрентесчĕ, аслă пĕлÿ илме пулăшасчĕ тесе çуннă эпĕ пĕрмай.

Кирилл халĕ Мускаври экономика факультетĕнче, Кристина Санкт-Петербургри театр академийĕн театроведени факультетĕнче тата куçăмсăр майпа Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ют чĕлхе факультетĕнче вĕренеççĕ.

- Эсир хăвăр та часах иккĕмĕш аслă пĕлÿ илетĕр-çке...

- Çапла. Кристина вĕренекен çĕртех, Санкт-Петербургри театр академийĕнчех пĕлÿ пухатăп. Факультетсем кăна расна пирĕн, эпĕ театровед-менеджер пуласшăн.

- Çапах та хĕрарăм телейĕ мĕнре-ши?

- Ачасенче паллах. Вĕсенчен хакли, çывăххи çук маншăн пурнăçра. Ачасен çитĕнĕвĕ - манăн çитĕнÿ те. Амăшне ватлăхра манса ан кайччăр кăна.

- Темиçе çул каялла Шупашкара РФ вĕрентÿ министрĕ А.Фурсенко килнĕччĕ. Республикăри вĕренÿ заведенийĕсем тăрăх çÿрерĕ вăл ун чухне. Педагогика университетĕнче те пулчĕ министр. Коридорпа иртсе пынă чух ЧР Президенчĕ Н.Федоров тăрук пĕр аудитори алăкне уçса ячĕ те кĕтмен çĕртен сирĕн урока кĕрсе тăчĕ. Хăнасене курсан эсир пачах та çухалса каймарăр.

- Пулнă ун пекки. Куçăмсăр майпа вĕренекенсемпе пĕрремĕш урок ирттеретĕп. Ачи-пăчине, выльăх-чĕрлĕхне пăрахса лешсем ялтан çитсе ларнă кăна. «Вĕсем сăвă илемлĕ вуласа пама пултараççĕ-и?» - терĕ президент. «Паян пĕрремĕш урок кăна-ха пирĕн, вĕренме тытăнтăмăр çеç», - тетĕп. «Атьăр хам вуласа паратăп» теме те пĕлмен ун чухне. Н.Федоров тăчĕ-тăчĕ те А.Фурсенкăна: «Шăпчăк çерçирен мĕнпе уйрăлса тăрать?» - терĕ. Куçăмсăр майпа вĕренекенсене кăнтăрлахи уйрăмрисенчен япăхрах тесе каласшăн пулчĕ-ха ĕнтĕ кунпа. «Пулать çапла та, хăш чухне çерçи те шăпчăкран лайăхрах юрлать», - тесе хучĕ А.Фурсенко. Николай Васильевич урăх нимĕн те чĕнмерĕ.

- Сцена çине пĕрремĕш хут тухнине астăватăр-и?

- 3-мĕш курсра вĕренетĕп. Экзамена хатĕрленетпĕр «тепĕр тесен чăн-чăн экзаменран уйрăлсах та тăмасть, питĕ яваплă кунччĕ». Тăрук Шиллерăн «Хаярлăхпа юрату» монолог сыпăкне манса кайрăм. Хăраса ÿкнипе пуçа юн пырса çапнине туйса илтĕм. Сцена çинчен кĕрсе кайма юрамасть. Аса илеймерĕм, малалла каласа кайрăм. Сцена çинче интереслĕ самантсем чылай пулаççĕ. Хампа та пулнă пуль, анчах та халь аса илейместĕп. Пĕррехинче эпир темиçе спектакльпе республика тулашне тухса кайнăччĕ. Малтанхи кунне «Нарспи», тепĕр кунне «Кай,кай Ивана» вылярăмăр. Спектакль вĕçленнĕ хыççăн «иккĕмĕш кунне ĕнтĕ ку» сцена çине пĕр кинеми чупса хăпарчĕ. «Ĕнерхи Нарспи ăçта, хăшĕ?» - тет пире. Чечек парасшăн. Вăл кунне эпир «Кай, кай Ивана» вылянăччĕ, Н.Григорьева артистка - карчăк ролĕнче. «Акă эсир шыракан ĕнерхи Нарспи», - тетпĕр. «Аташса ан тăрăр-ха, ан кулăр манран», - тет. Тарăхсах кайрĕ хайхискер. Чечекне вара тахăш артисткăна тыттарса хăварчĕ. Кулăшла самантсемпе пăтăрмахсем паллах пулнă, уйрăмах аякри çула тухсан.

- Эсир нумай çул ĕнтĕ поэзи шкулĕнче ĕçлетĕр...

- Пире театр училищинче «сцена калаçăвĕн преподавателĕ» хушма професси панă. Эпир вĕренсе килтĕмĕр, анчах та ку специальноçпа Чăваш Енре ниçта та ĕçлеме çукчĕ. Каярах Çамрăксен театрĕн тĕп режиссерĕ В.Г.Васильев артистсене хитре те илемлĕ вулама вĕрентмешкĕн чĕнсе илчĕ. Ку манăн пĕрремĕш утăм пулчĕ. Çакăн хыççăнах Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологипе культура факультетĕнче, кайран ЧР Вĕрентÿ институтĕнче пĕлÿ ÿстерме килнĕ студентсем валли лекцисем вулама тытăнтăм. Г.Лебедев лицейĕнче те, Чăваш патшалăх педагогика институчĕн чăваш факультетĕнче те сăвва илемлĕ те лайăх вулама вĕрентме пуçларăм.

ЧР культура институчĕн студенчĕсемпе уйрăмах ĕçлеме килĕшетчĕ. Чуна парса вĕренетчĕç çамрăксем унта. Актер ăсталăхĕн тата сцена калаçăвĕн вăрттăнлăхĕсене вĕрентнĕ эпĕ вĕсене. Диплом илнĕ хыççăн виççĕшĕ халь Çамрăксен театрĕнче ĕçлеççĕ. Салтака кайнисем, çемье çавăрнисем те пур вĕсен хушшинче. Халĕ Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищин студенчĕсемпе ĕçлетĕп. Ял-хула ачисем кунта. Пĕри тепринчен маттуртарах, пултаруллăрах. Уява кайнă пек утатăп вĕсем патне, кайран ывăннине те туймастăп.

Поэзи шкулĕ вăл - хăйне уйрăм тĕнче. Сăвăсем вуласа, композицисем туса чуна килентеретĕп эпĕ. Вăл мана çунат хушать, пурăнма хавхалантарать.

Е. Атаманова калаçнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика