01 декабря 2010 г.
1972 çулта республикăра 46439 гектар вăрман çуннă. Ун чухне 252 пушар тухнă. Кăçал вара 145 пушарта вăрман фондне кĕрекен 10421 гектар лаптăк, çав шутра 9827 гектар вăрман, вут тыткăнне лекнĕ. Йывăç тăррипе тата типĕ курăкпа куçса пырса пушар 6112 гектар вăрмантан кĕл хăварнă: Улатăр лесничествинче - 1200, Кирере - 50, Шупашкар лесничествинче - 4680 гектар. Ытларах Атăл леш енĕ тăкак курчĕ. Вут-çулăм Мари Республикин территорийĕнчен килсе Çурçĕр лесничествине тĕп турĕ. 1972 çулхи пушар хыççăн лартнă хырсем çунчĕç.
«Ун чухне эпĕ вăрманçă пулса ĕçлеттĕм, - аса илет Шупашкар вăрман хуçалăхĕн ертÿçинче чылай çул вăй хунă Иван Афанасьев. - Çуннă лаптăка тĕпĕ-йĕрĕпе тасатрăмăр, йывăç тымарĕсене кăкларăмăр. Çак ĕçе пурнăçлама тăватă лесничество тăрăшрĕ. Хырсене 7-8 çул хушши лартрăмăр. Чăн та, ĕне нăрри «хрущ» сиен кÿресрен калчасене çав тери йăвă чикрĕмĕр. Кашни лесничествăна ун чухне 200 гектар йывăç лартма план панăччĕ. Питомник пулнăран калчасене хамăрах хатĕрленĕ. Сăмах май, вĕсене çармăссене те сутаттăмăр. Çамрăк хунавсене виçĕ çул пăхса тăнă. 38 çул ÿссе тĕрекленнĕ хырсем халĕ çунса кĕлленчĕç. Шел пулин те, эпир лартнă йывăçсем пĕтрĕç. Пĕтĕмпех этем тимсĕрлĕхне пула. 1972 çулхи пушар та, кăçалхи те çармăс вăрманне кăвак çырла пуçтарма кайнă хĕрарăмсенчен тухни паллă».
Хĕрĕх çула яхăн ÿснĕ вăрмана вут-кăвар пĕр уйăхра аркатрĕ. Ăна çĕнĕрен çитĕнтерме ун чухне те сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланă, этем те вăй-хăватне шеллемен.
Хальхи çухатăва тавăрма та 8-10 çул кирлине палăртаççĕ специалистсем. Сăмах ытларах лăсăллă йывăçсем пирки пырать. Мĕншĕн тесен пушар хыççăн вĕсем, ыттисемпе танлаштарсан, паркарах çитĕнеççĕ. Çулсем иртнĕçемĕн çуннă вăрман вырăнне çамрăк хунавсем тÿпенелле кармашĕç. Паллах, унччен укçа-тенкĕ те нумай тăкакланĕ, этем вăйĕ те, техника та чылай кирлĕ пулĕ. Çак тĕллевпе Чăваш Ен çут çанталăк министерстви çитес çул федераци бюджетĕнчен 35 млн тенкĕ укçа уйăрассине палăртать.
Çĕнĕ вăрмана ятарлă мелпе çитĕнтерме шутлаççĕ: çуннă лаптăкăн 60 процентне хунав лартма ĕмĕтленеççĕ, 40 проценчĕ вара хăй тĕллĕн ÿсĕ. Пушар тухас хăрушлăха шута илсе хутăш вăрман ĕрчетесшĕн: хырсемпе юнашарах çулçăллă йывăçсем «хурăн» лартса хăварасшăн. Урăхла каласан, пĕр йĕр лăсăллă йывăç, тепĕр йĕр - хурăн.
33 çул вăрман ĕçĕнче вăй хунă Иван Ильич Афанасьев çакăнпа килĕшесшĕнех мар. «Хăй вăхăтĕнче Çурçĕр лесничествинче ĕçленĕ чухне эпĕ ку тĕслĕхпе усă куртăм. Анчах та пушар вăхăтĕнче хурăн нимĕнпе те пулăшаймарĕ. Шăрăхра вăл типет, çулçисем çĕре ÿкеççĕ. Капла туни вут-кăвара сарăлма тата та аванрах. Пушара хирĕç кĕрешмелли чи ансат мел - ăна вăхăтра сÿнтермелле, алхасма памалла мар. 2001 çулта Шупашкар вăрман хуçалăхĕнче 85 пушар тухрĕ. Çĕрне-кунне пĕлмесĕр вут-кăварпа кĕрешрĕмĕр ун чухне. Пурне те хамăр вăйпах сÿнтертĕмĕр».
Атăл леш енче 107 квартал пушарпа сиенленнĕ. Паллах, ку лаптăк валли çамрăк хунав сахал мар кирлĕ: 24 миллиона яхăн. Унсăр пуçне, лартнă калчаран хăшĕ-пĕри çитĕнмессе шута илсе, кашни çулах 5 миллион хунав кирлĕ пулать. Типсе хăрнăскерсене çĕннисемпе улăштарма тивет. Мĕншĕн тесен пушар хыççăн çĕр пахалăхĕ чакать, тăпра йÿçеклĕхĕ улшăнать... Çавна май çамрăк тымара вăй илме çăмăл мар.
Шупашкар вăрман хуçалăхĕн ертÿçи Владимир Трофимов каланă тăрăх Çурçĕр лесничествинче çуннă лаптăка тирпейлеме пуçланă. «25 гектар тасатрăмăр. Укçа-тенкĕ уйăрсан йывăç тымарĕсене кăклама пуçласшăн. Хальхи вăхăтра халăха укçасăр ĕçлеттерейместĕн-çке. Çурçĕр, Пролетарский, Первомайский поселокĕсенче халăхпа субботниксем ирттертĕмĕр, тавралăха тирпей-илем кÿтĕмĕр», - пĕлтерет Владимир Николаевич.
Пушар сиенленĕ лаптăка тасатнă хыççăн çĕре сухаласа калча лартма хатĕрлеççĕ. Виçĕ çул хушшинче 3,3 пин гектар çинче çĕнĕрен вăрман ĕрчетме шутлаççĕ. Çапах та этем вăйĕ текех сая ан кайтăрччĕ, темиçе миллион укçа та тĕтĕм-сĕрĕмпе ан вĕçтĕрччĕ.