01 декабря 2010 г.
Октябрь уйăхĕнче Мускавра куç курман тата хăлха илтмен çамрăксем хушшинче пирвайхи хут «Шурă ал туйи» фестиваль иртнĕ. Ăна Раççей тава тивĕçлĕ артистки, Грузи çĕршывĕн Чыс орденĕн кавалерĕ Диана Гурцкая йĕркеленĕ. Асăннă фестивале 8 çĕршыв яш-кĕрĕмĕ пухăннă. Çав йышра Шупашкарти музыка училищинче вĕренекен Галя Никитина та пулнă. Ăна Раççей «çăлтăрĕ» хăй ятарласа чĕннĕ.
Паллă юрăçăпа чăваш хĕрĕ тăватă çул каярах паллашнă. ОРТ телеканалăн ертÿçи Светлана Сорокина Гальăна шыраса Шупашкарти куç курманнисен интернат шкулне килнĕ. Хăй ертсе пыракан «Будьте добры» передачăна хутшăнма сĕннĕ ăна. Галя хаваспах килĕшнĕ. Шăпах «Останкино» телестудийĕнче чăваш хĕрĕ Диана Гурцкаяпа паллашнă, унпа пĕрле икĕ юрă шăрантарнă. Манăçми çак тĕл пулу хыççăн Г.Никитина юрăçпа çыхăну тытма пуçланă. Унăн пĕтĕм юррине вĕреннĕ вăл.
Галя халĕ Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищин вокал искусствин уйрăмĕнче 2-мĕш курсра вĕренет. Раиса Ахметбекова преподаватель тăрăшнипе вĕренÿре ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тăвать. Вăл сĕннипех малашне Питĕрти консерваторие çул тытасшăн хĕр.
Училищĕре ун валли ятарлă вĕренÿ программи хатĕрленĕ. Сопрано сасăпа юрлаканскер пушă вăхăтра хăй тĕллĕн те вĕренет. Музыка училищинчен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухма ĕмĕтленет вăл. Кĕçех ЧР Президенчĕн стипендине илсе тăма пуçлĕ.
20 çулти хĕре Адриано Челентано Итали юрăçи килĕшет. Çавăн пекех Диана Гурцкаян юррисене çепĕçлĕхшĕн, чунлăхшăн кăмăллать. Интернат шкулта вĕреннĕ чухнех чăваш хĕрĕ республика, çĕршыв шайĕнчи тĕрлĕ фестивале, конкурса хутшăннă. Акă шкул çулĕсенчех Атăлçи тăрăхĕнче, Ступинăра «Мускав облаçĕ», куç курманнисен фестивалĕнче хăйĕн пултарулăхне тивĕçлипе кăтартма пултарнă вăл.
«Шурă ал туйи» фестивале кайма Галя Джулио Каччини тата Анисим Асламас юррисене вĕреннĕ. Диана Гурцкая ăна чăваш тумне тăхăнма ыйтнă иккен. «Ave Maria» кĕлĕ юрлаттарнă. Хĕрĕн пултарулăхĕ самай ÿснине палăртса ăна ыталаса илнĕ. «Професси шайĕ ÿснĕ санăн, питĕ лайăх юрлатăн», - тесе мухтанă.
Залра ларакансен хушшинче вара РФ Президенчĕн мăшăрĕ Светлана Медведевăпа СССР халăх артистки Галина Вишневская та пулнă.
Галя Мускавран хавхаланса таврăннă. Тус-юлташ чылай тупнă вăл унта. Унсăр пуçне Чăваш Ен хĕрне дипломпа чысланă. Çитес çул та фестивале хутшăнма йыхравланă.