01 декабря 2010 г.
Çунана - çулла, урапана хĕлле хатĕрлеме хушнă авалтанах. Хĕл кунĕсем сивĕ килеççĕ тенине илтсе Дина Антоновăран çăм атă йăвалас ĕç еплерех пынипе кăсăклантăм. «Кунне пилĕк мăшăр ăсталама пултаратăп, - терĕ вăл. - Эпĕ килти çăмпа çеç ĕçлетĕп. Хăшĕ-пĕри ăна сутăн илет. Пирĕн тăрăхра çăм атă йăвалакан чылай. Ÿркенменнисем хăйсен таварне Мускав облаçне те сутма çÿреççĕ. Эпĕ Шупашкарти пасара илсе тухатăп».
Дина Юрьевна çак ĕçе вунă çул ĕнтĕ алăран ямасть. Сĕнтĕрвăрри хĕрĕ çăм атă йăвалама Çĕрпÿ районĕнчи Кĕлешкасси ялне качча килнĕ хыççăн вĕреннĕ. Хăй каланă тăрăх малтан ку ĕçпе пачах та аппаланман вăл. «Ял-йышран вĕрентĕм, - кăмăллăн пĕлтерет хĕрарăм. - Халĕ хамах калăплатăп, йăвалатăп. Çемьене тăрантарма кăштах хушма укçа та пулать». Çын кĕсйинчи нухрата шутлама кирлĕ мар текен каларăша аса илсе çăм атă пасарта мĕн хак тăнине те ыйтаймарăм. «Туянакан тупăнать-и;» - терĕм çеç. «Çăм атă, ытти атă-пушмак пекех, лайăх каять, - пулчĕ хурав. - Хăшĕ-пĕри унăн кунчине тĕрĕлесе сутма тытăнчĕ. Е тата чĕнтĕрпе, вĕтĕ шăрçапа илемлетеççĕ. Пасарта тĕрли пур». Дина Юрьевна ăна ытларах ача-пăча валли ăсталать. Пĕчĕкскерсене ăшă та меллĕ пултăр тесе тăрăшать. «Çулсерен чаплă та хаклă тĕрлĕ атă-пушмак кăлараççĕ. Çапах та сивĕ хĕл кунĕнче çăм атта çитекенни çук. Ялта вăл ураран каймасть», - малалла сăмахлать тăватă ача амăшĕ.
«Ÿркенмен ăста пулнă» тени тĕрĕсех. Ал ĕçĕпе те кăсăкланать кил хуçи хĕрарăмĕ. Çыхасси-тĕрлесси уншăн - чун киленĕвĕ. Ахальтен мар пуçĕнчи тутăрĕ те хăй тĕрленĕскер. «Çав тери ÿкерме юрататăп, - терĕ вăл пăшăрханарах. - Ача чухне пахча хыçне тухса лараттăм та çывăхри хурăнсене шур хут çине куçараттăм. Шкул хыççăн кун-çулăма ÿнер ĕçĕпе çыхăнтарма ĕмĕтленеттĕм. Шел пулин те, ĕмĕте пурнăçа кĕртеймерĕм. Сакăр ачана пăхса ÿстерме çăмăл пулман атте-аннене. Укçа-тенкĕ çитменренех шухăш-ĕмĕтĕм пăчланчĕ. Çапах та юратнă ĕçпе сыв пуллашма васкамастăп. Пушă вăхăт тупăнсанах алла хутпа кăранташ тытатăп. Çитес вăхăтрах пейзаж ÿкерме ĕмĕтленетĕп. Паллах, ĕçрен пушансан, хĕлле çеç чун киленĕвĕпе рехетленме май пур».
Д.Антонова халĕ Çырмапуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта поварта ĕçлет. Ача-пăчана тутлă апатпа сăйлать. Çемйине те час-часах тортпа, кукăльпе савăнтарать. Миçе тĕрлĕ ĕç «вĕремест» пулĕ унăн аллинче; Кăна вара хăйĕн сăмахĕпех палăртас килет. «Пур ĕçе те туса пăхас килет, - чунне уçать вăл. - Пушă вăхăта кĕрĕк аври йăваласа ирттериччен ал ĕçĕпе йăпанатăп. Пурнăç хăех вĕрентет. Унăн урапине туртма çăмăл мар-çке».
Çапла, хастар çынран ĕç хăех «хăраса тăрать» пулас. Кирек хăшĕ те çăмăллăнах парăнать.
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.