АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿнер тĕнчине парăннăскер

01 декабря 2010 г.

 «Хама яланах ÿнерçĕ тесе хакланă, - тет Станислав Михайлов-Юхтар. - Халĕ вара урăхла шухăшлатăп: професси енĕпе эпĕ - вĕрентекен. Ÿнерçĕ пулма диплом кирлех мар, шалти туртăм пулсан çителĕклĕ».

Раççей тата Чăваш художникĕсен союзĕсенче тăраканскер паян Çĕрпÿ районĕнчи Çырмапуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта учитель пулса ĕçлет. Ачасене искусство тĕнчине ăнланма вĕрентет.

Юхтар -

пултаруллă йăх

«Юхтар» псевдонимпа та кăсăкланмасăр пултараймарăм. «Анне енчен килекен йăх ячĕ вăл, - ăнлантарчĕ Станислав Николаевич. - Юхтар - сăран сорчĕ. Урăхла каласан, мăн кукаçи сăранпа ĕçлекен çын пулнă. Купăс ăсталанă вăл, кĕрĕк çĕленĕ. Шăпах çакăнтан асăнмалăх «çыпçăнса» юлнă та ĕнтĕ йăх çумне «юхтар» сăмах.

Юхтар йăхĕ таврара пултаруллă пулнипе палăрса тăнă. Ÿкерес, кĕвĕ-çемĕ инструменчĕпе калас енĕпе те маттур пулнă вĕсем. Çак пултарулăх Станислав Николаевича юнпа куçнă темелле. Унсăр пуçне унăн ашшĕ йывăçа касса эрешлессипе те палăрнă. «Йывăçпа ĕçлеме кăмăллатăп: час-часах алтăр-курка ăсталатăп», - тет ÿнерçĕ.

Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ÿнерпе графика факультетне пĕтернĕ хыççăн С.Михайлов Красноармейски районĕнчи Мăн Шетмĕ шкулĕнче ĕçленĕ. Каярахпа вара Шупашкарти 5-мĕш ÿнер шкулне куçнă, кунта вăл директор пулса вăй хунă. Ачасене вĕрентнисĕр пуçне хăй те пултарулăхне аталантарса пынă. Çавна май тĕрлĕ курава хутшăннă. Вĕсен шутĕнче Турцире иртнĕ пĕтĕм тĕнчери «Идель-Урал» выставкăна та. Хăй тĕллĕн те чылай курав йĕркеленĕ Станислав Николаевич. Вĕсене Шупашкарта, Чĕмпĕрте, Тюменьте ирттернĕ. Чăваш комсомолĕ валли ялав, значок, эмблема хатĕрлес ĕçе те хастар хутшăннă. 1992 çулта Чăваш çамрăкĕсен союзĕн символикин проект конкурсне хутшăнса çĕнтерÿçĕ ятне илнĕ. Унăн ÿкерчĕкĕсем Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче, Чулхулари, Самарти, Чăваш Енри Хĕрлĕ Чутай, Красноармейски ялĕсенчи краеведени музейĕсенче упранаççĕ. Вăл - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ. А.Алексеевпа Н.Кривошеев ÿнерçĕ-педагогсемпе пĕрле С.Михайлов чăваш шкулĕнче 1-7-мĕш класра вĕренекенсем валли сăнарлă ăсталăх программи хатĕрленĕ. Ăна 1991 çулта çирĕплетнĕ. Самана улшăнăвĕсене шута илсе тÿрлетÿсем тунă, çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ, программа никĕсне тарăнлатма тăрăшнă. Халĕ шкулта ĕçленĕ май шăпах унпа усă курать вăл.

«Çимĕк мунчи» те,

«Ял элемĕ» те...

Вăрăмçутри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула хупнă хыççăн Çырмапуçĕнче ĕçлеме тытăннă ÿнерçĕ. «Кунта маларах специалист пулман, - малалла сÿтĕлет калаçу çăмхи. - Ачасен ÿкерес туртăмĕ вăйлă аталаннă. Кăçал ял гербне ăсталаса район конкурсне хутшăнтăмăр. 5 ача ĕçне тăратрăмăр, пĕрремĕш вырăна тухрăмăр. Халĕ гербсене республика конкурсне тăратнă. Ял ачи, хуларипе танлаштарсан, çĕр хут тăрăшуллăрах, хастартарах. Вĕсен вĕренес, ÿкерес туртăм пурри савăнтарать».

С.Михайлов хатĕрленĕ программăна алла илетĕп. Чăвашлăхпа, тăванлăхпа çыхăннă темăсем пурри ăшă туйăм çуратрĕ. Акă 3-мĕш класс ачисем валли ятарласа хатĕрленĕ программа: «Çимĕк мунчи», «Хĕртсурт», «Чÿрече карри». 4-мĕш класс валли: «Ял элемĕ», «Пăлхар чăвашĕсен хĕç-пăшалĕ», «Асанне-кукамай ăшши». 7-мĕш класс валли: «Шăхлич», «Пукане», «Чăваш халăх тумĕ». Хамăр йăла-йĕркене çамрăк ăрăва вĕрентни - ырă тĕслĕх. «Çимĕк мунчи» темăпа ача мĕн ÿкерме пултарассипе кăсăкланатăп. «Çак кун тĕрлĕ курăк пухнинчен пуçласа мунча хутни таранах», - пулчĕ хурав.

Шăхличе, пуканене вара тăмран ăсталаççĕ ачасем. Чĕкеç тăмне Станислав Николаевич ятарласа хатĕрлесе хурать. Çапла, унăн урокĕсем хăйне евĕр иртеççĕ. Ахальтен мар килĕштереççĕ ăна ачасем. «Пултарулăх кĕперĕ», сĕтел çинчи теннис кружокĕсене те ертсе пырать вĕрентекен. «Пултарулăх кĕперĕнче» ÿкерессинчен пуçласа графикăна, живопиçе, скульптурăна алла илеççĕ вĕренекенсем. Аслă категориллĕ учитель хăй те чăваш поэчĕсен кĕнекисене графикăпа илемлетет. Живопиçе те юта хумасть. «Пейзаж, натюрморт - чун валли, - тет ÿнерçĕ. - Вĕсем юрă-ташă пек чун-чĕрене хавхалантараççĕ».

Чĕре витĕр кăларнă ÿкерчĕкĕсене сутма çăмăл маррине палăртрĕ С.Михайлов. «Хăш-пĕр ÿкерчĕк çын пекех çывăх. Унран уйрăлма йывăр. Сăмахран, студент çулĕсенчех натюрморт ÿкернĕччĕ. Вăл мана нихăçан та йăлăхтармасть. Ун çине пăхса студент çулĕсене, çамрăклăха аса илетĕп. Çавăнпах ăна пÿлĕмре упратăп», - ăшшăн калаçать вăл.

Ÿнер тĕнчине парăннăскер хĕрне Эльпикене те ачаранах киçтĕк тыттарнă. Вăл та ашшĕ пекех ÿкерме, гитара калама кăмăллать. Юхтар йăхĕн ырă ятне Эльпике çÿле çĕклесси пĕрре те иккĕлентермест.

Çĕрпÿ районĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика