01 декабря 2010 г.
«Акни-лартнине çанталăк харама ан ятăр кăна», - халех пăшăрханаççĕ çĕр ĕçченĕсем. Пÿлме пач пушанса юласси хăратать вĕсене. Паллах, лапка-лапка юр çусан... тÿлек çанталăк тăрсан... Анчах тухăç çанталăкран кăна килет-ши? Сăмах ЧР ял хуçалăх министрĕн çумне Л.Г.Николаева.
- 2011 çулта акнă-лартнă лаптăксем 601,7 пин гектар йышăнмалла, çакă кăçалхинчен 32,6 пин гектар ытларах. Лаптăксен 47,3 процентне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем йышăнаççĕ. Çĕр улми тата пахча çимĕç - 9,8 процент. Йывăр çанталăк условийĕсене пула кăçал акнă-лартнин çуррине яхăнĕ харама кайнипе патшалăх пулăшăвĕ те ÿсрĕ. Тăкаксене саплаштарма, кĕрхи культурăсен вăрлăхне, выльăх апатне туянма тата ытти тĕллевпе 705,6 млн тенкĕ хушма укçа уйăрнă.
Усă курмасăр выртакан çĕрсем республикăра çав-çавах нумай.
Кăçал палăртнин çуррине кăна пусă çаврăнăшне кĕртме май килнĕ. Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк районĕсенче çĕрпе туллин усă кураççĕ-ха. Элĕк енче 7108 гектар çум курăкпа хупланнă. Улатăр, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Вăрмар тăрăхĕсенче те пайтах вĕсем. Юхăннă çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртме кайнă тăкаксене саплаштарма республика бюджетĕнчен кăçал 25 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Улатăр, Пăрачкав, Куславкка, Йĕпреç, Вăрнар, Тăвай, Етĕрне, Муркаш районĕсенче пĕр тенкипе те усă курма вăй çитереймен-ха.
Вăрлăхне кура тухăçĕ тенĕ. Ноябрь çурри тĕлне çурхи ака-суха валли пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне 43,4 пин тонна хывнă «91 процент». Элĕк, Патăрьел, Вăрнар, Комсомольски, Красноармейски, Çĕрпÿ, Етĕрне, Елчĕк районĕсенче вăрлăх çителĕклех. Анчах Улатăр, Çĕмĕрле, Тăвай енче вăл сахал. Республикăна 1500 тонна паха вăрлăх кÿрсе килме палăртнă, хуçалăхсем ăна туянасса шанас килет. Чылай çĕрте вырăнти вăрлăхпах усă курма тăрăшаççĕ. Вĕсен пахалăхĕ тивĕçтерет-и? Ноябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне çурхи культурăсен вăрлăхне 43,4 пин тонна тĕрĕсленĕ. Çав шутран 37 проценчĕ кăна кондицие ларнă. Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Элĕк енче кăтарту уйрăмах пĕчĕк «7-16 процент». Мĕн акатăн - çавă шăтать. Пахалăхсăр материалпа усă курнипе тухăçа хăпартаймăн. Çитес çул кондицие ларман вăрлăхпа усă куракансене удобрени, химикат туяннăшăн субсиди лекмест. Эппин, уй-хире ячĕшĕн шуратса хăварма кăмăллакансене шутламалăх пур.
Минерал удобренийĕ те тухăçа хăпартма, çĕр пулăхне пуянлатма пулăшать. 2011 çулта вăл 50 пин тоннăран кая мар кирлĕ пулать. Ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли хатĕрсем те 180 тонна туянмалла. Тăкакланни сая ан кайтăр тесен вĕсемпе пĕлсе усă курмалла, специалистсене явăçтармалла.
Энерги ресурсне перекетлекен хăватлă техника çине куçни тăкаксене чакарать, çĕр ĕçне пахалăхлă ирттерме май парать. Шел, республикăра машинăпа трактор паркне çĕнетесси йывăррăн пырать. Юлашки вăхăтра выльăх апачĕ хатĕрлемелли техника, фермăсем валли оборудовани туянасси сасартăках чакса кайрĕ. Вĕсенчен 80 проценчĕн усă курмалли вăхăчĕ тахçанах тухнă. Кăçалхи вунă уйăхра Комсомольски, Вăрнар, Элĕк, Красноармейски районĕсенче кăна ял хуçалăх техникине ытларах туянма пултарнă. Улатăр, Куславкка, Вăрмар енче пĕр тĕш тырă комбайнĕ пуçне 400 гектар тивет «норма - 250 гектар». Улатăр, Вăрмар, Çĕмĕрле районĕсенче вара пĕр тракторăн нормăпа пăхнинчен виçĕ хут ытларах ĕçлеме тивет. Техникăна пăхса-юсаса тăмалли мастерскойсем чухăн, квалификациллĕ специалистсем çук. Парксене хăватлă агрегатлă, харăсах темиçе ĕç тăвакан техникăпа çĕнетме тахçанах вăхăт.
Çурхи ака-суха, уй-хир ĕçĕсене ирттерме çунтармалли-сĕрмелли материалсем 32000 тонна кирлĕ. Хальхи вăхăтра ЧР ял хуçалăх министерстви «Роснефть» компанипе çыхăнса ĕçлес ыйтăва пăхса тухать. Мĕншĕн тесен вăл сĕнекен хаксем ыттисенчен 10-15 процент йÿнĕрех. Апла хуçалăхсен кĕсйине ытлашши пушатмĕ.
Кăçалхи çанталăк уй-хире шăварас ыйтăва тепĕр хут çĕклерĕ. Хăш-пĕр хуçалăхра çĕр улмипе пахча çимĕç лаптăкĕсене шăварассине йĕркелени харама каймарĕ. Вĕсен тухăçĕ ыттисенчен 2-2,5 хут ÿсрĕ. Малашне çак ĕçе татах сарнă май шăвармалли системăсене реконструкцилемелле, çĕнĕ йышши оборудовани туянмалла. Тăкаксене саплаштарма республика бюджетĕнчен 35 млн тенкĕ уйăрмалла. «Çанталăка шанса типпе юлар мар», - теесшĕн эпĕ хуçалăхсене.