01 декабря 2010 г.
Анне, аннем, аннеçĕм... Çак сăмахсене каланипех чунра ăшă та çăмăл пулса каять. Аннеçĕм, санăн ĕçпе хытса кушăрханă аллусенчен çемçи, ăшши çук. Пĕркеленчĕксем сырăнма пуçланă сăнунтан çывăххи, илемли çук. Аннем, санăн сисĕмлĕ чĕрÿнти виçесĕр юратăву пире, ачусене, вăй парса тăрать. Халĕ, хамăр та ашшĕ-амăшĕ пулнăран, санăн хăватна тата ытларах туятпăр, куратпăр. Эпир эсĕ ырă-сывă пулнипе телейлĕ, эсĕ эпир ырă-сывă пулнипе йăпанса пурăнатăн. Тайма пуç сана, аннем. Сан умăнта çĕре çити пуç таятăп.
Хамăн аннене, Тăвай районĕнчи Тушкилте пурăнакан Юлия Яковлевна Коршуновăна, чĕререн тав туса пуçлас килчĕ çак хайлава. Каçарăр, урăхла пултараймарăм. Çĕр çинчи ытти амăшĕ пекех вăл та чи пысăк сума тивĕçлĕ.
Иртнĕ эрне кун вара республикăри мĕнпур ача амăшне К.В.Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕнче иртнĕ савăнăçлă уявра ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. «Çемье çулталăкĕ» конкурсра мала тухнисене чысларĕ. «Общество çирĕплĕхĕ çемье çирĕплĕхĕнчен, çавăн пекех шанчăкпа юратуран килет. Эсир чи лайăххисем, ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнне», - палăртрĕ президент.
Унтан республика ертÿçи çур ĕмĕр ытла пĕрле пурăнакан, çĕршыва юрăхлă ачасем çитĕнтернĕ амăшĕсене хисеплесе «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа чысларĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Акчикасси ял тăрăхĕнчи Лидия Александровнăпа Валентин Григорьевич Федоровсем пĕрлешсе çемье çавăрни çур ĕмĕр ытла. Иккĕшĕ те шкулта вĕрентнĕ. Хăйсенне кăна мар, ял ачисене те тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паян 9 мăнукпа тата мăнукĕн 4 ачипе савăнаççĕ. Çавăн пекех Римма Михайловнăпа Иван Сергеевич Воробьевсем «Шупашкар», Мария Ивановнăпа Юрий Павлович Козинсем «Пăрачкав районĕ», Зинаида Ильиничнăпа Герман Емельянович Шишкинсем «Етĕрне районĕ» ордена тивĕçрĕç. «Юратупа шанчăклăхшăн» - хăйне евĕр çемье мухтавĕ. Пуласлăхра çитĕнекен ăру ăна тивĕçнĕ тăванĕсемпе мăнаçланĕ.
Çиччĕмĕш çул республикăра «Çемье çулталăкĕ» конкурс иртет. Ку таранччен унта 1341 çемье хутшăннă, ку вăл - 6 пине яхăн çын. Кăçал вара чыслă ята Шупашкарта пурăнакан Надеждинсен çемйи тивĕçрĕ. Натальяпа Роман Надеждин 11 çул пĕрле пурăнаççĕ. Виçĕ ача ÿстереççĕ. Ачисем юрлама, ташлама, ÿкерме юратаççĕ. Кĕçĕнни, Саша, икĕ çул та тултарман, çапах та спорт секцине çÿрет.
«Яваплă çемье» номинацире Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Кирилловсем палăрчĕç. Çĕрпÿ районĕнчи Александровсем ĕçченлĕхĕпе ырă ятлă пулчĕç. Виçĕ хĕр. Виççĕшĕ те çĕлеççĕ, çыхаççĕ, тĕрлеççĕ, пушăт-хулă авма та пултараççĕ. Хăйсен виçĕ ачисĕр пуçне тата 4 ача усрава илнĕ Йĕпреç районĕнчи Ивановсем. Çемье пуçлăхĕ Константин Васильевич - педагог. Виçĕ аслă пĕлÿ илнĕ. Зинаида Яковлевна та шкулта ĕçлет. Виçĕ ывăлне те аслă пĕлÿ панă. Икĕ çул каялла усрава илнĕ Максим, Александр, Кирилл тата Лейсян та хăйсен тăван ачисенчен юлмасса, пур енĕпе те пултаруллă пуласса шанас килет.
Муркаш районĕнчи Ефановсем çемйипех музейсене, çул çÿреве юратнипе, шашка-шахматпа, кĕнекесемпе туслă пулнипе паллă. Кил хуçи арăмĕ, Елена Николаевна, фортепьяно, гитара калать, бисерпа тĕрĕ тĕрлет. Мăшăрĕ, Олег Данилович, темиçе хутчен те районти чи лайăх учитель ята тивĕçнĕ. Шкулта вĕренекен икĕ хĕрĕ те тăрăшуллă. Мĕн çумне сĕркеленетĕн - сан çумна çавă çыпăçать тесе ахальтен каламан ĕнтĕ.
Пĕтĕмпе 27 çемьене чысларĕç. Пурте - туслă, пултаруллă, ĕçчен, яваплă, спортпа туслă çемьесем. «Конкурса хутшăннă пур çемье те Чăваш Ен мухтавĕ, унăн никĕсĕпе тĕревĕ. Çакăн пек çирĕп те туслă, телейлĕ çемьесене пула кăна эпир малалла кайăпăр, мал курăмлă проектсене пурнăçа кĕртĕпĕр. Пирĕн тĕллев вăл - çирĕп çемье йĕркелеме мĕнпур услови туса парасси. Ку тĕлĕшпе нумай ĕçленĕ ĕнтĕ: медицина учрежденийĕсем, база шкулĕсем, спорт комплексĕсем хута янă. Тепĕр хут калатăп, эсир çирĕп общество тăвакан тата пултаракан çемьесем. Чăваш Ен, Раççей пуласлăхĕ сиртен килет», -терĕ Михаил Игнатьев çемьесене çирĕп сывлăх, ăнăçу, юрату суннă май.
Çапла, çĕршывăн пуянлăхĕ вăл - ачасем. Ачисем мĕнле - халăхĕ те çапла. Япăх ачасем çук - япăх воспитани пур теççĕ. Хамăр, аслисем, лайăх пулар. Çÿлерех асăннă çемьесем пек маттур пулар. Ун чухне çемйи те, çĕршывĕ те телейлĕ пулĕ.