26 ноября 2010 г.
Юрат, амăшĕ, хăвăн ачуна, анчах ан иртĕхтер. Юрату мар, ĕç çукки иртĕхтерет. Чухăнлăхра та ачана иртĕхтерме пулать, çепĕç çирĕплĕхпе пуянлăхра та çитĕнтерме пулать. Пархатарлăх туйăмне вĕрент, ку – сăваплă туйăм. Ачусем телейлĕ пулмасан санăн та телейÿ çук, анчах санăн инкекÿ вĕсене те пăшăрхантартăр. Юратура пĕр-пĕрин умĕнчи тивĕçсем мар, этемлĕх пĕлтерĕшлĕ. Ачусемпе юнашар пул, анчах вĕсенчен çÿлерех тăр...
Амăшĕ ĕçленĕ чух никам та ĕçсĕр ларма пултараймасть. Амăшĕ, асту: чи лайăххине – ачусене, ачисем, астăвăр: чи лайăххи – аннĕре! Амăшĕ, хăвна ан ман, мантăн тăк – ачусене япăх пулать.
... Турă ан хуштăр амăшне ылхану патне çитме – ачисен пурнăçĕнче çутă кун пулмасть, амăшĕн сăмахĕсем асамлă, вĕсем тинĕс тĕпĕнчен те чул çĕклĕç.
... Амана – аннене – вышкайсăр пысăка хуни этемлĕхе малалла аталанма пулăшать.
.... Япăх пурăнсан та пурнăç иртет, лайăх пурăнсан та пурнăç иртет. Лайăх пурăн!
««Пурнăç педагогики» кĕнекерен».