АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шÿрпи лайăх-и, шăрттанĕ лайăх-и?

24 ноября 2010 г.

Шÿрпи лайăх-и, шăрттанĕ лайăх-и?

«Мускава каяс-ха терĕ

Кăçалхи Кĕр уявне.

Виç хутчен Вăрнарĕ

Çĕнсе илчĕ ылтăнне».

Çапларах сăвă-такмак каласа кĕтсе илчĕç Нурăс шкулĕнче вĕренекенсем Чăваш Ен Президентне Михаил Игнатьева Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче. Савăнмалăх, мухтанмалăх сăлтавĕ те пур. Вăрнарсен шăрттанне, буженинине, салями кăлпассине паян Раççейĕпех пĕлеççĕ. Ахальтен-им Мускаври кĕр уявĕнче виçĕ хутчен ылтăн çĕнсе илме пултарчĕ. Малашне Вăрнарсен ят-сумĕ тата инçерех кайĕ-ха. Çак кунсенче кунта 3696 пуç вырнаçмалăх çĕнĕ цех хута кайрĕ.

Çурасене - «ача садне»

Германирен кÿрсе килнĕ оборудовани вырнаçтарнă тĕнче шайĕнчи çĕнĕ цех сысна çурисемшĕн хăйне евĕр ача сачĕ пулĕ. Çурасене амăшĕ çумĕнче 28 кун тытнă хыççăн 70-80 талăка çитиччен хайхи садике вырнаçтараççĕ. Температура унта яланах пĕр пек - 28 градус. Сывлăш нÿрĕлĕхĕ те пĕр шайра. Пĕтĕмпех компьютер пăхса-йĕркелесе тăрать. Валашкара апат чаксан та хăех хушать.

Аш-какай комбиначĕн ертÿçи Юрий Попов каланă тăрăх халиччен çулталăкне 1, 5 пин тонна яхăн аш-какай туса илнĕ пулсан, çитес çул вĕçне çак кăтарту 2 пин тоннăран иртмелле. 52, 8 миллион тенке ларнă цех тăватă çул хушшинче хăй хакне кăлармаллах.

Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен уявне те çак кунах паллă турĕç комбинатра. Уяв ячĕпе Юрий Попов кунта вăй хуракансене уйăх шалăвĕ чухлĕ преми пама йышăннине пĕлтерчĕ. Савăнăçлă хыпара тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.

Резина атăран хăпмалла

«Агропромышленность комплексĕн аталанăвĕ» наци проектне пурнăçлама тытăннăранпа 86-мĕш объект хута кайрĕ, - терĕ Михаил Игнатьев Вăрнар ĕçченĕсене саламланă май. - Маларах кашни амаран çулталăкне 22 çура илсен патшалăх наградине тивĕçме пултарнă. Халĕ вăтамран 27 çура таран илме пулать. Пирĕн тупăш илме вĕренмелле. Пĕр пек условисенче ĕçлесех пĕрисем çĕнĕ объектсем хута яраççĕ, теприсен - нимĕн те çук. Студентсемшĕн паян кун та колхоз тени тислĕк купипе резина атă тениех. Каймастпăр унта теççĕ. Производство культури улшăнать. Çĕнĕлле ĕçлемелле. Ĕç вырăнĕнче пушмакпа çÿремелле пултăр. Ĕçлекенсем ан чирлеччĕр, ытларах пурăнччăр, çĕкленÿллĕ кăмăлпа çÿреччĕр тесе тăрăшмалла».

Михаил Васильевич сăмахĕсемпе тĕппипех килĕшеççĕ комбинатра ĕçлекенсем. Темиçе çул каялла кунта та атăсăр кĕрсе тухайман. Халĕ - çап-çутă та яп-яка. Çулла ферма территорийĕнче - шĕл кăвар чечексем. Калăсăн, ферма мар, сад пахчи.

Вăрнар район администрацийĕн çуртĕнче президент выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕç еплерех пынине пĕтĕмлетсе канашлу ирттерчĕ. Ĕçлесех теекене патшалăх субсиди те, дотаци те, 8-10 çуллăх кредит та парать. Анчах та хăйсен вăйне шанакан пуçаруллă та хастар ертÿçĕсене тупма йывăр. Тепĕр чух ĕçлес текен тупăнсан та ăна çĕр параймастпăр. Хама та, çынна та ан пултăр тенĕ пек.

Президент çакнашкал çитменлĕхсенчен хăтăлмаллине, пĕчĕк тата вăтам бизнеса, хушма хуçалăха аталантарма мĕнпур май туса памаллине асăрхаттарчĕ.

Выльăх тытакан - укçаллă

Шăрăх та типĕ çанталăк условийĕсене пула шар курнипе ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем кăçал патшалăхран 700 млн тенкĕ ытла пулăшу илнĕ. Патшалăх мăйракаллă шултра выльăх пуçне сыхласа хăваракансене хавхалантарма та пысăк укçа уйăрма палăртать. Выльăх тытаканăн ĕç вырăнĕ те, укçи те пулĕ. «Чăваш Ен правительстви хăйĕн ял хуçалăх предприятийĕсен умĕнчи тивĕçне туллин пурнăçланă», - терĕ республика ертÿçи.

Хуçалăхсенчи специалистсем _ зоотехниксем, ветеринарсем _ хăйсен тĕп ĕçне туманни те выльăх-чĕрлĕх отрасльне кирлĕ пек аталантарма памасть. Выльăх йышне шута илекен журнал та ячĕшĕн кăна. Мĕн чухлĕ çăвăрланă, мĕн чухлĕ тăрса юлнă - никам та тĕрĕссине пĕлмест. Президент калашле, «хуçасăрлăх хуçаланать».

Çанталăк мĕнлерех пуласса кĕтсе лариччен кĕр тыррисене страхланине нимĕн те çитмест. Республикăра 24 пин гектара çаплипех страхламан. Турри хĕрхенессе кĕтетпĕр-и;

Ĕçсĕрлĕх шайĕ пысăкки те канăç памасть республика ертÿçине. Ку тĕлĕшпе «чи малти» Пăрачкав районĕ. Унтан Çĕмĕрле, Тăвай, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Красноармейски, Патăрьел районĕсем.

Яваплăх кирлĕ

Вăрнарти хутăш препаратсен заводне те çитсе курчĕ Михаил Игнатьев. 600 ытла çын ĕçлет кунта. 50 тĕрлĕ пестицид туса кăлараççĕ. Ăна çĕршывăн 76 регионне, унсăр пуçне ют çĕршыва та ăсатаççĕ. Тăватă сийлĕ канистрăсем кăларма пуçланăранпа препаратсен упранаслăхĕпе хăрушсăрлăхĕ те самаях ÿснĕ. Ĕç укçи те ÿссе пырать. Ертÿçĕрен, унăн яваплăхĕнчен питĕ нумай килет. Поповсем, Свешниковсем пек çынсем пур чухне ял хуçалăхĕ те, тирпейлекен промышленность та аптрамĕ. Нурăс ачисем такмакланă пек, «Раççейре чăваш пулсан, ял пулсан - тĕнче пĕтмест».

Е. Николаева

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика