АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пахчи, пахчи, купăста пахчи

24 ноября 2010 г.

Куславкка районĕнчи Кунерти кану центрĕ ир-ирех хаваслă юрă-кĕвĕпе, капăр тумлă халăхпа тулма тытăнчĕ. Уй-хир пушансан, ака-суха вĕçленсен пахча çимĕç патшине - купăстана чысласси вăй илсех пырать ку тăрăхра. Çĕнĕ йăла-йĕрке ялта тымар ярса республика шайне çĕкленчĕ ĕнтĕ. Пĕр-пĕр ÿсен-тăран культурине чысласа уявласси çĕршывсенче анлă сарăлнă пулăм. Испанире акă хĕрлĕ помидор, Италире кавăн хисепре. Çулсерен Суздальте хăяр, Астраханьте арбуз уявĕсене ирттереççĕ. Купăстанне вара - Чăваш Енре кăна. Çывăх вăхăтра вăл регион шайне те çĕкленесси пирки иккĕленÿ çук. Мĕншĕн тесен уява хутшăнакансен йышĕ ÿссех пырать. Хальхинче Мускавран, Хусантан, Волгоградран, чикĕ леш енчен те хăнасем килсе çитнĕ.

Фестивале йĕркелесе яраканни вара В.Н.Семенов. Карачра пурăнаканскер 90-мĕш çулсенче тăватă гектар çĕр çинче фермер хуçалăхĕ йĕркелесе янă. Халĕ ун лаптăкĕ 256 гектара çитнĕ. Унта çĕр улми, купăста, хăяр, помидор, патиссон, укроп çитĕнтереççĕ. Купăста кăна 19 гектар йышăнать. Чĕр тавар йÿнĕ хакпа сутăннипе Семенов ăна вырăнтах тирпейлессине йĕркеленĕ. Тăварланă хăяр-помидора, купăстана Шупашкарта, Хусанта, Мускавра пурăнакансем хаваспах туянма тытăннă. Çулталăкра хăяр - 170, купăста 60 тонна тăварлаççĕ-йÿçĕтеççĕ. Пысăк мар хуçалăхра вун-вун çын ĕç вырăнĕ тупма пултарнă. Кăçал Мускаври куравра унăн апат-çимĕçне пысăка хурса хакланă, ылтăн тата кĕмĕл медальсемпе чысланă. Тупăш кÿрекен, сывлăха çирĕплетме пулăшакан, ĕçпе тивĕçтерекен пахча çимĕçе епле тав тумăн-ха;

Уявра районта пурăнакансем ятарлă курав йĕркелерĕç. Купăстаран хатĕрленĕ тутлă çимĕçпе сĕтелсем авăнса лараççĕ. Çынсем хаваспах тутанса пăхрĕç вĕсене, кăмăла кайнисен рецепчĕсене çырса илчĕç.

- Купăстаран кукăль, хуплу, катлет пĕçертĕмĕр, салатсем турăмăр, - пĕлтерет В.Леонтьева. - Килте те çитĕнтеретпĕр, çуллачченех çиме çитет.

- Пирĕн тăрăхра çакăн пек праçник иртнĕшĕн савăнатпăр, ăна яланах тĕплĕн хатĕрленме тăрăшатпăр, - калаçăва хутшăнать В.Пикова.

Василий Семеновăн «Ял нÿхрепĕ» лавкки патĕнчен те халăх татăлма пĕлмерĕ. Фермер таварне хаваспах туянчĕç. Уйрăмах, паллах, йÿçĕтнĕ купăстана. Ахальтен-им фестиваль девизĕ: «Хамăрăн çимĕçе туянса Раççее çĕклер!»

Савăнăçлă уява ЧР ял хуçалăх министрĕ С.Павлов уçрĕ. Кăçал шăрăх çанталăка пăхмасăр пахча çимĕç ăнса çитĕннине каларĕ вăл. Мĕншĕн тесен республикăра каллех ырă пуçару вăй илме тытăннă. Аграрисем лартнă-акнă лаптăксене шăварнипе ĕнтĕ тухăç ытлашшиех чакман. Малашне шăвармалли оборудовани туянмашкăн республика бюджетĕнчен 35 млн тенкĕ уйăрĕç. Çакă тухăçа ÿстерме пулăшĕ. Министр чĕр тавар туса илнипе пĕрлех ăна тирпейлессипе те проект хатĕрлесе пурнăçа кĕртме сĕнчĕ. Ырă тĕслĕх пур ĕнтĕ. Комсомольски районĕнчи «Тав» пĕрлешÿ кĕске хушăрах пахча çимĕç типĕтекен цех хута янă. Халĕ талăкра 2500 килограмм тирпейлесе хатĕрлет вăл. Пахча çимĕç çĕршыв рынокне çул хывасси паллă. Унăн хакĕ те пысăк. Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕ аграрисене яланах пулăшма хатĕррине пĕлтерчĕ, çав шутра çĕнĕ проектсемпе те. Банкпа чылай вăхăт ĕçлĕ çыхăну тытакан шанчăклă партнера _ В.Семенова çирĕм пинмĕш пластик карттине парса чысларĕç.

Фестивальте ĕçлĕ тĕл пулусем те иртрĕç. «Çавра сĕтел» хушшине пуçтарăннисем купăста туса илес-упрас технологипе, техникăпа, çĕнĕ сортсемпе паллашрĕç, ытти ыйтăва сÿтсе яврĕç.

Пултарулăх ушкăнĕсем, артистсем уява илемлĕ ташши-юррипе пуянлатрĕ. Тĕрлĕ конкурс - купăста тăварласси, вĕттĕн турасси, чи йывăр çимĕçе палăртасси тата ытти те - çынсен кăмăлне çĕклерĕ. Çĕнтерÿçĕсем яланхиллех парнесене тивĕçрĕç.

Л.Никитина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика