24 ноября 2010 г.
Республикăри агропромышленность комплексне аталантарассипе правительство комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта ял хуçалăх отраслĕнчи вунă уйăхри ĕç кăтартăвĕсене пăхса тухрĕç, умри çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç.
Чăвашстат кăтартăвĕпе кăçалхи вунă уйăхра мĕнпур категорири хуçалăхсенче ял хуçалăх продукцине 18, 6 млрд тенкĕлĕх туса илнĕ «2009 çулхин 72, 1 проценчĕ». Ноябрĕн çурри тĕлне агропромышленность комплексне аталантарма тĕрлĕ шайри бюджетсенчен 1757, 9 млн тенкĕ уйăрнă. Кăçалхи йывăр çанталăк условийĕсене пула ял хуçалăх культурисен 211, 7 пин гектарĕ «48 процент» харама кайрĕ. Пĕтĕмĕшле тăкак 4, 8 млрд тенкĕ. Тĕш тырă, çĕр улми республикăра пĕлтĕрхин çурри чухлĕ те пухса кĕртеймен. Пахча çимĕç, чăн та, ăнса пулнă, иртнĕ çулхи чухлех темелле. Шел, выльăх апачĕ хатĕрлес тĕлĕшпе те лару-тăру çивĕч. Хальлĕхе хуçалăхсенче ăна 75 процент чухлĕ çеç янтăланă. Ытти регионтан апат туянассине йĕркеленĕ-ха, çапах çителĕклех хатĕрлеме пулĕ-и; Тырă фуражĕ кăна 90 пин тонна ытла кирлĕ. ЧР ял хуçалăх министрĕ С.Павлов каланă тăрăх кăçал иртнĕ çулхисенчен 2-3 хут сахалтарах тырă пухса кĕртнĕ. Çурма пушă пÿлме паянах сисчĕвлентерет. Çавна май кĕрхи культурăсене 119, 3 пин гектар «2009 çулхинчен икĕ процент ытларах» акса хăварнă. Çĕр ĕçченĕсем çакă çитес çул тăкака саплаштарма пулăшасса шанса тăраççĕ.
Çĕрсемпе туллин усă курайманни те отрасль кăтартăвĕсене чакарать. Республикăри лаптăксен çирĕм проценчĕ ытла халĕ те çум курăкран хăпаймасть-ха. Сĕнтĕрвăрри, Элĕк, Улатăр, Канаш, Пăрачкав, Куславкка, Çĕрпÿ, Йĕпреç тăрăхĕсенче вĕсем уйрăмах нумай.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те тăкак тÿсет. Çак тапхăрта аш-какай, сĕт илесси пĕлтĕрхинчен япăхланнă. Комсомольски, Вăрмар, Çĕмĕрле, Шăмăршă, Çĕрпÿ районĕсенче аш-какай илессипе лайăхрах ĕçленĕ. Сĕт сăвассипе - Хĕрлĕ Чутай, Йĕпреç, Комсомольски, Шупашкар, Пăрачкав, Вăрнар, Тăвай тăрăхĕсенче.
Выльăх-чĕрлĕх сахалланса пыни пăшăрхантарать. Кăçалхи ноябрь тĕлне мĕнпур категорири хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 2, 2 процент «237, 1 пин пуç» сахалланнă. Çав шутра ĕнесен шучĕ - 2, 3 процент. Сыснасен шучĕ вара ÿснĕ. Ĕне кĕтĕвĕсене Патăрьел, Хĕрлĕ Чутай, Шăмăршă, Красноармейски районĕсенче кăна упраса хăварма пултарнă. Куславкка тăрăхĕнче вĕсене кĕçех Хĕрлĕ кĕнекене кĕртмелле-тĕр. Хуçалăхсенче пурĕ те 34 ĕне юлнă. Район пуçлăхĕн çумĕ Ю.Забраев çакна демографи лару-тăрăвĕ япăхланнипе çыхăнтарчĕ. Тепĕр сăлтавĕ: «Çамрăксем яла юлмаççĕ, фермăра ĕçлекенсем çитмеççĕ». Çамрăк специалистсене хуçалăх ĕç-хĕлне явăçтарма вара урлă выртакана тăрăх çавăрмалла-ши; «Ялăн малашлăхĕ çук», _ пĕр хурав унăн. Йывăррăн сывлакан района инвесторсем пыманнинчен тĕлĕнме кирлех-ши? Мĕн тăвăн, хуçине кура хуçалăхĕ тенĕ.
Улатăр районĕнче выльăх шучĕ те, унăн продукцине илесси те япăхланнă. Çапах кунта çулталăк вĕçленнĕ тĕле кăтартăва пĕлтĕрхи шая çитерессе шанаççĕ.
«2012 çулччен яла социаллă аталантарасси» программăпа ялта ĕçлесе пурăнакан граждансен, çамрăк çемьесен, специалистсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма федераци бюджетĕнчен 70 млн тенкĕ куçнă, республика хыснинчен _ 62, 3 млн тенкĕ. Унсăр пуçне федераци бюджетĕнчен татах 40 млн тенкĕ куçмалла. Патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курас вырăнне Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле районĕсенче çакăн çине алă сулни тĕлĕнтерет. Пуçлăхсен шучĕпе ялта пурте чаплă, хăтлă çурт-йĕрте пурăнаççĕ пулас. Е документсемпе аппаланса вăхăта ирттересшĕн мар-и;
Хальхи вăхăтра хăватлă техникăсăр çĕр ĕçне туса пыма йывăр. Шел, республикăра тракторпа машина паркĕсем юхăнсах çитнĕ. Чылай çĕрте усă курмалли вăхăчĕ тухнă техникăпах çырлахаççĕ. Фермăсене çĕнĕ оборудованисемпе пуянлатасси те йывăррăн пырать. Кивĕ япалана юсаса-тытса тăма тăкаклă. Министр çумĕ Л.Николаев каланă тăрăх, кăçалхи 10 уйăхра республикăри хуçалăхсем пурĕ 339 ял хуçалăх техники туяннă. Çакă иртнĕ çултинчен икĕ хут пĕчĕкрех. 2008 çулпа танлаштарсан вара пилĕк хут!
Шăмăршă, Вăрмар, Куславкка тăрăхĕсенче кăçал техника паркĕсем çĕнелменпе пĕрех. Машина-трактор çителĕксĕррипе вĕсем çине ĕç калăпăшĕ 2-3 хут ытларах тиенет. Çавна май хăвăрт ванаççĕ, юсама вара каллех тăкаклă. Çулталăкра 120 млн тенкĕ çилпе саланать темелле. Кивĕ агрегатсене çĕннипе, энерги ресурсне перекетлекеннипе улăштарма вăхăт. Çакă тăкаксене чакарма пултарĕ.
Кăçалхи йывăр лару-тăрăва шута илсе Раççей ял хуçалăх банкĕ кредитсен тÿлев вăхăтне тăснă. Банкăн Чăваш Енри филиалĕ кредит татассине виçĕ çуллăха тăснине пĕлтерчĕ. Шел, çăмăллăхпа усă курма документсене вăхăтра тăратакансем сахал. Ун пирки черетлĕ тÿлев çитсен кăна аса илеççĕ. Малашне мелиораци ĕç-хĕлне йĕркелеме те кредит парĕç, унăн процентне вара субсидилеççĕ.
Ларура тата ытти ыйтăва та пăхса тухрĕç, аталану çул-йĕрне палăртрĕç.
Л.Никитина.