АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача сачĕсем… Ыйту хыççăн ыйту

24 ноября 2010 г.

Нумай пулмасть ЧР Наци библиотекинче «Шкул çулне çитменнисен вĕренĕвĕн ыйтăвĕсем» ятпа право сехечĕ иртрĕ. Ăна йĕркелекенĕсем - Наци библиотеки, Пĕтĕм Раççейри «Раççей юрисчĕсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕ, ЧР Прокуратури.

Шкул çулне çитменнисем валли ача-пăча учрежденийĕсенче вырăн çителĕксĕрри паянхи кун çивĕч ыйту кăларса тăратать. Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин официаллă кăтартăвĕсем тăрăх хальхи вăхăтра 1 млн ытла çемье хăйсен ачисене ача садне вырнаçтарма пултараймасть.

Чăваш Енре шкул çулне çитменнисен 67 процентне вырăнпа тивĕçтернĕ, шел те, тепĕр 33 проценчĕ тĕрлĕ сăлтава пула ача-пăча учрежденине лекеймест. Хуласенче вырăн çителĕксĕр пулсан, ялсенче ача сачĕсем çукки е хупăнни йывăр ыйту кăларса тăратать. Ача садне вырнаçма черете тăнă çемьесем паянхи кун тĕлне 30 пин ытла: Шупашкарта кăна 17808-ăн, Канашра - 2342-ĕн.

2000 çултанпа республикăра ача шучĕ палăрмаллах ÿснĕ. Çĕнĕ садиксем уçма укçа-тенкĕ çителĕксĕр пулнăран черет вăрăмлансах пырать. Юлашки икĕ çулта Чăваш Енре 8 ача сачĕ, 78 çĕнĕ тата шкул çумĕнче вăхăтлăха тытакан 54 ушкăн уçнă. Унта пурĕ 3, 2 пин ача çÿрет. Хальхи вăхăтра Шупашкар тата Çĕмĕрле хулисенче икĕ садик çĕнетеççĕ. Шупашкар хула администрацийĕ юлашки вăхăтра тĕллевсĕр усă куракан тепĕр пилĕк ача сачĕн çуртне хута ярас ыйтусемпе ĕçлет. Арендăна е ытти тĕллевпе усă курма ирĕк панă çуртсене каялла тавăрассине те çивĕчлетнĕ. Акă Вăрнарти социаллă пулăшу центрĕн çуртĕнче халĕ «Ивушка» садик вырнаçнă. Çĕнĕ Шупашкарти 19-мĕш ача садне хула администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн балансĕ çине куçарнă. Çапла майпа çитес вăхăтра 1180 ача валли вырăн тупăнмалла.

Ача сачĕсем çитменнине кура пĕчĕккисен тавра курăмне анлăлатма воспитани, пĕлÿ пама республикăра темле меслет те шыраççĕ паллах. Акă Етĕрнере кил тата çемье садикĕсем уçăлнă. Канаш хулинчи ача сачĕсенче çулсерен пĕрер хушма ушкăн йĕркеленет. Кăçал çеç 9-мĕш шкулта пĕчĕккисем валли икĕ ушкăн уçăлнă. Сахал тупăшлă çемьесенчи ачасем валли Канашри ачасемпе çул çитменнисен социаллă приютĕнче тепĕр ушкăн ĕçлеме тытăннă. Ачасен пултарулăх çуртĕнче, ача-пăча музыка шкулĕнче, ача-пăча ÿнер шкулĕнче те шкул çулне çитмен 5-6 çулти ачасем валли кĕске вăхăтлăх ушкăнсем уçăлнă. Çавăн пекех республикăра пĕчĕккисем валли вăйă центрĕсем, студисем ĕçлеççĕ.

Анчах ашшĕ-амăшĕ çакăн пек нушаланнине кура чиновниксем йĕркене пăснă тĕслĕх те чылай тĕл пулать. Чăваш Ен Прокуратури иртнĕ çулхи сентябрь уйăхĕнче ача садне вырнаçтармалли черете тĕрĕслесе коррупци пысăк хăрушлăх кăларса тăратнине палăртнă, çавна май чылай пуçлăха явап тыттарнă. Чăваш Ен Президенчĕ çумĕнчи координаци канашĕ Прокуратурăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă хыççăн ятарлă мерăсем йышăнма ыйтнă.

Тĕрĕслевсем республикăра кăçал та сахал мар пулнă. Хăш-пĕр районта йĕркесĕрлĕх нумай тупса палăртнă. Садик заведующийĕсем ашшĕ-амăшĕпе чее меслетсемпе усă курса ĕçлеме тытăнни палăрать. Килĕшÿсенче «спонсор» е «ыр кăмăллăх» пулăшăвĕсем çинчен калакан йĕркесем тĕл пулаççĕ. Прокурорсем çак çитменлĕхсене тупса вăйпах пăрахăçлаттарнă.

Садике каймашкăн черете тăратмалли йĕркене Сĕнтĕрвăрри, Вăрнар районĕсенче пăснă. Йĕпреç районĕнче, Шупашкар хулинчи Ленин тата Мускав районĕсенче, Çĕнĕ Шупашкарта вырнаçнă шкул çулне çитменнисен вĕренÿ учрежденийĕсемпе ашшĕ-амăшĕн хушшинчи килĕшÿсене пăрахăçланă. Вĕсенче каллех садике укçа-тенкĕпе пулăшмалли çинчен калакан йĕркесем пулнă.

Шел, анчах суя путевкăсемпе усă курни те тĕл пулать. Тĕслĕхрен, Çĕмĕрле хула администрацийĕн вĕренÿ пайĕнче çакнашкал хăтланнă. Ашшĕпе амăшĕ ĕçлекен организацисем вĕсен хутне кĕрсе ачисене садиксенче вырăн уйăрса пама ыйтнă. Хăйсем вара çăмăллăхсемпе усă курмалли категорире пулман та. Кун пек тĕслĕхсене Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Хĕрлĕ Чутай, Вăрнар, Вăрмар районĕсенче тупса палăртнă.

Пепкене ача садне вырнаçтарасси ашшĕ-амăшĕшĕн калама çук пысăк ыйту пулса тăрать. Садике çÿреме тытăннă-тытăнман вара «ача сачĕн фончĕ» пирки аса илтерме тытăнаççĕ. Унсăр пуçне савăт-сапа çумалли шĕвекпе, япала çумалли порошокпа, супăньпе тивĕçтермелле, теттесенчен пуçласа чÿрече карри, сĕтел-пукан таранах туянмалла. Çавăн пекех çулталăкра пĕрре воспитательсен кунĕ, Çĕнĕ çул, мартăн 8-мĕшĕ тата воспитательсен çуралнă кунĕ ячĕпе саламлама манмалла мар. Юсав ĕçĕсем ирттерме çулсерен ашшĕ-амăшĕнчен самаях укçа пухасси те йăлана кĕнĕ. Садикпе сыв пуллашнă чухне асăнмалăх мĕнле парне туянса памалли пирки пуç ватма та кирлĕ мар. Воспитательсем кун пек чухне хăйсемех «пулăшаççĕ»: е хаклă ылтăн вăчăра, е килте усă курмалли пĕр-пĕр лайăх хатĕр-хĕтĕр ыйтаççĕ.

Нимĕн те калаймăн: чылай садикре тĕл пулать çакă. Ку ыйтăва та сÿтсе яврĕç наци библиотекинче. Коррупципе кĕрешес политикăна çине тăрсах вăйлатмалли, çирĕплетмелли пирки калаçрĕç. Воспитательсемпе заведующисем кăмăл-сипетне çухатни килĕшÿсĕр, паллах. Професси тивĕçне тÿрĕ чунпа пурнăçласан тем пекехчĕ те.

Е.Атаманова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика