24 ноября 2010 г.
Анне... Кашни çуралакан хăй чĕлхипе çак сăмаха калать нимрен малтан. Эппин, чи çывăх çын вăл тĕнчере. Унăн ачаш та ăшă аллисем çан-çурăма кăштах сĕртĕнсенех чун-чĕре юратупа тулать. Хĕвел шевлиллĕ йăл кулли чуна çемçетет, лăплантарать. Ахальтен мар вырăс çыравçи Максим Горький çапла каланă: «Хĕвелсĕр чечек ÿсмест, юратусăр телей çук, хĕрарăмсăр юрату пулма пултараймасть, амăшĕсĕр поэт та, паттăр та çуралаймасть». Çапла, пĕртен-пĕр çывăх çын юратăвĕ мĕн ватăличченех чун-чĕрене ăшăтса тăрать.
Аннесене чыслама çулталăкра ятарласа пĕр кун уйăрни - вĕсен ĕçне, çепĕçлĕхне, юратăвне тивĕçлипе хаклани. Раççейре ноябрь уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче Амăшĕн кунне паллă тăваççĕ. Кăçал вăл ноябрĕн 28-мĕшĕпе тĕл килет. «Раççей Федерацийĕн Президенчĕн «Амăшĕн кунĕ çинчен» Указĕ тухнăранпа 12 çул çитрĕ. Уява çирĕплетме Патшалăх Думин Хĕрарăмсен çемье тата çамрăксен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕ сĕннĕ. Унăн тĕллевĕ - пурнăçра амăшĕн пĕлтерĕшне уйрăммăн палăртасси. Мартăн 8-мĕшне çĕр çинчи пĕтĕм хĕрарăм уявлать пулсан, Амăшĕн кунне вара ача-пăча çуратса çитĕнтернĕ е хальхи вăхăтра утьăкка сиктерекен хĕрарăмсем, пулас амăшĕсем ячĕпе паллă тăваççĕ.
Амăшĕн кунне тĕрлĕ çĕршывра тĕрлĕ вăхăтра паллă тăваççĕ. Австрире, Венгрире, Германире, Италире, Канадăра, Китайра, Латвире, Украинăра, Финляндире, Эстонире, Японире _ май уйăхĕн иккĕмĕш вырсарни кунĕнче. Çак кун амăшĕсене, асламăшĕсене, кукамăшĕсене парнесемпе савăнтараççĕ. Австралире гвоздика чечекне тум çине тирсе хурас йăла пур. Хăш-пĕр çĕршывра çак кун ятарлă торт хатĕрлеççĕ. Акăлчансем амăшĕсене март уйăхĕнче тав сăмахĕ калаççĕ. Беларуçре - октябрь уйăхĕнче.
Пирĕн патăмăрта çак уява палăртакан йăла-йĕрке çирĕпленсех çитмен-ха. Ача-пăча çеç амăшĕсене юрă-ташăпа савăнтарать, ăшă сăмахсем каласа чунĕсене уçать, илемлĕ открыткăсем хатĕрлет.
Тĕрĕс-тĕкел ÿстернĕшĕн, çын тунăшăн аннесене çĕре çити пуç тайма пĕлесчĕ кашни çыннăн. Эпир яланах парăмра вĕсен умĕнче.
Нумай ача çуратса ÿстернĕ хĕрарăмсене чыслама 1944 çулта çĕршывра ятарласа «Ача амăшĕ героиня» орден çирĕплетнĕ. Çак çулхинех, ноябрĕн 1-мĕшĕнче, Мускав çывăхĕнче пурăнакан Анна Алексахинăна пирвайхи хут çак орденпа чысланă. Ку наградăна чăваш хĕрарăмĕсем те чылай тивĕçнĕ. Каярахпа «Ача амăшĕн мухтавĕ» ордена, Ача амăшĕн медальне çирĕплетнĕ. Патăрьел районĕнчи Тури Тăрмăшра пурăнакан Светлана Петровна Сидорова мăшăрĕпе Василий Павловичпа вун пĕр ача çуратса ÿстернĕ. Шел те, ывăлĕ Сергей çамрăклах çĕре кĕнĕ. Хальхи вăхăтра Василий Павлович та çут тĕнчерен уйрăлнă ĕнтĕ. Светлана Петровна Ача амăшĕн медальне икĕ хутчен тивĕçнĕ. «Нушине чылай куртăм, - тет С.Сидорова. - Ывăлăм Саша кукăр ураллă çуралчĕ. Ăна сиплес тесе мĕн чухлĕ тăрăшрăмăр! Тавах тухтăрсене. Тĕпренчĕке ураллă турĕç. Икĕ ывăлăм «хĕрÿ точкăсенче» хĕсметре пулчĕç. Вĕсемшĕн те чылай «çунма» тиврĕ. Çапла, амăшĕн чĕри пуриншĕн те пăшăрханать. Еплерех чăтать-ши вăл; Тепĕр чухне шалти туйăмĕпе малашлăхри кун-çула пĕлсе тăрать хĕрарăм. Çав тери сисĕмлĕ вăл. «Хăть хăш пÿрнене кассан та ыратать» тенешкел пур ачине те пĕр пек савать вăл.
Паттăр та хастар чăваш хĕрарăмĕсене халалласа Д.Егоров «Женщины - матери земли Чувашской» кĕнеке кăларнă. Унта нумай ачаллă амăшĕсем, Социализмла Ĕç Геройĕсем, Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă хĕрарăмсем, паллă çыравçăсем, артистсем, спортсменсем çинчен вуласа пĕлме пулать. Çавăн пекех амăшне чапа кăларнă ывăлĕ-хĕрĕ пирки те каланă унта.
Авалтанах чăваш халăхĕ çамрăк мăшăра туйра сак тулли ача-пăча çуратса ÿстерме пилленĕ. Çапла, ку йĕрке кăштах кивелчĕ халĕ. Пĕр е икĕ ача çеç çуратаççĕ чылайăшĕ. Çакна пурнăç йывăррипе сăлтавлатпăр. Анчах та вăл хăçан çăмăл пулнă-ши; Вăрçă вăхăтĕнче упăшкисенчен тăлăха юлнă салтак арăмĕсем 7-8-шар ача ура çине тăратнă. Хăйсем çиес çăкăра тĕпренчĕкĕсене пайласа панă, пур-çук укçине пухса фронта ăсатнă. Хастар та паттăр хăш-пĕр асанне-кукамай хăйсене шеллемесĕр, пилĕк-çурăмне авса ĕçленĕ пулсан та паян та ырă-сывах. Вĕсенчен çĕр çула çывхараканни те сахал мар. Терт-нуша çапса хуçма пултарайман хĕрарăмсене. Пур амăшĕн те ун чухне пĕр тĕллев пулнă - ачисене çын тăвасси. Вĕсем Тăван çĕршыва юрăхлă пулччăр, ырă-сывă çитĕнччĕр тесе тăрăшнă.
Анчах хальхи вăхăтра тÿнтер ÿкерчĕке те асăрхатăн. Ача амăшĕсемех сăра-эрехпе иртĕхеççĕ, тĕпренчĕкĕсене пăхмаççĕ. Çакнашкал хĕрарăм анне пулма тивĕç-ши; Çавăнпах ĕнтĕ патшалăх вĕсенчен амăшĕн правине туртса илет. Пур чĕр чунăн та амăш туйăмĕ вăйлă аталаннă. Этем пирки вара çакна калаймăн. Паллах, пурне те пĕр виçепе виçме кирлĕ мар. Пурнăçра лайăххи пур пĕрех ытларах. Пултаруллă та маттур аннесем чылай пирĕн. Ахăр саманана пăхмасăрах ача çуратма шикленмеççĕ вĕсем. Çав вăхăтрах хăшĕ-пĕри мăшăрне йĕкĕр ачапа та савăнтарать. Акă нумаях пулмасть Шăмăршăри Ярăслав ялĕнче пурăнакан Иванпа Валентина Тихоновсен çемйине харăсах виçĕ ывăл хутшăннă. Виçĕ пăхаттирĕн ячĕсем те пĕлтерĕшлĕ: Ярослав, Святослав, Владислав.
Аннеçĕм... Чи ăшă та чаплă сăмах çĕр çинче. Кашни чĕлхерех пĕр евĕрлĕ илтĕнет вăл. Статистика тăрăх Раççейре кашни çеккунтра виçĕ çын çуралать. РФ Ĕçпе социаллă пулăшу министерствин кăтартăвĕ тăрăх пирĕн çĕршывра 50 миллион ытла хĕрарăм ача амăшĕ шутланать. Вĕсенчен 1 миллион та 700 пин ытларахăшĕ - нумай ачаллă. Пĕрремĕш кунранах пепке амăшĕ енне туртăнать. Ача вара хĕрарăмшăн пурнăç тĕллевĕ шутланать.
Ырă-сывă ÿстернĕшĕн аннесене уявра тав тума манас марччĕ. Çак кун та пулин вĕсене хисеплесе тав сăмахĕ калар.
В.Петрова.