19 ноября 2010 г.
Патшалăх çитес вăхăтра пенси çулне ÿстермĕ. Çакăн пирки Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев нумаях пулмасть массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене пĕлтернĕ.
«Пенсие миçе çулта тухмаллине финанс министрĕ татса памасть», - лăплантарнă президент. Çав вăхăтрах Медведев пенси çулне ÿстерме экономика сăлтавĕ пуррине те пытарман. Анчах пурне те укçапа виçейместĕн-çке.
- Пенси çулĕ пирки тĕплĕ шухăшламасăр вăл е ку йышăну туни социаллă пурнăçра тата политика ĕçĕнче йывăрлăхсем кăларса тăратма пултарать. Европа патшалăхĕсенче çакна куратпăр та ĕнтĕ, - тенĕ çĕршыв ертÿçи.
Кунта тепĕр самант та пур. Эпир Раççейре нумай çул пурăннипе мухтанаймастпăр. «90 çул пурăнакан обществăра пенсие 70 çулта тухни те йĕркеллĕ, _ ăнлантарнă президент. _ Унашкал обществăра çынсем пенсие тухсан та нумай çул пурăнаççĕ. Тĕнче тăрăх çÿреççĕ, мăнукĕсемпе савăнаççĕ». Пирĕн çĕршывра пурнăç йĕрки урăхларах. «Эпир хамăр патра анăçри пек пенси тытăмĕ туса хураймастпăр хальлĕхе».
Дмитрий Медведев пенси тытăмĕпе çыхăннă ыйтусене лайăх шухăшласа, мĕнпур кăлтăка шута илсе йышăнасса шантарнă.
Çырусем килеççĕ
Çулталăк вĕçлениччен Чăваш Енре пурăнакан 93 пине яхăн çын Пенси фондĕнчен çыру илĕ. Шăпах çакăн чухлĕ çыннăн хăйсен ячĕпе пухăнса пыракан пенси пайĕ çук.
Çырура 2009 çулта тата унчченхи çулсенче Пенси фондне мĕн чухлĕ страховка взнозĕ куçарнине, çавăн пекех ĕç паракан вĕсемшĕн 2009 çулта мĕн чухлĕ взнос тÿленине пĕлтерĕç.
Пенсионерсем вара иртнĕ çул страховка взнозĕ мĕн чухлĕ пухăннине пĕлĕç.
Пухăнса пыракан пенси çуккисем патшалăхăн хушма укçа «софинансировани» программине хутшăнма пултараççĕ. Ун пек чухне те çырура патшалăх тата ĕç паракан мĕн чухлĕ укçа куçарнине палăртĕç.