17 ноября 2010 г.
Ĕмĕртен пыракан япала: ал ĕç тăвассипе ытларах хĕрарăм кăсăкланать. Анчах та арçынсен хушшинче те çакна кăмăллакансем пур иккен. Çĕнĕ Шупашкарти А.Павлов, сăмахран, тĕрĕ тĕрлеме юратать. «Арçын пĕçернĕ яшка та тутлăрах», – теççĕ халăхра. Вăл тĕрленĕ тĕрĕ те хитререх пулĕ. «Ахальтен мар авал Франци королĕсем те тĕрленĕ теççĕ. XIV Людовиг ал ĕçне килĕштерни паллă», – пĕлтерет вăл чун киленĕвĕ пирки.
Иисус Христос та,
Владимир Путин та...
Пилĕк çул каярах аллине йĕппе çип тытнă арçын. Хăй каланă тăрăх маларах кун пирки ĕмĕтленмен те, шухăшламан та. «Пĕррехинче телевизорпа пĕр генерал тĕрленине кăтартрĕç, – тет Анатолий Иванович. – Каярахпа пĕлĕшĕм çак ĕçпе аппаланнине куртăм. Пĕтĕм интерес çакăнтан пуçланчĕ. Халĕ пусма ларнă чăх пекех туятăп хама. Тĕрĕ умне ларсан – хăтăлаймастăп».
Генерал тенĕрен, А.Павлов та çар çынни пулнăскер. Саратоври Ф.Дзержинский ячĕллĕ çар училищине пĕтернĕ хыççăн тĕрлĕ çĕрте, тĕрлĕ должноçра ĕçленĕ. Взвод командирĕнчен пуçласа штаб бригадин оперативлă уйрăмĕн пуçлăхĕн аслă пулăшуçи таранах ÿснĕ. Халĕ вăл – тивĕçлĕ канура. Çавна май хăй валли чун йăпатмăш тупнă. Ытларах сăнарсем тĕрлеме килĕштернине палăртрĕ. «Лавккара ятарлă схемăсем туянатăп. Унта канва та, çип те пур», – малалла сăмахлать ал ăсти. Пилĕк çул хушшинче 40 яхăн ĕç тунă вăл. Вĕсенчен паллăраххисем: «Иисус Христос турăшĕ», «Василий Блаженный храмĕ», «Турă Амăшĕн турăшĕ», «Гейша», «Самурай», «Натюрморт»... Икĕ çул ĕнтĕ «Çĕнĕ Шупашкар палитри» курава хутшăнать А.Павлов. Унсăр пуçне кăçал Чăваш наци музейĕн выставка центрĕнче ятарлă курав йĕркеленĕ. Çĕнĕ Шупашкарта иртнĕ «Кăлачăпа тата хĕреслетсе» конкурса хутшăнса çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. «Тĕрĕ мĕн чухлĕ кăткăсрах, çавăн чухлĕ интереслĕрех, – тет Анатолий Иванович. – Самурай сăнарне шур пир çине куçарма ултă уйăха яхăн тăрăшрăм. Кашни кунах иртен пуçласа çур çĕрччен ĕçлерĕм. Ахальтен мар ман ĕçе пĕр ÿнерçĕ 1 пин евро чухлĕ хакларĕ».
Мăшăрĕ кунĕн-çĕрĕн тĕрĕ умĕнче ларни Зоя Николаевнăна чăрмантармасть. «Манăн чăтăмлăх çитмест тĕрлеме, – калаçăва хутшăнать кил хуçи хĕрарăмĕ. – Çитменнине куç вăйĕ те самаях чакнă халĕ». Анатолий Иванович каланă тăрăх унăн ĕçне пĕрремĕш хаклаканĕ арăмĕ иккен. Унсăр пуçне курава хатĕрленме те вăлах пулăшать ăна. Сăмах май, тĕрĕçĕ халĕ «Кĕмĕл фея» схемăпа ĕçлет. Ăна вăл çитес вăхăтрах курава тăратасшăн. Çавăн пекех юлашки вăхăтра чăваш тĕррипе те интересленет. Пĕчĕк салфеткăсем хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Е.Н.Жачева паллă тĕрĕçĕ унăн ĕçне хаклани савăнтарать ăна, малашне те тăрăшса ĕçлеме хавхалантарать. «Хам валли чăваш кĕпи çĕлесшĕн, ăна тăван эрешпе илемлетесшĕн», – малашлăх çинчен ĕмĕтленет А.Павлов. Çавăн пекех вăл Чăваш Республикин гербне, Раççей Президенчĕн Д.Медведевăн портретне тĕрлесшĕн. В.Путин сăнарне вара шур пир çине куçарнă. Вăл Павловсен хваттерĕнчех вырăн тупнă.
Кĕл чечек ытамĕнче
Кил хуçипе мăшăрĕ иккĕшĕ те 60 çулта. Канаш районĕнчи Аслă Мами ялĕнче çуралса ÿснĕскерсем пĕр класрах вĕреннĕ. Çапла, пурнăç çулĕпе 42 çул пĕрле утаççĕ. Хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ вĕсем, паян тăватă мăнукĕпе савăнаççĕ. Ывăлĕ Эдуард ашшĕ пекех çар çынни, полковник. Кĕрÿшĕ те офицер.
Анатолий Ивановичпа Зоя Николаевнăн тепĕр чун киленĕвĕ пирки те асăнса хăварас килет. Вĕсем кĕл чечек ÿстерме кăмăллаççĕ. Тĕрлĕ сорт çитĕнтереççĕ. «Кĕл чечеке пăхма пĕлмелле, – тет кил хуçи хĕрарăмĕ. – Вăл çав тери ачаш. Çавна май çăвĕпех пахчара ĕçлетпĕр. Мăнуксене те явăçтаратпăр».
Пахча ĕçĕнчен пушансан аллине каллех йĕппе çип тытать А.Павлов. Малашне Мускаври куравсене те хутшăнма ĕмĕтленет ал ăсти. Ĕмĕтленекен çын малаллах талпăнать теççĕ. Апла пулсан ĕмĕчĕсем пурнăçланччăрах унăн.
В.Петрова.