АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ют лаптăка хапсăнсан

17 ноября 2010 г.

Çĕр ыйтăвĕ ĕмĕртен калаçтарнă, хирĕçтернĕ. Мĕн тăвăн, хресченĕн, çĕр çинче пурăнаканăн тĕп пуянлăхĕ вăл. Паян та çивĕчлĕхне çухатман-ха. Пирĕн тĕпелте – Патшалăх регистрацийĕн, кадастрĕн тата картографин «Росреестр» федераци службин Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Сергей Мулюков.

– Сергей Иванович, хальхи вăхăтра республикăра патшалăх çĕр тĕрĕслевне кам туса пырать тата çак ĕç-хĕл мĕнпе уйрăлса тăрать?

– Патшалăх регистрацийĕн, кадастрĕн тата картографин федераци службин «Росреестр», Раççей çут çанталăк асăрхавĕн «Росприроднадзор», Раççей ял хуçалăх асăрхавĕн «Россельхознадзор» Чăваш Республикинчи управленийĕсем – çак виçĕ ведомствăн вырăнти органĕсем. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çĕр статусне кура уйрăлса тăрать. Сăмахран, çĕр çут çанталăк объекчĕ пулнă май ăна Росприроднадзор тата Россельхознадзор тĕрĕслеççĕ. Çĕр участокĕ çинчи куçман пурлăха Росреестр тĕрĕслет. Вăлах организацисем çĕр саккунне, çĕрпе усă курассине, упрассине мĕнле пăхăннине те асăрхаса тăрать. Ведомство мĕнпур çĕр участокне, категорине пăхмасăр, тĕрĕслет. Хальхи вăхăтра пирĕн ведомство патшалăх çĕр тĕрĕслевĕнчи чи пысăк орган шутланать.

– Прессăра Росреестра тата унăн органĕсене çĕршывĕпех йĕркеленине пĕлтерчĕç.

– Росреестрăн ĕçне-хĕлне Чăваш Енри управленийĕ республика территорийĕнче май уйăхĕнчен пуçласа туса пырать. Март-апрель уйăхĕсенче, реорганизаци умĕн, çĕр тĕрĕслевне япăх туса пыни сисĕнчĕ. Çĕнĕ управлени ĕçе тĕплĕрех йĕркелеме пулăшрĕ. Сăмахран, августра çĕр саккунне пăснă тĕслĕхсем иртнĕ çулхинчен виçĕ хут ытларах тупăнчĕç.

– Патшалăх çĕр тĕрĕслевĕн ĕç-хĕлне татах та лайăхлатма мĕн тумалла?

– Чи малтан патшалăх çĕр инспекторĕсене хушма ĕçрен хăтармалла. Хальхи вăхăтра вĕсем çине патшалăх çĕр тĕрĕслевне кăна мар, куçман пурлăхăн кадастр, хаклав, архив тата ытти ĕçĕсене те тиенĕ.

Унсăр пуçне муниципалитет пуçлăхĕсен территорисенче çĕр саккунне пăхăннине тĕрĕслессине вăйлатмалла, мĕншĕн тесен çĕрпе усă курас йĕркене пăснăшăн паракан штраф вырăнти хăй тытăмлăх бюджетне кĕрет.

– Инспекторсем тĕрĕслев вăхăтĕнче мĕнле йăнăшсемпе ытларах тĕл пулаççĕ?

– Анлă сарăлнă тĕслĕхсенчен пĕри – ирĕк илмесĕр, документсăр çĕр участокĕсене хапсăнни. Çавăн пекех çĕр лаптăкне юхăнтарни е тĕллевсĕр усă курни те сахал мар.

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта инспекторсем республикипе 1500 тĕрĕслев ирттернĕ. Кашни виççĕмĕш тĕрĕслев çĕр саккунне пăснине кăтартнă. Пĕтĕмĕшле административлă явап тыттарса 500 пин тенкĕ ытла штраф панă.

– 2009 çулхи майăн 1-мĕшĕнче предприяти-организацисен тата уйрăм пайтаçăсен правине хÿтĕлес енĕпе федерацин 294-мĕш номерлĕ саккунĕ вăя кĕчĕ. Унăн тĕллевĕ мĕнре-ши?

– Çĕнĕ саккун патшалăх тата муниципалитет службисем пайтаçăсене ытлашши турткаласран, чăрмантарасран хÿтĕлет. Тĕрĕслевĕн хăйĕн йĕрки пулмалла. Саккунпа килĕшÿллĕн тĕрĕслевпе çитсен те предприяти ертÿçи е уйрăм пайтаçă вырăнта пулмасан ăна ирттерме юрамасть. Çавăн пекех тĕрĕслев органĕсен ĕçпе çыхăнман документсене ыйтма ирĕк çук. Енчен те организацине çăхав çитсен, тивĕçлĕ органсем прокурор ирĕк панипе черетсĕр тĕрĕслеве тухма пултараççĕ. Ятсăр çăхава черетсĕр пăхса тухмаççĕ.

– Кÿршĕ манăн çĕр лаптăкне кĕрсе кайсах карта тытнă пулсан мĕн тумалла?

– Ют çĕр лаптăкне кĕрсе кайсан «çĕрпе усă курма ирĕк паракан документсăр хуçаланма тытăнсан та» эсир Росреестрăн Чăваш Енри управленине е çĕр участокĕ вырнаçнă территори уйрăмне «вĕсем кашни районтах пур» çыру çырма пултаратăр. Унта саккуна пăснине, çĕр участокĕн вырăнне кăтартмалла. Адресĕсемпе телефон номерĕсене Росреестрăн социаллă сайтĕнче тупма пулать: www.to21. rosreestr.ru. Хирĕçÿллĕ ыйтусем сиксе тухсан патшалăх çĕр тĕрĕслевне ирттереççĕ. Çĕр саккунне пăснă тĕслĕхе çирĕплетсен айăплисене административлă явап тыттараççĕ.

Пĕр тĕслĕх илсе кăтартар-ха. Лапина отпускне урăх республикăра ирттернĕ. Унăн кÿрши, Петров текенскер, хĕрсех тимĕр карта тытнă. Анчах унччен çĕр виçсе палăртнă чикĕпе мар, Лапина участокĕ çине кĕрсе кайсах хÿме лартнă. Хĕрарăм саккуна пăсни çинчен Росреестрăн Чăваш Енри управленине пĕлтернĕ. Ăна кÿрши чиккине хăй тĕллĕн улăштарни тарăхтарнă. Инспекторсем тĕрĕслевре саккуна пăснине çирĕплетнĕ. Петрова административлă штраф парса картана чăн чикĕпе тытма хушнă. Лапина вара тĕрĕслĕхе тавăрма суда çитнĕ. Çапла вара чикке пăсни, ют çĕре хапсăнни айăплине саваламан сак çине лартать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика