17 ноября 2010 г.
Валерий Михайлович Васильев Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Эйпеçре çуралса ÿснĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Историк, хушма пĕлĕвĕ – юрист. Шкулта директор çумĕ, Муркаш район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ пулса вăй хунă. 2006 çултанпа Чуманкассинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул директорĕ. В.Васильев – ЧР вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ.
Профессие - шкултанах
Йăлана кĕнĕ йĕркене, ĕç-хĕле тĕпрен улăштарма пултарать-и уйрăм çын;
– Паллах, – теççĕ Муркаш районĕнчи Чуманкассинчи шкулта вăй хуракансем, – лав мĕнле каясси йăлтах ертÿçĕрен килет. Пултаруллă, çирĕп кăмăллă пуçлăхпа ĕçлеме те кăсăклă, ирĕксĕрех тăрăшма тытăнатăн, ун хыççăн туртăнатăн.
Тăватă çул каялла, вырăнти лару-тăрупа тĕплĕн паллашнă хыççăн çĕнĕ директор пуху ирттернĕ. Учительсем вĕренекенсемпе пĕрле канашласа 2006-2010 çулсенчи шкула аталантармалли программа йышăннă. «Хальхи тапхăрта пурнăçри, обществăри çĕнĕлĕхсене шута илмесĕр аталанаймăн, – палăртаççĕ кунта. – Пĕр тĕллевпе ĕçлесен кăна ăнăçу пулать».
Çĕнĕлĕх шкул пурнăçне çĕнĕ варкăш илсе кĕнĕ. 2007 çулта кунта профиль умĕнхи тата профильлĕ вĕрентÿ меслечĕ çине куçнă. Çĕнĕлле ĕçлени харама кайман. Вĕренекенсем районти, республикăри конкурссемпе олимпиадăсенчен çине-çинех çĕнтерÿпе таврăнма тытăннă. Шкултан чи лайăх паллăсемпе вĕренсе тухакансен йышĕ те ÿссе пынă.
Яваплăх туйăмне ачаранах аталантарма пулать. Вĕренекенсем тĕрлĕ мероприятие хастар хутшăнаççĕ. Уйрăмах хăй тытăмлăх кунĕсене килĕштереççĕ. Çакă учительсен, ертÿçĕсен ĕçне лайăхрах ăнланма, пурнăç çулĕ çине тухма пулăшать. Çак кун шкул ĕçне аслă классенче вĕренекенсен канашĕ йĕркелесе-ертсе пырать. Вăлах уроксем ирттерет. Учительсем вара – 12-мĕш класс ачисем. Çак мероприяти миçе вĕренекене педагог профессине суйласа илме пулăшман-ши;
Çамрăксен талантне аталантарма шкулта чылай кружок: волейбол, баскетбол, бокс, теннис, хореографи...
«Кирек мĕнле лару-тăруран та тухма пултарччăр, пурнăçра çухалса ан кайччăр», – çапла ырă сунаççĕ учительсем хăйсен вĕренекенĕсене.
Агроэкологи - пуласлăх валли
– Кирек мĕнле профессие те чун туртнипе суйласа илмелле. Çакă пĕчĕкренех туптанать. Ашшĕ-амăшĕ, тăвансем, учительсем – пурте умри çула суйласа илме пулăшаççĕ, – тет Валерий Михайлович. – Паллах, ытларахăшĕ çынран хăйĕнчен килет. Акă чăн-чăн вĕрентекен пулма та çăмăл мар, ертсе пыма та. Хальхи вăхăтра шкул автономи вĕрентÿ учрежденийĕ пулса тăнă май директорăн учитель те, менеджер та пулмалла, хуçалăх ĕçне те йĕркелесе пымалла.
В.Васильев яланах çĕннине, ыррине шырать. Ахальтен-им кăçал республикăри «2010 çулти вĕрентÿ лидерĕ» конкурса хутшăнма тивĕçнĕ. Унăн агроэкологие вĕрентес тĕлĕшпе тунă проектне пысăка хурса хакланă.
– Ачаранах çĕре, тавралăха упрама хăнăхтармалла, – ăнлантарать Валерий Михайлович.
Экологи япăхланса пыни этемлĕх умне хăрушлăх кăларса тăратать. Хальхи общество аталанăвĕ çут çанталăкра пулса иртекен улшăнусене лайăхрах тĕпчеме хистет. Эппин, ачасене вĕрентес ĕçе те урăхларах, çĕнĕлле йĕркелемелле. Мĕншĕн ялтан вĕренсе тухакансем механизатор, выльăх-чĕрлĕх пăхакан е ял хуçалăхĕпе çыхăннă ытти профессисене суйласа илмеççĕ; Тăххăрмĕш класа çÿрекенсен 70 проценчĕ умри çул-йĕре суйласа илме хатĕр мар. Эппин, шкулта агроэкологипе вĕрентессине, воспитани парассине вăйлатмалла. Çамрăксем специальноçа ячĕшĕн мар, ăнланса, килĕштернине суйласа илччĕр. Тавралăха, тăван çĕре тĕпчени, опытсем ирттерни пурнăçне те, ĕçне те ял хуçалăхĕпе çыхăнтарма пулăшĕ. Директор шухăшĕпе вĕренĕве хальхи условисемпе çыхăнтарса пĕлÿ паракан çĕнĕ тытăм кирлĕ.
Чуманкасси шкулĕнче агроэкологие 5-мĕш класранах вĕренме тытăнаççĕ. Вĕсем «Этем çĕре мĕнле витĕм кÿрет;» ыйтăва пăхса тухаççĕ. Çиччĕмĕшсем – «Биосферăри биологин тĕрлĕ енлĕхĕ» темăна тишкереççĕ. Аслă классем вара ял хуçалăх техникине тĕпчеççĕ. Пысăк проекта пурнăçа анлăрах кĕртме учительсем хушма проектсем те хатĕрленĕ. Сăмахран, Т.Ивановăпа В.Николаевăн вăл – «Хальхи шкулăн вĕрентÿпе опыт участокĕ». Ачасем аслисем пулăшнипе ятарлă участокра тĕпчев ĕçĕсем ирттереççĕ, ял хуçалăхĕнчи çĕнĕ технологипе паллашаççĕ, бизнес-план тума хăнăхаççĕ. Çуллахи ĕçпе кану лагерьне çÿрекенсем çак лаптăкра хаваспах тăрăшаççĕ, ĕçне-хĕлне çырса пыраççĕ, танлаштараççĕ. Чуманкассисем республикăри «Чи лайăх вĕрентÿпе опыт участокĕ» конкурсра парне илме тивĕçнĕ.
«Шкул территорине илемлетес, чечексемпе пуянлатас» хушма проектăн авторĕсем – М.Цветковăпа Э.Скворцова. Ĕмĕте пурнăçа кĕртни шкул сăн-сăпатне палăрмаллах улăштарнă. Вăл илемлĕ чечексемпе, тĕмсемпе, саксемпе пуянланнă. Чулпа кирпĕчрен пĕчĕк карта тунă, хăйăр сукмак сарнă. Чăн-чăн çăтмах тейĕн. Пархатарлă ĕçе вĕренекенсем те хаваспах хутшăннă. Халĕ хăйсен аллипе тунине упрама тăрăшаççĕ.
«Шкулти биоэкономика» хушма проект «А.Васильева, Е.Васильев, А.Кузьмина» та интереслĕ. Вĕренекенсем вĕрентÿпе опыт участокĕнче ял хуçалăх продукцийĕн тухăçлăхне ÿстерме, туса илнĕ çимĕçе ăнăçлă сутса тупăш илме, туянакансемпе çыхăну йĕркелеме хăнăхаççĕ. Бизнес-план хатĕрлесе ун тăрăх ĕçлесе пыраççĕ. Çак хушма проект республикăри «Эпĕ – Раççей гражданинĕ» проектсен конкурсĕнче 1-мĕш вырăн йышăннă.
Çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртме вĕренекенсене, учительсене, ашшĕ-амăшне те явăçтараççĕ, ыйтусене пĕрле сÿтсе яваççĕ.
– Проект усси куç кĕрет. Кăçал акă 23 яшпа хĕртен улттăшĕ ял хуçалăх специальноçне илме кăмăл турĕ. Вĕсем вĕренсе тухсан тăван ене таврăнасса шанатпăр, кĕтетпĕр, – савăнса пĕлтерет В.Николаева директор çумĕ.
– Шкул тĕллевĕ – ачана тĕрлĕ енлĕн аталанма, пĕлĕвне хăй тĕллĕн ÿстерме условисем туса парасси, – тет директор. – Пурнăç хăвăрт шăвать. Çĕнĕлле пурăнма-ĕçлеме хăнăхмалла, ялан аталанмалла.
Л.НИКИТИНА.