17 ноября 2010 г.
«Çĕре чунтан юратсан вăл тупăш паратех», – тет Муркаш районĕнчи фермер хуçалăх ертÿçи А.Никитин. Ачаранах хресчен ĕçĕпе çитĕннĕскер Калайкасси вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн ытти çамрăк пек хула енне туртăнман. «Гигант» совхозра комбайнер пулăшаканĕнче ĕçленĕ, тракторист, водитель специальноçĕсене те алла илнĕ. Çар хĕсметĕнчен таврăнсан вара хушма хуçалăх йĕркелеме шут тытнă.
Шап-шурă купăста
тупăш кÿрет фермера
«Малтан атте-аннепе утмăл сотăй çĕр лаптăкĕ çинче çĕр улми çитĕнтерме шутларăмăр, – калаçăва тăсать Александр Николаевич. – Тупăш та аванах илтĕмĕр. Паллах, пахча çимĕçе вырнаçтарма çăмăл мар. Çавна май Шупашкарти пасарта хам сутаттăм. Ара, вăй хурса çитĕнтернĕскере йÿнĕ хакпа парас килмест-çке».
Патшалăх килти хушма хуçалăха аталантарма çăмăллăх кредичĕ пама пуçласан унпа усă курма шут тытнă çамрăк. Çапла вара вунă çул çак йĕркепе вăй хунă хыççăн кăçал фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Ăна хăйĕн хушамачĕпе регистрациленĕ вăл. Купăста, çĕр улми, тыр-пул, нумай çул ÿсекен курăк акса-пуçтарса илнĕ кăçал «Никитин» фермер хуçалăхĕ. «Ман шутпа, купăста ытларах тупăш кÿрет. Ахальтен мар Мари Республикинчи Горномарийск районĕнче 30-шар гектар çитĕнтереççĕ ăна. Ку енĕпе вĕсем час-часах канашлусем ирттереççĕ. Эпĕ те пĕрре мар хутшăннă унта. Купăста лартмалли агрегата тимлĕн сăнанă хыççăн хамах ăсталарăм. Ытти вăрттăнлăха та мари çыннисенчен вĕренсе пыратăп», – пĕлтерет А.Никитин.
Фермер хуçалăхĕ асăннă пахча çимĕçе кăçал 4 гектар лаптăк çинче çитĕнтернĕ. Кашни çулах ăна 4-5 сорт лартаççĕ. «Кăçал икĕ сорчĕ аван çитĕнчĕ, тепĕр виççĕшĕ пачах пулмарĕç. Голланди сорчĕ халĕ те хиртех-ха. Малтан нÿрĕк çитмерĕ ун валли, халĕ парка ÿсет. Юр ÿкиччен пуçтарса кĕртĕпĕр. Сортсене çулсерен улăштаратăп. Кăçал сахалтан та 200-250 тонна купăста илме ĕмĕтленнĕччĕ. Шăварса тăрас ĕçе йĕркелеменрен тухăç самаях чакрĕ: 60-70 тонна çеç илтĕмĕр. Ку маншăн хăйне евĕр урок пулчĕ. Çитес çул хамăн йăнăша тÿрлететĕпех», – тет ертÿçĕ. Тепĕр çул купăста лаптăкне анлăлатасси пирки те калать. Ăна 15-20 гектартан кая лартасшăн мар иккен. Çитĕннĕ пахча çимĕçе, тыр-пула пухса кĕртме ăна Çеçмер, Шатракасси, Кĕрекаç ял çыннисем пулăшаççĕ. Ĕççи вăхăтĕнче шалу кунне 350-400 тенке ларать. Унсăр пуçне ĕç çыннисене кунне пĕрре тÿлевсĕр апат çитереççĕ. Ăна вара Александр Николаевичăн мăшăрĕпе амăшĕ пĕçереççĕ.
Ĕçчен çынна
ял савать
Çĕр ĕçĕпе çеç мар, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе те ĕçлет «Никитин» фермер хуçалăхĕ. Килĕнче – сакăр ĕне. Унсăр пуçне Ярославкăри ферма витисенче сысна, кайăк-кĕшĕк – хур-кăвакал, индокăвакал, чăх – ĕрчетет. Вĕсене тăватă çын пăхса тăрать. «Кайăк-кĕшĕке те, сыснана та çуркунне илетĕп те хĕле хирĕç сутса пĕтеретĕп, – малалла сÿтĕлет калаçу çăмхи. – Хур-кăвакал ытларах тупăш кÿрет. Çĕнĕ çул умĕн питĕ хăвăрт сутăнать. Хуçалăхра тыр-пул акса ÿстернĕрен сысна та çитĕнтерме шут тытрăм. Сĕтпе те хамăр майлă усă куратпăр: тăпăрчă туса сутатпăр, пасарта хăйма та аван каять».
Кăçал мăйракаллă шултра выльăха хĕл каçарма çăмăлах мар пулин те фермер хуçалăхĕ унăн йышне чакарасшăн мар. Выльăх-чĕрлĕх валли утă-улăм çителĕклĕ хатĕрленĕ. 30 гектар лаптăк çинчи нумай çул ÿсекен курăк аванах çитĕннĕ.
Пахча çимĕç, тыр-пул акса-пуçтарса илме пулăшакан техника çителĕклине палăртрĕ ертÿçĕ. «Вĕсене май килнĕ таран çĕнетсех тăратăп. Хăш-пĕр агрегата хам вăйпах пуçтаратăп. Çур акинче те, вырмара та трактор-комбайн çине ларма тивет. Унсăрăн епле-ха; Хресченĕн пур ĕçе те тума пĕлмелле. Ытларах хамăн вăя шанса ĕçлетĕп. Пысăк кредитсемпе çыхланма хăратăп. Тупăш илеймесен «çунса» каясси те куç кĕретех», – тет ертÿçĕ. Арканнă «Сеятель» хуçалăх тилхепине кăçал алла илни çинчен те пĕлтерчĕ вăл. Юхăннă, çум айне пулнă ферма витисене юсама, тирпей-илем кÿме пуçлани аякранах курăнать. Хăйпе пая кĕрсе ĕçлес текен тăрăшуллă çынсене пушă витесене выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме панă вăл. Техника паркне те юсаса çĕнетме тытăннă. Çитес вăхăтрах пилорама хута каймалла. Унсăр пуçне Нискасси- Ярославка тăрăхĕсенче пурăнакансене, пай çĕрĕсене ăна парас шухăшлă çынсене, пĕр чăмăра пухăнма сĕнет фермер хуçалăхĕн ертÿçи.
«Ĕçлесен ялта та хуларинчен лайăхрах пурăнма пулать, – пĕтĕмлетрĕ калаçăвне А.Никитин. – Мускава «вăрăм» укçа шырама тухса каяççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ укçасăр килет е çуррине унтах «силлесе» хăварать. Тепри вара кунĕн-çĕрĕн лавкка алăкне хураллать. Çавна май сăра-эрех серепинчен тухаймасть. Пурнăçа япăх тесе хаклакансем те çавсемех. Пултаруллă, тăрăшуллă çын тăван тăрăхрах хăй вырăнне тупма пултарать».
Паллах, «Никитин» фермер хуçалăхĕ ура çине тăрса çеç пырать-ха. Апла пулин те çитĕнĕвĕсем куç умĕнчех. Ертÿçĕн тăрăшулăхĕ те иксĕлми, тĕллевĕсем те пысăк. Эппин, хуçалăх малашне пурнăçăн тумхахлă çулĕпе çирĕппĕн утас шанăç пур.
В.ПЕТРОВА.