17 ноября 2010 г.
Паян кун та вăл хитре, тăпăл-тăпăл, хÿхĕм. Сасси çав-çавах çемçе те ачаш. Калăплакан сăнарĕсенче пĕр вăхăтрах хевтесĕр те çирĕп, сăпайлă та шухă, айван та ăслă Надежда Воюцкая. Чĕрĕк ĕмĕр ытла, тĕрĕсрех каласан 27 çул сцена çинче вĕçет, ахăлтатать, кулать, выртса макăрать, чуна хумхатать. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки çитес кунсенче çур ĕмĕрне паллă тăвать.
Чÿрече карри - чаршав, янаххи - сцена
– Аппан вăрăм юбкине, кофтине тăхăнаттăм та чÿрече янахĕ çине хăпарса тăраттăм. «Пĕчĕк çеç путене сарă тулă юратать» юрра шăрантараттăм. Мĕн пĕчĕкрен чÿрече карри театр чаршавĕ вырăнне пулнă, янаххи – сцена, – аса илет Надежда Сильвестровна.
– Театр çын кăмăлне лайăхлатать: хытă чĕрене çемçетет, сив кăмăла ăшăтать тенĕччĕ пĕр кĕнекере...
– Çавăн пекех пулĕ. Театр хам чуна та витернĕ. Чĕре витĕр кăларнă сăнарсем яланах чунра йĕр хăвараççĕ. «Салампири» Музăна ас тăватăп. Çăмăлттай та вĕçкĕнскерĕн сăнарне калăпланă чухне Надьăран Муза пулса тăнăччĕ. Буфета пырсан та сутуçăсем «Ай-уй, Муза килчĕ» тетчĕç.
Кирек епле пулсан та театр лайăха вĕрентет. Чыслă, тивĕçлĕ, чунпа илемлĕ те таса пулма. Самана урăм-сурăм пăтраннă вăхăтра чыссăр хăтланнă япаласем кайран хамăрах пырса çапаççĕ. Çавăнпа та тасах юласчĕ.
– Сире никам та аллă çула çитнĕ тесе калаймасть. Вăрттăнлăхăра уçса параймастăр-и;
– Нимĕнле вăрттăнлăх та çук манăн. Парикмахерскине кайса курман. Çÿçĕм мĕн çуралнăранпах кăтра. Тепĕр чух яп-яка тăвас килетчĕ, паллах. Пĕркеленчĕксем çук тетĕр. Унсăрах мар ĕнтĕ. Çулла хăяр сĕткенĕпе сăтăркалатăп. Хĕрĕм парнелесе тултарнă кремсем выртаççĕ, анчах вĕсене сайра хутра кăна тытатăп. Ман шутпа, мунчаран ырри çук. Тунти кун – мунча кунĕ. Ун чухне пите супăньпе лайăх çăватăп.
– Театр гастрольсĕр пурăнмасть, çавăнпа сирĕн час-часах инçе çула та тухма тивет. Кунти чăвашсемпе тулай енчисем хушшинче уйрăмлăх пур-и;
– Республика тулашĕнчи чăвашсем питĕ тунсăхлани сисĕнет. Чунĕпе те урăхларах пек: уçăрах, çемçерех. Пире, пач пĕлмен çынсене, килне илсе каяççĕ, хăналаççĕ. Никам хистемесĕр, хушмасăр. Кĕтеççĕ пире. «Нарспи» курас килет теççĕ. Хăй вăхăтĕнче Нина Григорьева питĕ илемлĕ те сăпайлă Нарспи сăнарне калăпланăччĕ. Унтан Валя Иванова Нарспи пулчĕ. Анчах нумай выляса ĕлкĕреймерĕ вăл. Спектакль репертуартан тухса ÿкрĕ. 20-25 çул лартман ĕнтĕ ăна. Кашни ăру килмессерен, вăхăтăн-вăхăтăн та пулин лартсан пит аван пулмалла пек. Тăрăшуллă та ăста актрисăсем нумай: Хрисанфова, Зубкова... Нарспие питĕ лайăх вылямалла вĕсем. Тулай енчи чăвашсем ют чĕлхерен куçарнă пьесăсене курасшăнах мар. Чăваш авторĕсенне кĕтеççĕ.
– Хальхи куракан çăмăл та ансат спектакльсем кĕтет пулĕ.
– «Çатан карта çинчи хура хăмла çырли» спектакле курса тухнă хыççăн калаçса пыракан ватă çынсен калаçăвне илтнĕччĕ. «Ай-уй, ку спектакле мĕншĕн килсе куртăмăр-ши, ним те килĕшмерĕ», - терĕç. Чун сÿ! туса илчĕ. Философиллĕ, шухăша яракан йывăр спектакль курасах килмест пулĕ çав.
Савăнса, ним шухăшламасăр, кулса- ахăрса ларас килет-тĕр.
«Сирĕн Наташăна
çитекенни пулман»
– Эсир вара унта пĕчĕк хĕр ачана, Маринене, вылятăр. Пурнăçа çитĕннисенчен лайăхрах ăнланатăр, чĕрене витермелле ачаш сасăпа чун ыратăвне уçса паратăр.
– Мускаври пĕр критик çак ачасем «арçын ача рольне Шура Зайцева вылянăччĕ» спектакль тăршшĕпех унăн атмосферине тытса пыраççĕ тенĕччĕ. Ăçта кăна çитмен-ши вăл спектакльпе, пур çĕрте те пысăк хак панă. Санкт-Петербургри фестивале те хутшăннăччĕ унпа. Пурнăçри чи йывăр самантчĕ ун чухне манăн. Тин кăна упăшкаран уйрăлнă. Хытă куляннипе тăхăр кун хушшинче вун пĕр килограмм чакнăччĕ. Вилесле чирлĕ. Больницăра выртатăп. Режиссер тилмĕрсех ыйтнипе выляма килĕшрĕм. Укол тăва-тăва выляса пĕтернĕччĕ.
– Чуна ларса юлнă рольсем нумай пулнă-тăр.
– Унччен вылянă чылай спектакле халĕ репертуартан кăларнă. Чунран тем катса илнĕнех туйăнать. «Çĕмĕрт каллех çеçкере», «Тĕлĕнтермĕш хĕрарăм», «Арçынсăр хĕрарăм»... «Каварти» Пиневерĕн ĕмĕрĕ те кĕске пулчĕ.
– Сирĕн кĕлетке халĕ те хĕр ачанни евĕр хÿхĕм. Ним мар хĕрсен рольне выляма пултаратăр.
– «Гражданла брак» спектакльте халĕ 33-ри Ленăна сăнлатăп. Анчах та манăн унпа мухтанас килмест. Пирĕн хыççăн килнĕ ар- тистсем те нумай. Çамрăк та илемлисем, талантлисем. Вĕсем выляччăр. Ман пеккисене халĕ анне ролĕсем килĕшÿллĕ.
– «Укçа чул кастарать» спектакльте усал та çăткăн хĕрарăма вылятăр. Сирĕн сăнпа, кăмăлпа пачах килĕшсе тăмасть.
– Вуласа тухсанах чун сÿлетсе килчĕ. Чуна пĕрре те çывăх мар-çке. Мĕнле тумалла-ши ку сăнара тетĕп. Ытла та усал хĕрарăм-çке. Хамăн аннене виличчен 13 çул пăхса пурăнтăм. Кунта вара аннене те пăхса тăмастăн, укçашăн чуна пама хатĕр. Артистăн вылямалла, режиссера тивĕçтермелле. Витĕмлĕ пулса тухнă терĕç.
– Выляс тенĕ рольсем юлнă-и;
– Выляс тенипе пулмасть-çке. Пĕтĕмпех режиссертан килет. Роль памасан тем пек выляс тесен те выляймастăн. Тавах Валерий Николаевич Яковлева хăй вăхăтĕнче пысăк рольсем шанса панăшăн. «Вăрланă хĕр» «Сарпи», «Юрату мар ку – чир» «Аглая», «Хÿхĕм хĕрĕн хÿхлевĕ» «Силем», «Хĕвелсĕр» «Наташа»... Мускав критикĕ Полякова юлашки пирки çапла каланăччĕ: «Эпĕ нумай Наташа курнă, анчах та сирĕн Наташа питĕ йывăр хуйхă-суйхăллă, ăна çитекенни пулманччĕ».
Вера Кузьминична Кузьминаран тĕлĕннĕçемĕн тĕлĕнетĕп. Çамрăкпа çамрăк пек, ватăпа ватă пек. Пĕр мăн кăмăллăх пĕрчи те çук. Хăй тĕллĕн ĕçленинчен тĕлĕнетĕп. Кашни кун тенĕ пек театра пырать, концертсене çÿрет. Инçе вырăнсене çитсе килет. Ентешлĕхсене хутшăнать. Мĕн чухлĕ хăват унра! Пысăк сăнарта та пĕр сăмах манса каймасть. Нумаях пулмасть 87 çул тултарчĕ.
Чун яла туртать
– Хăвăра телейлĕ хĕрарăм теме пултаратăр-и;
– Телейлĕ, паллах. Ман хĕрĕм пур. Эпĕ – уншăн, вăл маншăн тăрăшать. Тăвансем пуррипе телейлĕ. Çичĕ пĕр тăван. Хăр-хар пулса курман. Пĕр-пĕрне пулăшатпăр. Чун туртнă ĕç пур. Хам вырăна тупнă тесе шухăшлатăп. Театрта ĕçлеме килĕшет. Хăш чухне, тен, ăнланман самантсем те пулнă пулĕ. Кашни артистăн çитĕнсе пырас килет-çке, хăйне хаклаттарас килет.
Хам тăрăшнипе тата хуняма пулăшнипе хĕрĕм, Настя, ашшĕсĕр ÿснине туйман. Упăшкан амăшĕпе мĕн виличчен хутшăннă. Тăтăшах посылкăсем яратчĕ. Пĕрле канаттăмăр. Упăшкам Украинăран. Мускавра пĕрле вĕреннĕ, унтах пĕрлешсе Шупашкара таврăнтăмăр. Вырăс драма театрĕнче ĕçлерĕ вăл, анчах ялан Чăвашра пурăнма чун туртмасть тетчĕ. Украинăна пĕрле тухса кайма чĕнсен эпĕ килĕшмерĕм. Вăл – кайрĕ. Манăн та лайăх арăм пек пулса каймаллаччĕ те-и, тен, анчах пуласлăха курмарăм. Чăваш театрĕ валли вĕреннĕ-çке, театрпа «чирленĕ».
Юлашки вăхăтра чун яла туртать. Вунă çула яхăн пÿрт пушă тăнă. Çăрапах. Анне питĕ кулянатчĕ. Çурт ишĕлет-çке. Атте маларахах вилнĕ. Сивĕ кăмака пÿрте туртать, юхăнтарать тенипе тăватă çул каялла кăмакана пăсрăмăр. Газ кĕртрĕмĕр. Хуралтăсене çĕнетрĕмĕр, тимĕр карта çавăртăмăр. Ялта мана лайăх, чуна ăшă пулса килет. Çырма хĕрринче пирĕн пÿрт. Атте хăй вăхăтĕнче тăршшĕпех чăрăш, кедр, лиственница лартнăччĕ. Вĕсен çумĕпе утнă чух кашнине атте алли сĕртĕннĕ-çке, шăварнă, пăхнă тесе шутлатăп. Кашнийĕ вăй панă пек туйăнать.
Çимĕке яла пуçтарăнатпăр. Килсĕр ăçта кĕрсе тухăн-ха; Тăван килсĕр тăван ял та çук, тăван ялсăр – тăван ял-йыш. Çамрăк чух çакăн пирки шухăшламан. Вăхăчĕ те пулман. Сăнар хыççăн сăнар калăпланă. Канмалли кунсенче те яла каймалла, те мунчана. Анне вилни часах çулталăк çитет. Хăй виличчен эпир мĕн ĕçленине курчĕ, савăнчĕ. Лăпкă чунпа çĕре кĕчĕ. Атте-анне çуртне юрăхсăра кăлармарăмăр. Анне кăмăлне çырлахтартăмăр. Çавăншăн мухтанатăп. Хыт-хура, çум курăк пустармастпăр пахчана, килсех тăратпăр.
– Хăвăр пирки кил хĕрарăмĕ теме пултаратăр-и;
– Кил ăшшине, хăтлăха юрататăп. Кукăль, борщ пĕçерме кăмăллатăп. Мăшăртан украинла борщ пĕçерме вĕренсе юлнăччĕ. Хĕрлĕ кăшман, купăста, тăварланă хăяр, çĕр улми, пуçлă сухан, ыхра янисĕр пуçне фасоль те хушаççĕ унта. Питĕ çемçе те тутлă пулать. Сÿтĕн те аван пулать манăн. Кил килех ĕнтĕ.
Шутсăр сăпайлă та çемçен калаçакан артисткăна итленĕçемĕн итлес килет. Кашни ролĕ пирки хăй ачи евĕр калаçаканскере чарас та килмест. Питĕ нумай вылянă, тем тĕрлĕ сăнар та калăпланă. Анчах пĕр япала канăç памасть. Пĕтĕм пурнăçне театра панă, халăх юратакан артисткăн хисеплĕ ят çукпа пĕрех. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисткисĕр пуçне. Тĕлĕнмелле. Кăмăл пусăрăнать. Хаклама пĕлместпĕр эпир хамăр халăхăн хаклă çыннисене.
Е. Николаева.