АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă йăлапа, çĕнĕ тĕллевпе

10 ноября 2010 г.

Шупашкарта, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче республикăри агропромышленность комплексĕнче вăй хуракансене чысларĕç.

«Алран кайми аки-сухи...» - чăвашсен авалхи юррипе уçăлчĕ çĕр ĕçченĕсен уявĕ. Мăнаçлăн та илемлĕн янăраса юрă кашнин чĕрине хускатрĕ, кăмăла çĕклерĕ. Кăçал çанталăк ял хуçалăхĕнче вăй хуракансен чăтăмлăхне, вăй-хăватне тĕрĕслерĕ тейĕн. Çичĕ хут тар кăларса тăрăшсан та ĕмĕтленни, палăртни пурнăçланаймарĕ. Çапах çакă хресчене çапса хуçаймĕ. Малашлăха шанса-ĕненсе пурăнать вăл. Йывăр тапхăрта патшалăх пулăшса тăни те шанăç кÿрет. ЧР ял хуçалăх министрĕ С.Павлов каланă тăрăх 2010 çулта федераципе республика бюджечĕсенчен АПКна 2, 4 млрд тенкĕ уйăрнă. Çав шутра шăрăх çанталăка пула шар тÿснисене пулăшма та, выльăх апачĕ, кĕрхи культурăсен вăрлăхĕпе химикатсем туянма та. Унсăр пуçне ытти пулăшу 907, 3 млн тенкĕпе танлашнă. Кăçалхи ноябрь тĕлне 15, 1 млрд тенкĕлĕх кредит явăçтарнă.

Çанталăк условийĕсем республикăри ял хуçалăх отраслĕн кăтартăвĕсене палăрмаллах чакарнă. Тĕш тырă пĕлтĕрхин - 22, 2, çĕр улми 42, 1 проценчĕ чухлĕ пухса кĕртнĕ. Шел, аш-какай, сĕт, çăмарта илесси те япăхланнă.

Çапах пĕр пек условисенчех «Исток» агрофирма «Патăрьел районĕ, ертÿçи А.Илюткин», «Комсомольски пахча çимĕçĕ» пĕрлешÿ «М.Шарафутдинов», В.Семеновпа «Куславкка» Г.Ямуков «Вăрмар» фермер хуçалăхĕсем пĕлтĕрхинчен ытларах чĕр тавар илме пултарнă. Министр ĕçре пысăк ÿсĕмсем тунă В.Яковлев «Сĕнтĕрвăрри районĕ», Н.Тихонов «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» комбайнерсене те асăнмасăр иртмерĕ. Вырмара вĕсем пин тонна майлă тĕш тырă вырса çапнă. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче вăй хуракансен те кăтартăвĕсем аван. Етĕрне енчи «Родина» хуçалăхри Л.Храмовăпа В.Волкова ĕне пуçне ултă пин килограмм ытла сĕт сунă. Вĕсенчен Элĕк районĕнчи «Новый путь» хуçалăх доярки М.Тихонова та юлмасть. 31 çул фермăра вăй хурать вăл. Районта чи лайăх дояркăсенчен пĕри. Л.Павлова «Елчĕк районĕ, «Сатурн»», Н.Сенькина «Елчĕк районĕ, «Прогресс»», А.Мереськина «Хĕрлĕ Чутай районĕ, «Коминтерн»», Г.Сергеева ««Авангард» пĕрлешĕвĕн «Цивильский бекон» филиалĕ» тата ытти выльăх-чĕрлĕх ĕçченĕсем те ăшă тав сăмахĕсене тивĕçлĕ.

Уявра республикăри ял хуçалăхне çĕклессишĕн ырми-канми вăй хунă тава тивĕçлĕ ветерансене мĕнле асăнмасăр иртĕн-ха; А.Айдак «Етĕрне районĕ, «Ленинская искра»», П.Давыдов «Муркаш районĕ, «Ударник»», А.Новикова «Хĕрлĕ Чутай районĕ, «Коминтерн»» тата ытти ертÿçĕ тăван еншĕн, халăхшăн пысăк йĕр хăварма пултарчĕç.

АПКра инвестиципе усă курса производствăна çĕнĕлле йĕркелесси те сарăлса пырать. «Акконд» фирма «ертÿçи В.Иванов», Вăрнарти аш-какай комбиначĕ «Ю.Попов», «Суар-2» предприяти «А.Никаноров», «Юрма» «В.Ермолаев», «Ольдеевская» «Е.Беликова» агрофирмăсем, «Чăваш бройлерĕ» пĕрлешÿ «В.Николаев» юлашки тапхăрта палăрмаллах çĕнелсе улшăннă, производство калăпăшне ÿстернĕ.

Ял сăн-сăпачĕ те çĕнелсе пырать. Такăр çул, çут çанталăк газĕ, тĕслĕх библиотеки, физкультурăпа спорт комплексĕсем ялта пурăнакансен пурнăçне интереслĕ те туллирех тăваççĕ, çăмăллатаççĕ. Уйрăм хушма хуçалăх тытакансем çăмăллăх кредичĕпе усă курасси ÿссе пырать.

Хальхи вăхăтра тĕп тĕллев - выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи кăтартусене упраса хăварасси, 2011 çулччен мĕнпур çĕре пусă çаврăнăшне кĕртесси, çĕнĕ инвестицисем явăçтарасси. Паллах, уй-хире шăварассине те чĕртсе тăратмалла.

- «Çирĕп вăй-халпа сăртран та уй-хир тума пулать» тенĕ халăхра. Хресчен кăмăлне нимĕнле йывăрлăх та хуçаймĕ, - терĕ С.Павлов пухăннисене саламланă май.

Чăваш Ен Президенчĕ М.Игнатьев республикăри аграрисене виçĕ паллă уяв - Халăх пĕрлĕхĕн, Турă Амăшĕн Хусан турăшĕн тата, паллах, çĕр ĕçченĕсен професси кунĕсем - ячĕпе чун-чĕререн, ăшшăн саламларĕ. Михаил Васильевич тухăçлă ĕçлекенсене, умри йывăрлăхсене пĕрле татса паракансене патшалăх малашне те пулăшма хатĕррине пĕлтерчĕ:

«Кăçал Кубань тăрăхĕнчи аграрисене тухăçа страхланă тăкака саплаштарма федераци тата край бюджечĕсенчен 117, 94 млн тенкĕ уйăрнă. Чăваш Енри çĕр ĕçченĕсем 212 млн тенке тивĕçнĕ. Кубаньпе Чăваш Ен çĕрĕсене танлаштарăр-ха.

Пирĕн тĕллев - ял хуçалăх производствине çĕнĕ йышши энерги ресурсне перекетлекен мелиораци тытăмне кĕртесси, çĕр улми тата пахча çимĕç туса илмелли лаптăксене ÿстерсе тивĕçлĕ тупăш илесси.

Çĕршывăн тĕп хулинчи партнерсемпе тухăçлă ĕçлекен предприятисене тав тăватăп. Çак кунсенче Кремльте иртнĕ «Тухăç-2010» уявра Мускав правительстви Чăваш Енри ял ĕçченĕсем паха апат-çимĕç туса илессипе, тивĕçтерессипе шанчăклă пулнине палăртнă. Çакă питĕ аван, сире саламлатăп, ĕçĕршĕн тав тăватăп.

Çакна палăртма та кăмăллă: пурăнмалли тата ĕçлемелли условисем туса панă май яла çамрăксем таврăнма тытăнчĕç. Çамрăксене шанмалла. Çĕнĕ техникăпа пысăк квалификациллĕ специа-листсен ĕçлемелле.

Уяв ячĕпе сире! Çирĕп сывлăх, йывăр та пархатарлă ĕçре шанăç тата çĕнĕ çитĕнÿсем сунатăп!»

Ĕçре палăрнисене президент патшалăх наградисем пачĕ. Экономика ăмăртăвĕнче çĕнтернĕ районсемпе предприятисем те дипломсем, преми илме тивĕçрĕç.

Савăнăçлă уява пуçтарăннисем республикăри тирпейлекен предприятисен продукцийĕсене курма-туянма пултарчĕç. Юрă-ташă ăстисен пултарулăхĕпе киленчĕç. Чăвашсен йăли-йĕркипе ĕлĕкрен уй-хир ĕçĕсем вĕçленсен «Кĕр сăри» ирттернĕ. Çак кун çĕнĕ тырăран çăкăр пĕçернĕ, сăра вĕретнĕ. Халĕ те ырă йăлана манса каймарĕç, уява пухăннисене çĕнĕ çăкăрпа, сăрапа сăйларĕç.

Л.Никитина.

Сăн ÿкерчĕксенче уяв саманчĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика