10 ноября 2010 г.
Вун-вун мăшăр куç вĕрентекене тимлĕн сăнать. Унăн кашни сăмахне ăша хывма тăрăшаççĕ ачасем. Класра шăна вĕçни илтĕнет тейĕн. Çакă педагога хисепленипе, предметне юратса вĕреннипе çыхăннă. Ирина Геннадьевна Семенова сассинче çирĕплĕх сисĕнет, кашни сăмаха ăнланмалла, уçăмлăн калама тăрăшать вăл, йывăр темăпа та кăсăклантарса яма пĕлет. Урок иртнине сисместĕн те. Чăн-чăн педагог теес килет ăна. Ĕçне чун-чĕререн юратса, вăй-халне шеллемесĕр туса пыракансене ачасем уйрăмах туяççĕ. Вĕрентекене кура вĕсем те пĕлÿ патне туртăнаççĕ.
Ирина Семенова Вăрнар районĕнчи Çĕрпелте çуралса ÿснĕ, шкулта тăрăшса вĕреннĕ.
- Истори предметне уйрăмах кăмăллаттăм. Аслă шкула та çак енĕпех кайма ĕмĕтленнĕ. Шел, хăюлăх çитеймерĕ пулас, чăваш чĕлхипе литературине суйласа илтĕм, - аса илет вăл. - Халĕ уроксене историпе, ытти предметпа çыхăнтарса вĕрентме тăрăшатăп.
И.Семеновăн хушма пĕлĕвĕ - музей ĕçченĕ-тавра пĕлÿçĕ. Пĕр вăхăт шкулти музее те ертсе пынă. 1997 çултанпа Санарпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вăй хурать. Аслă шкул дипломне илнĕ хыççăн килнĕ кунта вăл. Тек куçса çÿремен, çанă тавăрсах çак профессие алла илнĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмри ачасемпе пĕр чĕлхе тупма талантлă педагог кăна мар, психолог та пулмалла. Ирина Геннадьевна кĕçĕн тусĕсен ăс-тăнĕ патне тахçанах çул хывнă. Кашни урокĕнче çĕнĕлĕх, тĕлĕнмелли, ăса хывмалли пайтах. Темăна уçса пама компьютерпа, медиапроекторпа, ытти кăтарту пособийĕсемпе анлă усă курать. Аслă юлташĕ ертсе пынипе ачасем презентаци хатĕрлеççĕ, тĕпчев ĕçĕсем çыраççĕ... Вăл тăван чĕлхене, литературăна анлăрах вĕрентме, çамрăксен тавра курăмне сарма тăрăшать.Сывлăхпа чăваш чĕлхи хушшинче мĕнле пĕрпеклĕх пур? Пĕр-пĕринпе пач çыхăнман ăнлавсем темелле. Анчах педагогшăн мар. Вĕренекенĕсем çирĕп сывлăхлă пулма мĕн тумаллине сÿтсе явнă май калаçура илемлĕх мелĕсемпе, танлаштарусемпе усă кураççĕ.
- Класри ачасен пĕлĕвĕ тĕрлĕрен. Ăна кура кашнине уйрăм задани пама тăрăшатăп. Вăйлăраххисем кăткăсрах ĕç пурнăçлаççĕ, - ăнлантарать вăл. - Шел, чăваш чĕлхипе методика материалĕсем çителĕксĕр. Вырăссенне «чăвашлатса» усă куратпăр. Кĕçĕннисемпе уроксене вăйă майлă йĕркелеме акăлчансенне илетпĕр.
- Тăван чĕлхене çамрăксем çиелтен, ячĕшĕн вĕренме хăтланни, иккĕмĕшле предмет вырăнне хуни сисĕнмест-и?
- Анне чĕлхинчен ютшăнни - хамăр халăхран, çĕртен писни, вăтанни. Чăн та, пĕр вĕçĕм телевизор, компьютер умĕнче ларнипе-и, ачасем чăвашла сахалрах калаçни сисĕнет. Вырăс чĕлхи витĕмĕ те вăй илсе пырать. Çамрăксем вырăсла шухăшласа калаçаççĕ. Таса литература чĕлхипе усă куракансем сахал. Мĕн тăвас тетĕн, пурнăç улшăнать. Чăваш чĕлхине упраса хăварасси вĕрентекенрен кăна мар, çемьерен те килет. Ялтан тухса кайнисем хăвăрт «вырăсланни» тĕлĕнтерет. Пĕррехинче ĕçе вырнаçма çамрăк учительница çитрĕ. Çак тăрăхран тухнă хĕр хăйĕнпе вырăсла калаçса паллаштарма тытăнчĕ. «Олеся, _ терĕм ăна пÿлсех, - эсĕ ялта çуралса, чăвашла калаçса ÿснĕ вĕт?» Тÿрех ăнланчĕ, унтан чип-чиперех чăвашла пуплеме пуçларĕ.
И.Семенова вĕренекенĕсене тăван чĕлхепе урамра, шкулта кăна мар, сцена çинче те, хулара та хăюллăнах усă курма хăнăхтарать. Район, республика шайĕнче иртекен конкурссенчен час-часах çĕнтерÿпе таврăнаççĕ вĕсем. Наукăпа практика конференцийĕсене Санарпуçĕнчен 3-4-шар ача хутшăнать. Педагог çамрăк журналистсен кружокне ертсе пырать. Кружокра тĕрленчĕксем, статья, сăвă çырма хăнăхаççĕ. Çыравçăсен хайлавĕсем «Çĕнтерÿ çулĕ», «Тантăш» хаçатсенче час-часах пичетленеççĕ. Раççейри тĕп кăларăмсене те çул хываççĕ вĕсем. Пулас журналистсен материалĕсем «Учительская газета» хаçатра та кун çути курнă ĕнтĕ.
Вĕренекен вĕрентекене пăхать тенĕ. Санарпуçĕнчи шкулта аттестат илнисенчен пурнăçне педагогикăпа, тăван чĕлхепе, литературăпа çыхăнтаракансем чылай. Кăçал акă каллех иккĕн çак енĕпе кайнă. Хăшĕ-пĕри ытти факультетра лайăх вĕренсе пынă çĕртех чăваш чĕлхине вĕренме куçнисем те пур. И.Семенова несĕлсен чĕлхине, йăли-йĕркине упраса хăварассишĕн ырми-канми тăрăшнин çимĕçĕ мар-и çакă; Кăçал Ирина Геннадьевна ЧР Президенчĕн грантне илме тивĕçни чăннипех пысăк çитĕнÿ. Юратнă педагогĕшĕн вĕренекенĕсемпе ĕçтешĕсем чунтан савăннине пытармарĕç.
- Пултаруллă, ĕçчен, хастар, - терĕç вĕсем ăна хакласа. - Чăн-чăн вĕрентекен.
Л.Никитина.
Сăн ÿкерчĕкре И. Семенова
вĕренекенĕсемпе.