10 ноября 2010 г.
Тăван чĕлхене ачаран хисеплеме, юратма вĕрентмелле тени тĕрĕсех. Хурçа та хĕрнĕ чух туптаççĕ-çке. Çĕнĕ самана варкăшĕпе çирĕм çул ытла республикăри хула шкулĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентеççĕ. Ÿсĕм палăрать-ши паян? Тăван чĕлхе ыйтăвне сÿтсе явма эпир хамăр тĕпеле Шупашкарти 37-мĕш шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекен Р.И.Прокопьевăна чĕнтĕмĕр. Римма Ивановна тĕп хулари чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен ассоциацийĕнче «Çамрăк учитель шкулĕ» секцие ертсе пырать. Вăл- аслă категориллĕ учитель, РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ.
- Римма Ивановна, çамрăк вĕрентекенсем хула шкулĕсене ĕçлеме юлаççĕ-и?
- Чăваш патшалăх педагогика университечĕ те, Чăваш патшалăх университечĕ те çулсеренех чылай специалист хатĕрлесе кăларать. Анчах та чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем хулари шкулсене юлмаççĕ. Паллах, ачасемпе ĕçлеме çăмăл мар. Унсăр пуçне тăван чĕлхе учителĕсен ытти предмета вĕрентекенсенчен «пĕр картлашка» çÿллĕрех шайра пулмалла: чăвашла та, вырăсла та илемлĕ, тĕрĕс калаçма пĕлмелле. Чăваш пулнăран хăраса, мĕскĕнленсе çÿремелле мар. Хамăра кăтартас тесен педагогика канашлăвĕсенче, конференцисенче тухса калаçмалла. Пĕтĕмлетсе каласан, пур енĕпе те маттур пулмалла. Шел те, хальхи студентсене питех мухтаймăн. Практикăна çÿрекенсем те савăнтармаççĕ çав. Чылай сăмаха йăнăш çыраççĕ. Вĕсенчен мĕнлерех вĕрентекен пулĕ-ши?
Çамрăк учительсене уçă уроксене чĕнетпĕр, сĕнÿ-канаш паратпăр, дидактика материалĕсемпе пулăшатпăр. Вĕсен урокĕсене те çÿретпĕр. Тăрăшуллă çын хăех пулăшу ыйтма килет, ĕçлес тесе ăнтăлать.
- Хула шкулĕсенче чăваш чĕлхи анне чĕлхи вырăнĕнчех-ши паян; Ют чĕлхе пек вĕренмеççĕ-ши ăна ачасем? Кирлĕ шая лартас тесен мĕн тумалла?
- Чăваш чĕлхине хисеплесси шкул директорĕнчен нумай килет. Эпĕ 37-мĕш шкулта 1992 çултанпах ĕçлетĕп. Çак хушăра виçĕ директор улшăнчĕ. Виççĕшĕ те тăван чĕлхене анне чĕлхи вырăнне хурса хисепленĕ. А.Николаева, сăмахран, чăвашла пĕлмен тата чăваш тумĕ çук çынна ĕçе те илмен. Халĕ директор Р.Соснова. Шкулта тахçантанпах фольклор ушкăнĕ ĕçлет. Унта вĕрентекенсем çÿреççĕ. Икĕ çул каялла пирĕн ĕç-хĕлпе паллашма Китайран та килчĕç. Тăван юрă-ташăпа савăнтартăмăр вĕсене. Хăйсен шухăш-кăмăлне, тĕлĕнĕвне Китай хаçат-журналĕнче пичетленĕччĕ каярах.
Чăваш чĕлхине аталантарма, вĕрентме пирĕн шкулта çав тери лайăх лару-тăру. Учительсен 80 проценчĕ чăвашлах калаçать. Çавăнпа вĕренекенсем те анне чĕлхинчен ютшăнмаççĕ.
Паллах, хулари пур шкулта та çакнашкал ÿкерчĕк кураймăн. Лицейсемпе гимназисенче чĕлхене «алăк умĕнчен тĕпелелле ирттермеççĕ». Тĕрĕссипе, вĕрентекенсен айăпĕ те пур çакăнта. Нимĕн те пĕлмен ачана мĕншĕн «4» тата «5» лартса памалла; Хамăртан култарни мар-и çакă;
Манăн, сăмахран, чăваш чĕлхине лайăх тата япăх пĕлекен ушкăнсем пур. Эпĕ вĕсемпе çанă тавăрсах ĕçлетĕп. Япăх пĕлекенсем лайăххисен шайне туртăнни савăнтарать.
Хула шкулĕсенче çирĕм çул ытла чăвашла вĕрентетпĕр пулин те пĕр вырăнтах тапăртатса тăни пăшăрхантарать, паллах. Тăван чĕлхе ыйтăвне патшалăх шайĕнче татса пама вăхăт. Паян чăваш чĕлхи çамрăксене кирлех мар. Вырăсла, акăлчанла пĕлсен пур çĕрте те алăк уçă.
Лару-тăрăва улăштарас, чăваш чĕлхине пĕлекен ачасен малашлăхне лайăхлатас тесен училище-техникума, аслă шкула вĕренме кĕнĕ чухне çамрăксен чăваш чĕлхипе пĕр-пĕр хушма ĕç пурнăçлама май пулмалла. Экзамен пек мар, калаçу евĕрлĕрех ирттĕр вăл. Чи пултаруллисене суйласа илмелле.
Чăваш чĕлхи урокĕсене кĕскетнипе малалла мар, каялла каятпăр. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче пуçламăш классенче тăван чĕлхене эрнере 3 сехет вĕрентеттĕмĕр, кăçал вара 2 анчах. Унсăр пуçне 10-11-мĕш классенче чăваш литературине вĕрентме пĕр сехет çеç уйăрнă. Филологи класĕсенче акăлчан чĕлхине вара эрнере 6 сехет «шĕкĕлчеççĕ» ачасем. Пĕр сехет хушшинче мĕнле пĕлÿ пама пулĕ-ши?
Вырăс шкулĕсенче тăван чĕлхене кирлĕ шайра вĕрентес тесен нумай çул ĕçлекен учительсен ушкăнне йĕркелемелле. Шăпах вĕсен опычĕпе ĕçре усă курмалла. Сăмахран, Г.Абрамовăран вĕренмелли чылай. Вăл хатĕрленĕ учебниксем, методика кăтартăвĕсем çитмеççĕ. Вĕсемпе республика тулашĕнчи шкулсем те анлăн усă кураççĕ.
- Тăван чĕлхе учителĕсене сĕнÿ-канашпа пулăшакансем пур-и?
- Йывăр вăхăтра алă тăсса паракансем çукпа пĕрех. Категори илмешкĕн питĕ кăткăс. ЕГЭ ыйтăвĕсенче хула шкулĕсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен учительсем валли пĕр кирлĕ ыйту та çук. Унсăр пуçне чĕлхе саккунĕсене, грамматикăна çулсерен улăштарни те чăрмантарать. Пĕр кĕнекере пĕр тĕрлĕ çыраççĕ, тепринче - тепĕр тĕрлĕ. Ял ачи чăвашла ăнланать те утмăл турата «василек» тесех куçарать. Хула ачи вара «шестьдесят веток» тет. Вĕренекен пуçне арпаштаракан çакнашкал тĕслĕх туллиех пирĕн. Вĕсенчен хăтăласчĕ.
- Римма Ивановна, хăвăрăн ачăрсем чăвашла пĕлеççĕ-и?
«Чăваш чĕлхи Канаша çитме çеç кирлĕ» тенипе çырлахатăр-и?
- Манăн пĕртен-пĕр ача. Вăл Лена ятлă. Чăваш педагогика университетĕнче вĕреннĕ вăхăтрах Америкăра виçĕ çул пурăнчĕ, ĕçлерĕ. Халĕ Финляндире ăс пухать, магистр-управленец специальноçа алла илет. Акăлчан чĕлхине шкулта вĕреннĕ чухнех юрататчĕ. Тăван чĕлхене манмасть. Телефонпа чăвашлах калаçатпăр.
Тăван-пĕтенĕн ачи-пăчи те чăвашлах пуплет. Анне патне, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Карапаш ялне, пуçтарăнсан вĕсен калаçăвне итлесе савăнатăп. Чĕлхерен ютшăнмаççĕ çамрăксем. Геннадий Волков ăсчахăмăр калашле «Çĕленĕн те хăйĕн чĕлхи пур. Çăхан та хăйĕн юррине манмасть. Икĕ чĕлхе - икĕ ăс, виçĕ чĕлхе - виçĕ ăс. Ăслă пулар эппин! Тĕнче çине тарăнрах та анлăрах пăхар!»
Паллах, чăваш чĕлхи паян Канаша çеç мар, Шупашкара та илсе çитерет. Анчах та «тăван чĕлхе пĕтмест» текенсене хирĕçлес те килет манăн. Малашне те çак йĕркепе пурăнсан ЮНЕСКО палăртни чăна тухĕ. Ахальтен мар-çке пире пĕтекен чĕлхесен йышне кĕртнĕ. Ку ÿкерчĕке вара хула урамĕсенче те курма пулать, ытларах вырăсла пуплетпĕр. Ял калаçăвĕ те «çÿпĕленчĕ». «Чебоксара пĕрремĕш рейспа килес тесен тăваттăрах тăмалла, а то запросто опоздать тăватăн» тенине час-часах илтме пулать. Çавăнпа та чĕлхене сыхласа хăварас тесен пĕрин кăна мар, пурин те тăрăшмалла: хресченĕн те, учителĕн те, патшалăх ертÿçин те. Ун чухне тинех пин чĕлхеллĕ туслă халăх хушшинче чăвашлах калаçса çÿреме пултарăпăр эпир.
В.Петрова.