10 ноября 2010 г.
Шупашкарти 26-мĕш ача-пăча сачĕ кăçал Чăваш Ен Президенчĕн грантне çĕнсе илни нумайăшне савăнтарнă. «Чăннипех пуçаруллă, чăтăмлă педагогсем вăй хураççĕ кунта», - хаклать вĕсен ĕçне кĕçĕннисен ашшĕ-амăшĕ те.
Республикăри хăлха япăх илтекеннисен пĕртен-пĕр ача-пăча садне районсенчен те çÿреççĕ. Ашшĕ-амăшĕшĕн, çут çанталăк кÿрентернĕ ачасемшĕн чăн-чăн çăлăнăç ку. Опытлă педагогсем тăрăшнипе пĕчĕккисем пурнăçран юлмаççĕ, ыттисемпе калаçма-хутшăнма вĕренеççĕ, аталанаççĕ. Эпĕ лайăх пĕлекен пĕр çемье хăйĕн тĕпренчĕкĕ чирлипе ялтан хулана куçрĕ, хĕр пĕрчине çак сада вырнаçтарчĕ. «Учительте ĕçленĕ пулин те хам ача умĕнче çухалса кайрăм. Вăл хăлхи илтменрен тантăшĕсенчен кая юлса аталаннине, калаçайманнине ăнланса илтĕм, анчах ятарлă пĕлÿ çуккипе ниепле те пулăшаймарăм», - каласа парать амăшĕ. Опытлă педагогсем хĕр ачана шăплăх тĕнчинчен туртса кăларма пулăшнах. Халĕ Маша ятарлă шкулта вĕренет. Шыв юххи пек шăнкăртатса калаçаймасан та майĕпен чĕлхи уçăлса пырать, чи кирли - илтме тытăнни.
26-мĕш ача садне 1999 çулта хута янă. Вăл 60-мĕш çулсен пуçламăшĕнче çĕклесе лартнă çуртра вырнаçнă. Кивĕ çурт-йĕре тĕпрен çĕнетсе юсанă, кĕçĕннисене йышăнма хатĕрленĕ. Халĕ кунта 26 ача хÿтлĕх тупнă. Иккĕрен пуçласа çичĕ çулчченех çÿреççĕ. Пĕчĕккисем садра талăкĕпех юлма е вăхăтлăха пырса кайма пултараççĕ. Çакă ашшĕ-амăшĕшĕн те, ачисемшĕн те меллĕ. Уйрăмах аякра пурăнакансемшĕн. Кунта ача-пăча вăхăта выляса-савăнса кăна ирттермест, вĕренет, аталанать. Шăплăх тĕнчинче пурăнакансемпе ĕçлеме çăмăл мар. Шел, йывăр чире пур чухне те сыватма çук. Кĕçĕн тусĕсем шăплăхра çухалса ан кайччăр тесен воспитательсен, педагогсен вĕсене ăнланма, вĕсемпе хутшăнма пĕлмелле. Çак вăрттăнлăха ашшĕ-амăшне те вĕрентеççĕ. «Ача çемьере хăйне пĕччен ан туйтăр», _ теççĕ вĕсем.
Пурнăç çулĕн чи малтанхи утăмне вара шăпах ача садĕнче тăваççĕ те кĕçĕннисем. Вĕрентÿ ĕçне 13 педагог - пурте квалификациллĕ специалистсем - хутшăнаççĕ. Вероника Хаялутдинова ертÿçĕ, Тамара Кленофонтова, Ангелина Буланкова, Олимпиада Московкина, Валентина Васильева, Алла Григорьева, Екатерина Крылова, Ольга Алексеева, Надежда Кальметова, Нина Соловьева тата ытти воспитательпе педагог тав сăмахĕсене тивĕçлĕ.
Ачасем кунта эрнере пилĕк кун талăкĕпех пулнипе вĕсен пушă вăхăтне тулли те усăллă йĕркелеме тăрăшаççĕ. Садра чăн-чăн çемье ăшши сисĕнет. Канмалли кунсенче хăнăхнă çĕртен, аслă тусĕсенчен уйрăлас та килмест ача-пăчан. Иккĕмĕш кил, атте-анне вырăнĕнчех-çке вĕсем.
Хăлха илтменнисене вĕрентме çăмăл мар. Иртнĕ çул ача сачĕн коллективĕ «Открой мир радуги звуков» проект хатĕрленĕ. Унта хăлха илтмен ачасен калаçу чĕлхине компьютер пулăшăвĕпе мĕнле аталантармаллине тĕплĕн ăнлантарса панă. Проект хăлха япăх илтекен е пач илтмен ачасене вĕрентес, калаçăвне йĕркелес ĕç пахалăхне ÿстерме пулăшать. Педагогсем çĕнĕлĕх-пе час-часах усă кураççĕ. Унăн пулăшăвĕ куç кĕретех, кĕçĕннисен аталанăвĕ, тавра курăмĕ ÿссех пырать. Çак проект республикăри вĕренÿ тата çамрăксен политикин конкурсĕнче те çĕнтернĕ.
Пĕччен сурнă - типсе пынă, халăх сурнă - кÿлĕ пулнă тенĕ. 26-мĕш ача садĕнче вăй хуракансем воспитани, вĕрентÿ, коррекци ĕçне-хĕлне ашшĕ-амăшне те явăçтараççĕ. Пĕрле çивĕч ыйтусене татса параççĕ, мероприятисем йĕркелеççĕ. Çемье - ача - ача сачĕ йĕркепе ĕçлесе пыни пĕр-пĕрне лайăхрах ăнланма пулăшать те.
Л.Никитина.