АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăвă-юрă каçĕ

10 ноября 2010 г.

Çут çанталăк - тĕлĕнмелле пулăм. Кирек хăш вăхăтра та хăйне май илемлĕ вăл. Хĕлле пас тытнă йывăçсем çинчен куç илейместпĕр. Çуркунне сад-пахча шап-шурă шупăрпа витĕнет. Ем-ешĕл чатăрпа пĕркеннĕ çу кунĕ пыл шăршиллĕ, пин-пин чечеклĕ... Ахальтен мар çут çанталăкăн кирек хăш вăхăчĕ те поэтсене ĕмĕр-ĕмĕр илĕртнĕ, чĕрисенче çĕнĕ туйăмсем вăратса сăвă çырма хавхалантарнă.

Çак кунсенче Муркаш лицейĕн вĕренекенĕсем Муркашри ял тăрăхĕсен тĕп библиотекин вулав залне «Кĕрхи сăвă-юрă» каçа пуçтарăнчĕç. Поэзи уявĕ тĕлне вулавăшра «Кĕркунне - тупмалли юмахсемпе кĕтретсен тапхăрĕ» ятпа пуян курав йĕркеленĕ. Чăн-чăн кĕркунне хуçаланчĕ залра. Урамра çанталăк кăштах тулашатчĕ, сивĕ çил çулçăсене айăн-çийĕн тустаратчĕ пулсан та кĕр шăршиллĕ пÿлĕмре питĕ лăпкăччĕ. Чуна ăшăтакан, тунсăхлаттаракан кĕвĕ янранă май ачасем XIX тата XX ĕмĕрсенче пурăннă поэтсем хывнă сăвăсене вуларĕç. Кĕрхи темăпа çыхăннă слайдсемпе те паллашма май пулчĕ уяв каçĕнче. С.Есенинăн «Не жалею, не зову, не плачу...», «Отговорила роща золотая» сăввисем тăрăх çырнă юрăсем залра ларакансене тыткăна илчĕç. Поэзи каçĕ вĕçленсе пынă май çут çанталăкăн тĕлĕнмелле хитре вăхăчĕ - кĕркунне - çинчен хывнă произведени авторĕсене кам лайăхрах пĕлнине кăтартакан конкурс иртрĕ.

«Иртнине тавăратпăр»

Юлашки çулсенче тавра пĕлÿ ĕç-хĕлне пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Сентябрьтен пуçласа октябрь уйăхĕччен Муркаш районĕнчи вĕренÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ пухакансем «Иртнине тавăратпăр» ятпа республикăри ача-пăча краеведени экспедицийĕн районти конкурсне хутшăнчĕç. Ăна паллă тюрколог тата чĕлхеçĕ, 17 томлă «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки» авторĕ Н.И.Ашмарин 140 çул тултарнине халалланă.

Районти экспедици тапхăрĕнче шкулти тавра пĕлÿ отрячĕсем тĕпчев ĕçĕсен темисемпе материал пухнă, дневниксем хатĕрленĕ.

Районти вĕренÿ пайĕнче пирвайхи тура 6 отряд хутшăннă. Тĕпчев ĕçĕсем пĕри тепринчен интереслĕрех пулнине палăртмалла. Экспедицие хутшăннисем хăйсен дневникĕсене хÿтĕленĕ, тĕпчев çул-йĕрĕн карттипе паллаштарнă, çул çÿревре тупнă хаклă йышши 3 экспоната ÿкерчĕк тăрăх сăнласа кăтартнă. Юнкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти «Шыравçăсем» отряд Н.И.Ашмаринăн тăван тăрăхне, Чулхула облаçĕнчи Кăрмăш ялне çитсе килнине те ырламалла. Ачасем кунта пурăнакансемпе тĕл пулса калаçнă, паллă вырăнсене çитсе курнă. Ярапайкасси шкулĕн отрячĕ ял тăрăхĕнче тĕл пулакан географи ячĕсене тĕпчесе Н.И.Ашмарин словарĕнче тĕл пулакан топонимсемпе танлаштарнă. Ытти отрядсен ĕçĕсем те аван, çапах та пĕтĕмĕшле кăтартусем тăрăх Ярапайкассинчи «Шыравçăсем» _ чи лайăххисем. Хăйсен ĕçĕпе вĕсем краеведени экспедицийĕн республикăри тапхăрне хутшăнĕç.

Кам лайăхрах пĕлет?

Раççей тата Чăваш Ен патшалăх символикине кам лайăхрах пĕлет; Çак тĕлĕшпе Муркаш район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт пайĕ шкулта вĕренекенсем хушшинче конкурс ирттернĕ.

«Литература пултарулăхĕ «проза, поэзи»», «Тĕпчев ĕçĕсем», «Декораципе ал ĕç искусстви», «Манăн район, хула, ял, шкул гербĕ» номинацисем тăрăх иртнĕ конкурс шкул ачисене РФ тата ЧР патшалăх символĕсен историне лайăхрах пĕлме пулăшать.

Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрне 500 ытла ача хутшăннă. Иккĕмĕшне 56 ĕç тăратнă, вĕсенчен виççĕмĕш «республикăри» тапхăр валли 16 ĕç суйласа илнĕ.

Конкурс çĕнтерÿçисен хушшинче - Шурчари, Кашмашри, Хорачкари, Çатракассинчи, Юнкăри, Нискассинчи шкулсен, çавăн пекех хушма пĕлÿ паракан учрежденисен вĕренекенĕсем.

Район конкурсне тăратнă ĕçсенчен вĕренÿ пайĕнче курав йĕркеленĕ.

Йывăç ларт та ăна упра

Муркашсем кĕркунне-çуркунне йывăç лартса хăварассипе уйрăмах хастар. Мăн Сĕнтĕрсем пĕр кун хушшинче 400 хырпа чăрăш лартни пирки хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ эпир. «Йывăç кунĕ» акци ку тăрăхра кăçал та пĕр уйăхах тăсăлнă. Районти пĕр вĕренÿ учрежденийĕ те айккинче юлман. Вĕренекенсемпе педагогсем уйăх тăршшĕпех йывăç лартнă, территорие тасатнă, ÿсекен ăрăва экологи воспитанийĕ парассипе класс тулашĕнчи мероприятисене ирттернĕ. «Йывăçа упра» ятлă плакат, буклет, листовка, ÿкерчĕк, ал ĕç номинацийĕсемпе ирттернĕ акцире Йÿçкасси, Шомик, Катикасси, Шурча, Шетмĕпуç шкулĕсенче вĕренекенсем мала тухнă. Йывăç-тĕм лартса хăварни кăна сахал. Вĕсене пăхса-сăнасах тăрĕç. Çулсерен çакнашкал ырă та пархатарлă ĕçе хутшăнни ача-пăчана вĕренÿре хавхалантарать, тĕрĕс çул-йĕр çине тăма, çут çанталăка, тăван тавралăха упрама, юратма хистет.

Е.Атаманова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика