03 ноября 2010 г.
Николай Кириллович Кириллов - Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ректорĕ, ветеринари наукисен докторĕ, профессор. Вăрнар районĕнчи Авруй ялĕнче пысăк çемьере ÿснĕ. Шкул хыççăн Вăрнарти совхоз-техникумра ветеринар пулма вĕреннĕ. Совет çарĕнче службăра тăнă. Пăрачкав районĕнче фельдшерта ĕçлесе пăхсан малалла ăс пухма шут тытнă, Хусанти Н.Э.Бауман ячĕллĕ ветеринари институтĕнчен «пиллĕк» паллăсемпе çеç вĕренсе тухнă. Аспирантурăра вĕренсе наука кандидачĕн диссертацине хÿтĕлесен тăван республикăна таврăннă. 1980 çултанпа ял хуçалăх академийĕнче, çирĕм çула яхăн - ректор ĕçĕнче.
Çак çулсенче Н.К.Кириллов биологипе ветеринари наукисене пысăк витĕм кÿнĕ, 300 ытла наука ĕçĕ, 36 монографи, чылай вĕрентÿ пособийĕ çырса хатĕрленĕ.
Паян вăл пирĕн хаçат хăни. Сăмах-юмахăмăр, паллах, ял хуçалăхĕн ĕнерхи, паянхи ĕçĕ-хĕлĕпе пуласлăхĕ пирки.
ĔНЕР
- Николай Кириллович, совет саманинче пирĕн пĕтĕм экономика плана пăхăнса тăратчĕ: çапла акаттăмăр, пуçтараттăмăр, патшалăх пÿлмине ăсататтăмăр. Шÿтлерех каласан, планпа вăранаттăмăр, унпах çывăрма выртаттăмăр.
- Ятарлă план кирлех. Анчах вăл ĕçлекеншĕн пулмалла, пуçлăхсемшĕн мар. Эпир лайăххинчен япăххине хăвăрт куçатпăр вĕт. План çырсассăн ăна - хăть вилсе кай - пурнăçла. Çаплаччĕ ĕлĕк. Тĕрĕссипе, кашни çемье хăйĕн планĕпе пурăнать: кăçал кама пальто илсе памалла, кама - атă-пушмак, теприне кивелсех кайманнине çĕнетсе памалла... Эпир пысăк производствăра пурте хăйне хальлĕн пулса пырĕ тетпĕр. Ун пек пулма пултараймасть. План пулсан эпĕ ыран, тепĕр кун, çитес эрнере, çитес уйăхра е çулталăкра мĕн тумаллине янкăр курса тăратăп. Çавăнпа та - тепре калатăп - кирлех вăл планлани.
- Анчах та ял хуçалăхĕнче условисем пурин те пĕр мар. Акă Чăваш Енех илер. Кирлех-ши кашни районтах пĕрешкел тырă-пулă ÿстерни, выльăх-чĕрлĕх çитĕнтерни?
- Килĕшмелле кунпа. Анчах эпир пĕр-пĕринпе ĕçлеме пĕлместпĕр. Акă, калăпăр, пирĕн паян выльăх апачĕ хатĕрлесси питĕ пĕчĕк шайра. Унăн пахалăхĕ япăх. Комбикорм туса кăларакан пысăк предприятисем рецептурăна пăхăнмасăр хăйсен продукцине темĕн те пĕр хушаççĕ: пурă та пур унта, ытти япала та... Çакă апатăн пахалăхне ÿстермест. Выльăх ĕрчетекенсем кунашкал комбикорма илме хăраççĕ, çавăнпа та хăйсен хатĕрлеме тивет ăна.
Астăватăр-и, совет саманинче пысăк сысна комплексĕсем тума тытăннăччĕ. Вун пĕр е вун иккĕччĕ вĕсем Чăваш Республикинче... Вĕсене ытти хуçалăхăн апатпа тивĕçтермеллеччĕ. Рынок самани пуçлансан выльăх апачĕ хатĕрлекенсем ăна комплекссене мар, аякка хаклăрах хакпа сутма пуçларĕç. Мĕн кăтартать çак тĕслĕх? Пирĕн хуçалăхсем пĕр-пĕринпе çыхăнса, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлеме пĕлмеççĕ. Эпир çавăн пек вĕт: мĕн те пулин тăвас тăк, чи малтан хамăр хăвăрт тупăш илесси çинчен шутлатпăр, услама хамăр кĕсьене çеç хурасшăн.
Паянлăха тупăшĕ пулĕ-ха, анчах малашлăх çинчен шутласа çак тыр-пул туса илекенсен, выльăх-чĕрлĕх çитĕнтерекенсен, выльăх апачĕ хатĕрлекенсен пĕр чăмăрта, пĕр ассоциацире пулмалла. Çавăн чухне çеç эпир кама мĕн, мĕн чухлĕ кирлине пĕлсе, пĕр-пĕрне итлесе, пулăшса ĕçлеме пултарăттăмăр. Хальхи пек ăçта хаклăрах илеççĕ, çавăнта сутсассăн выльăха апатсăр хăварас хăрушлăх пур. Кăçалхи шăрăх çу хыççăн шăпах çапла пулса тухма пултарать те.
- Эпир çут çанталăк панă ырлăхпа - çĕрпе-шывпа - чиперех усă курма пĕлетпĕр-и? Экологи тĕлĕшĕнчен халĕ те суха пуçпа ĕçлени лайăхах пулĕ-ха...
- Раççейре аллă процент таран хура тăпраллă çĕр шутланать. Эпир вара гектартан çирĕм центнер тырă илетпĕр. Танлаштарса пăхар Германипе. Унта хура тăпраллă çĕр çук та темелле, анчах вĕсем гектар пуçне утмăл центнер илеççĕ. Çавăнпа тыр-пул туса илнĕ çĕрте - кунта тыррине те, çĕр улмине те, ытти ÿсен-тăрана та кĕртетĕп эпĕ - çĕр пахалăхне шута илес пулать, паллах, анчах та çав вăхăтрах çĕнĕ техникăпа, технологипе усă курмалла. Çапла майпа çеç эпир тыр-пул тухăçлăхне ÿстерме пултарăпăр. Калăпăр, хамăр республикăра çак технологи йĕркине çирĕп пăхăнса пырсассăн пĕр гектартан вăтăр центнер тырă туса илесси йывăр ĕçех мар. Эпир вара ыттисене пăхса çÿретпĕр те паян пĕр тĕрлĕ тăватпăр, ыран - тепĕр тĕрлĕ. Технологипе ĕçлеме вĕренес тĕк, ăна сахалтан та пилĕк çул пăхăнса пырас пулать. Кашни ĕçĕн хăйĕн йĕрки-курки пур вĕт.
ПАЯН
- Çакна пĕлес килет, Николай Кириллович: пирĕн енче чылай колхоз-совхоз арканчĕ, тен, эпир ушкăнпа ĕçлеме юратакан халăх мар...
- Ушкăнпа ĕçлеме колхозсем вĕрентмен пирĕн халăха. Пирĕн авалтанах çĕр хуçисем пулнă - князьсем, помещиксем, мăнастирсем, общинăсем... Хресчен вĕсенчен çĕре арендăна илнĕ, çав çĕршĕн тÿлесе ун çинче ĕçлесе пурăннă. Халĕ те çавăн пекех пулса тухать. Фермерсене, хуçалăхĕ аталанса пынă май, ĕçлекенсем кирлĕ. Вара вĕсем хăйсем тĕллĕн ĕçлейменнисене тара тытаççĕ. Акă, курăр-ха, ялта, хушма хуçалăхра пурин те пĕр тан çĕр. Анчах та ĕçĕ-хĕлĕ пĕр пек пулса пымасть. Юнашар пахчасенчех, хуçине кура, пахча çимĕç тĕрлĕрен ÿсет: пĕрин паха, теприн - аран-аран.
Тепĕр енчен, пирĕн фермерсем те тĕрлĕрен. Акă эпир 90-мĕш çулсенчен пуçласа пĕчĕк тракторсемпе ĕçлеме хистетпĕр вĕсене. Çав вăхăтрах Америка фермерĕсене 1968 çултанпах çавнашкал тракторсемпе ĕçлеме чарнă. Саккунпах. Лаша вăйĕнчен пĕчĕкрех вăйлă тракторсемпе ял хуçалăхĕнче усă курмаççĕ. Эпир вара мини-трактор кирлĕ тесе шавласа çÿретпĕр. МТЗ-80 тракторпа, пирĕн патра ĕçлекеннипе, Америкăра усă курмаççĕ. Унта вăйлă тракторсем анчах ĕçлеççĕ, çавăнпа вĕсен тухăçлăхĕ те пысăк.
Ĕне выльăх комплексĕсене илер тата. Паян кун Америкăра пĕтĕм сĕтĕн 70 процентне 500 е унран ытларах ĕнеллĕ комплекссенче туса илеççĕ. Эпир вара 200 ĕнеллĕ комплекссенче 36 процент таран сĕт илетпĕр. Пирĕн пысăк комплекссем çук. Халь çĕнĕ йĕркепе тума тытăнчĕç. Çынна яланах шанма çук: вăл йăнăш тума, манса кайма пултарать. Çĕнĕ комплекссенче автоматсем ĕçлеççĕ. Акă Çĕрпÿ районĕнче сысна комплексĕ турĕç. Унта çын кĕрсе çÿремест, йăлтах автоматика: вăхăтра шывне, апатне парать, тасатать...
- Çулла Самар енне кайса килнĕччĕ. Çул тăршшĕпех пушанса юлнă ферма «кĕлеткисем» лараççĕ, масар çинчи пек. Ытла хăрушшăн курăнаççĕ-çке. Темле арканнă планетăна пырса çакланнă пекех туйрăм хама. Тен, чăнах та пăсмалла вĕсене?
- Сÿтме-пăсма та укçа-тенкĕ кирлĕ-çке... Эпир çав тери идеологие пăхăнса пурăнакан халăх. Пире пысăк комплекссем тумалла тесе каларĕç - эпир тÿрех пысăкран та пысăкки тума тытăнатпăр. Акă Тутарстанра пилĕк пин ĕне усрамалăх комплекссем лартма пуçларĕç. Кăçалхи пек апатсăр юлсан мĕн пулĕ ĕнтĕ çакăн пек пысăк комплекссенче? Чăваш Республикинче, ман шутпа, пĕр комплексра 400-600 сăвакан ĕне пулсан çителĕклĕ. Ытларах пулсан каллех таçта аякра апат шырас пулать вĕсем валли. Çавăнпа ĕçе çÿлтен хистенипе мар, пурнăç ыйтнипе туса пымалла. Каларăм ĕнтĕ, пирĕн выльăх апачĕ нумай енĕпе выльăх организмне тивĕçтереймест. Апата вĕтетсе пани кăна çителĕксĕр. Унта тĕрлĕ макро-микроорганизмсем кирлĕ. Выльăх этем паракан апатăн 60-62 проценчĕпе кăна усă курать, ытти - хывăх. Калăпăр, виçĕ кило апат парсан иккĕшĕ усса каять, пĕри ахалех пулать. Ку вăл апата кăлăхах пĕтерни çеç. Паян чылай çĕршывра микронизаци текен процесс пырать. Акă сыснана çĕр улмипе çеç тăрантни - япăх япала. Унта крахмал нумай. Крахмал - полисахарид, унăн молекулисем питĕ пысăк. Сысна организмне кĕрсен унăн арканмалла-çке-ха - глюкоза таранах, мĕншĕн тесен глюкоза çеç выльăх юнне куçма пултарать. Полисахарид - пысăккине кура - организмра глюкоза таран арканма ĕлкĕреймест. Çавăнпа ĕçлеме вĕреннĕ çынсем кирлĕ. Хамăр ÿстернĕ тыр-пулпа çĕр процент таранах усă курма пĕлмелле, тутлăхлă япаласене ахаль сая ямалла мар. Наукăн ку тĕлĕшпе малалла шухăшламалла, çынсене лайăхрах ĕçлеме майсем туса памалла.
ЫРАН
- Сирĕн академи шăпах çакăн пек специалистсене вĕрентсе кăларать.
- Студентсем çĕнĕ техникăпа технологи пулсан вĕренме те, ĕçлеме те хатĕр. Пирĕн академи юлашки çулсенче вĕр çĕнĕ техника чылай туянчĕ, лабораторисене çĕнетрĕ. Пур çĕрте те - кашни кафедрăн - компьютер класĕсем пур. Анчах нимĕнле оборудовани те, лайăх вĕрентекен пулмасан, çынна ăс параймĕ. Хальхи вăхăтра академире вĕрентекенсен 70 проценчĕн наука званийĕ пур, вĕсенчен 15 проценчĕ - профессорсем.
Пирĕн пата нумай пулмасть Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Константин Косачев килсе курчĕ. Вăл, ют çĕршывсемпе çыхăнса ĕçлекен комитета ертсе пынă май, епле çĕршывра кăна пулса курман пулĕ. Анчах кунта килсен питĕ тĕлĕнчĕ, нихçан та ял хуçалăх академийĕнче çакăн пек лайăх вĕрентеççĕ тесе шутламан терĕ. Халь ăнланатăп ĕнтĕ çĕршыв модернизацийĕ мĕнле пымаллине терĕ. Çапла, пĕр шухăшлă çынсем пулсан ĕçĕ те пулать.
- Тепĕр ыйту, Николай Кириллович. Ман шутпа, этем мĕн чухлĕ ăсланса пырать, çавăн чухлĕ хăйне сиен кÿрет. Мĕншĕн çапла калатăп-ха? Хамăр çиекен апата пăхсан та мĕн кăна тупмастпăр унта - пестицид та, ытти химикат та... Этемлĕх хăйне хăй пĕтерме шут тытнă тейĕн...
- Çĕр чăмăрĕн лаптăкĕ ÿсмест вĕт. Çынпа çын пĕр-пĕрне улталаса пурăнни пĕтерет. Çын вăл - çав выльăхах, унăн организмĕ нимĕнпе те уйрăлса тăмасть выльăхăннинчен. Акă каларăм-çке-ха комбикорм пирки. Унта мĕн чухлĕ кирлĕ-кирлĕ маррине хушмаççĕ пулĕ - улталаса сутма, услам тума. Нумайăшĕ хăйĕн продукцийĕ çинчен суйса çырать. Унта вара 60 проценчĕ - соя, çирĕм проценчĕ - куккурус, ытти - тутлă шăршăпа тутă паракан, куçа илĕртекен хутăш. Пĕчĕк суя пысăк ултав патне илсе çитерме пултарать. Ку чăнах та этемлĕхшĕн пысăк хăрушлăх. Анчах та çыннăн инстинкт текенни пур. Шалти сыхлав. Пирĕн ăру хыççăн килекеннисем пире кура ăнланĕç-ха малашне мĕнле пурăнмаллине. Çакна шанас килет.
- Тавтапуç, Николай Кириллович, тĕл пулса калаçма вăхăт тупнăшăн.
- Хăвăра тав. Çак самантпа усă курса республикăри ял хуçалăх ĕçченĕсене уяв ячĕпе чунтан саламлас килет. Пурнăç уссине, пурнăç илемне асăрхама ан манăр тесшĕн эпĕ пурне те.