03 ноября 2010 г.
«Килте ларма пултараймастăп»
40 çул такăрлать вăл ферма енне хывнă сукмака. Тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те ĕçĕпе сыв пуллашма васкамасть Г.Савельева. Çил-тăман-и, юрлă-çумăрлă çанталăк-и - выльăх-чĕрлĕх патне çул тытать.
Тăххăрмĕш класран вĕренсе тухнă хыççăнах кÿлĕннĕ вăл çак ĕçе. Паянхи кунччен «Труд» колхозра мăйракаллă шултра выльăх самăртнă çĕрте вăй хурать. «3-4 уйăхри пăрусене илсе пыраççĕ пирĕн пата, - кăмăллăн калаçать Галина Васильевна. - Эпир вĕсене çулталăк хушши пăхатпăр, виçене 400 килограма çитеретпĕр. Кайран вăкăрсене аш-какая ăсатаççĕ».
Юратса пăхнă выльăха ют алла пама шел тет вăл. «Малтанах, çамрăк чухне, макăрсах ăсататтăм. Унтанпа çĕр-çĕр вăкăр самăртса аш-какая панă. Çавна май хăнăхрăм, çапах та шеллетĕп», - малалла тăсăлать калаçу.
Паян Галина Васильевна ĕçтешĕпе Галина Адикинăпа 70 пуç выльăх пăхать. Паллах, вĕсем еплерех ÿт хушасси апатран килет. Кăçалхи çанталăк йывăрлăхсем кăларса тăратнине пăхмасăрах асăннă хуçалăх выльăх-чĕрлĕхе апатсăр хăвармастех. Çавна май утă ют тăрăхран та илсе килнĕ. Вăкăрсем хальхи вăхăтра талăкра 700 грамм хушăннине пĕлтерчĕ Г.Савельева. Иртнĕ çулсенче виçе ытларах пулнине те палăртрĕ.
Галина Васильевна вунă хутчен «Колхозри чи лайăх пăру пăхакан» ята тивĕçнĕ. Унсăр пуçне çак чысах район шайĕпе те çирĕплетнĕ.
Ĕçри çитĕнÿсемшĕн темиçе хутчен те хисеп хучĕсемпе, парнесемпе чысланă ăна. Çавăн пекех Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, ВДНХ кĕмĕл медалĕпе наградăланă. Чи сумли вара - «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ятпа чыслани. Паллах, чыс-хисеп тÿперен ÿкмест. Ентешĕм ăна ĕçре тупнă. Ахальтен мар зонăри тата пĕтĕм Раççейри конкурссене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илме пултарнă. «Маларах ĕç çыннине ытларах хисеплетчĕç, - пĕр савăнса, пĕр пăшăрханса пĕлтерет вăл. - Ара, фермăра вăй хурсах туристсен путевкипе тĕнче курса çÿрерĕм. Самана улшăннă май ял ĕçченĕн ячĕ те çухалчĕ».
Выльăх-чĕрлĕхе юратасси ăна амăшĕнчен Анисия Яковлевнăран куçнă пулĕ. Вăл 40 çула яхăн ветеринар пулса ĕçленĕ. Пĕр вăхăт ферма заведующийĕнче те вăй хунă. «Нăрваш Шăхаль ялĕн тава тивĕçлĕ колхозници» ята тивĕçнĕ. Сăмах май, Савельевсен Гена ывăлĕ те хăйĕн кун-çулне ферма ĕçĕпе çыхăнтарнă. Малтанах вăл аппăшĕпе пĕрле мăйракаллă шултра выльăх самăртнă çĕрте ĕçленĕ. Паян вара - ферма заведующийĕ.
«Килте ларма пултараймастăп, - тет ултă теçеткене çывхаракан Г.Савельева. - Хăнăхнă ĕç еннех утас килет. Унсăрăн чунра та пушă».
Паян пĕчченех кун кунлать вăл. Кичемлĕхе сирме выльăх усрать, пахча çимĕç çитĕнтерет. Юратнă ĕç пурришĕн савăнать. Ара, ырă ĕç ывăнтармасть тени тĕрĕсех çав.
Туслă мăшăр
Никитинсем çемье подрячĕпе çирĕм çул ытла пушмак пăру пăхаççĕ. Туслă мăшăр ĕçре те, килте те пĕрле.
Мария Сергеевна маларах дояркăра ĕçленĕ пулсан, Владимир Егорович - скотникре. «Труд» ял хуçалăх фермине иккĕшĕ те çамрăклах пырса кĕнĕ. Кунтах пĕр-пĕрне тупнă, юратса пĕрлешнĕ. Çавна май ачисем те шкул хыççăн ашшĕ-амăшне пулăшма çырма урлă фермăна чупнă. Туслă мăшăр тĕпренчĕкĕсене те ĕçе юратма вĕрентсе ÿстернĕ. Çавăнпах ĕнтĕ кĕçĕн Никитинсем те пултаруллă та маттур çитĕннĕ.
Владимир Егоровичпа Мария Сергеевна хальхи вăхăтра 78 пăру пăхаççĕ. «Тĕрлĕрен пулать, тепĕр чухне 90 пуçа та çитет, - тет кил хуçи хĕрарăмĕ. - Маларах çак ĕçре 4 çын вăй хунă. Çемье подрячĕ йĕркелесен пире шанса пачĕç».
Паллах, шаннă ĕçе тÿрре кăларма тăрăшаççĕ Никитинсем. Хăть хăçан та вĕсен выльăх-чĕрлĕхĕ тутă та таса.
«Çемье подрячĕпе ĕçлеме меллĕрех, - малалла тăсăлать калаçу. - Пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланатпăр».
Çитĕннĕ «пушмаксене», пăрулама вăхăт çитсен, тепĕр витене куçараççĕ, урăх çын аллине параççĕ. «Килти выльăхран та хаклăрах вĕсем, - ăшшăн пуплет М.Никитина. - Ĕçе пырса кĕрсенех сăнаççĕ, сас парсан вара - тăраççĕ. Калаçуранах паллаççĕ пире».
Ĕç условийĕсем çулсеренех çăмăлланса пыни савăнтарать ăна. «Ĕлĕкхи пек пулсан ĕçлес те çук халĕ фермăра, - тет вăл. - Хире выльăх апачĕ илме çÿреттĕмĕр. Пĕр çулхине, çуркуннене хирĕç, йĕтем çинчи хуралтăн улăм тăррине сÿтме тивнĕччĕ».
Ял çыннин пурнăçĕ хăçан çăмăл пулнă-ши вăл? Ĕçре пилĕк авнă хыççăн килте те картиш тулли выльăх-чĕрлĕх кĕтет ăна. Çапла, ĕни-сурăхне те, хур-кăвакалне те çителĕклĕ тытаççĕ Никитинсем. Унсăр пуçне 2 гектара яхăн çĕр пур вĕсен. Унта çемйипех ĕçлеççĕ, ачисем те пулăшаççĕ. Туслă мăшăр 5 ача çитĕнтернĕ, тăваттăшĕ хăйсем йăва çавăрнă. Çапах та ашшĕ-амăшне пулăшсах тăраççĕ. Ахальтен мар пурте яла юлнă-çке. Пахча çимĕç ÿстерсе те тупăш илеççĕ Никитинсем. Кăçал, сăмахран, çĕр улми те ăнăçлă çитĕннĕ вĕсен.
Ял ĕçчен çынна килĕштерет. Тирпейлĕ те хăтлă кил-çуртра пурăнаççĕ Владимир Егоровичпа Мария Сергеевна. Çитес çул пĕрлешнĕренпе 40 çул çитнине уявлĕç вĕсем. Çапла, 40 çул пĕрле колхоз фермине утаççĕ, ĕçрен килне таврăнаççĕ. «Çырма урлă каçса çÿресех ватăлтăмăр», - шÿтлет кил хуçи хĕрарăмĕ çемье çинчен калаçу пуçарнă май. 18 çултах качча тухнă иккен вăл. «Çакăншăн пĕрре те пăшăрханмастăп, - тет 58 çула çывхаракан хĕрарăм. - Манпа юнашар яланах - шанчăклă та маттур арçын. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе, тату пурăнатпăр. Хĕрарăм телейĕ упăшкаран килет».
Ачасем сума суни, ĕçтешсем хисеплени, ырă-сывă пурăнни телей мар-и вара? Унран сумлăраххи, хаклăраххи тупас çуках çĕр çинче.