03 ноября 2010 г.
Типĕ, шăрăх çу ял хуçалăх комплексне йывăрлăха кĕртсе ÿкерчĕ. Республикăри хуçалăхсем пĕтĕмĕшле 5,9 млрд тенкĕ таран тăкак тÿсрĕç. Тырă, пахча çимĕç сутса пысăк тупăш илес шанчăк пăчланчĕ. Хальхи вăхăтра чылай хуçалăх выльăх-чĕрлĕх пулăшнипе тытăнса тăрать. Выльăх йышлă усракансем аш-какай, сĕт сутса тăкаксене саплаштарма, малалла аталанма майсем тупаççĕ. Шел, выльăх апачĕ çителĕксĕрри халех сисĕнет. Хуçалăхсемпе уйрăм çынсем ытлашши пуçа сутма тытăнчĕç. Мăйракаллă шултра выльăх йышне Патăрьел, Вăрнар, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Шăмăршă, Тăвай районĕсенче кăна упраса хăварма вăй çитернĕ. Çав шутра ĕнесене - Патăрьел, Хĕрлĕ Чутай, Шăмăршă тăрăхĕсенче. Улатăр енче вара ĕне выльăх хисепĕ 1366 пуç чакнă. Муркаш районĕнче кĕтÿ 1492 пуç çухатнă. Çĕрпÿ, Вăрмар, Шупашкар, Етĕрне тăрăхĕсенче те лару-тăру çивĕч. ЧР Министрсен Кабинечĕ йывăр лару-тăрăва шута илсе хуçалăхсене выльăх апачĕ туянма 250 млн тенкĕ хушма пулăшу пама палăртнă. Çак укçан çурри хресчен патне çитнĕ те ĕнтĕ. Республикăри выльăх йышне упраса хăварма пулăшĕ-ши ку? Мĕн шутлаççĕ кун пирки ертÿçĕсем?
«Выльăхсăр мĕнле пурăнас?»
Вăрнар районĕнчи «Броневик» хуçалăха Владимир Иванович Репин ултă çул каялла ертсе пыма тытăннă. Аркана пуçланă предприятие пĕрчĕн-пĕрчĕн тенĕн пуçтарса каллех ĕçлеттерсе янă. Хальхи вăхăтра 520 ĕне выльăх усраççĕ, сăваканни 200. Наци проекчĕ пулăшнипе илнĕ кредитпа фермăна юсаса çĕнетнĕ, сĕт сивĕтмелли оборудовани туяннă.
- Эпир халĕ сĕт сутса çеç тупăш илетпĕр. Уй-хирте туса илни йăлтах выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма каять, - каласа парать ертÿçĕ. - Куллен 1800 килограма яхăн сĕт ăсатсан та уйăхсерен кассăна 700-800 пин тенкĕ пуçтарăнать.
Ертÿçĕ малашне ăратлă выльăх ĕрчетме ĕмĕтленет. Умри чăрмавсем - çĕр çителĕксĕрри, специалистсем çукки - хăратмаççĕ ăна. Халĕ Чулхула облаçĕнчен тырă, жом, Элĕк енчен сенаж туянаççĕ.
- Выльăх апачĕ илме патшалăхран 700 пин тенкĕ пулăшу илтĕмĕр. Хамăр укçана икĕ миллион тенкĕ хывăпăр. Тепле йывăр пулсан та витесене пушатмăпăр, - палăртрĕ В.Репин. - Вĕсемсĕр мĕнле пурăнас?
- Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ çынсене ĕç тупма, шалу илме пулăшать, - терĕ ЧР ял хуçалăх министрĕ С.Павлов. - Раççейпе Чăваш Ен правительствисем çак отрасле аталантарма татăклă мерăсем йышăнаççĕ.
Министр пĕлтернĕ тăрăх кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне выльăх-чĕрлĕх хисепне чакарман хуçалăхсене субсиди парĕç. Анчах вĕсен 2011 çулхи январь тĕлне те кĕтÿ шайне тытса тăмалла. Унсăрăн илнĕ субсидие бюджета тавăрса пама тивĕ. Федераци бюджетĕнчен выльăх-чĕрлĕх хисепне чакарман регионсене 5 млрд тенкĕ укçа уйăрма пăхнă. Ку - ял хуçалăх продукцине туса илекенсемшĕн курăмлă пулăшу.
- Хушма хуçалăхсене выльăх апачĕпе тивĕçтерме йывăртарах, - терĕ Сергей Владимирович. - Республикăна Казахстанран 1000 тонна тырă кÿрсе килнĕ. «Апат-çимĕç» унитари предприятийĕ хушма хуçалăхсене те тырă сутма хатĕр, анчах вĕсене патшалăхран тÿрремĕн дотаци пама йывăртарах.
Бюджетран уйăракан укçа ял хуçалăх предприятийĕсене тÿлеме те çитмест-мĕн. Апат сахаллипе çынсем те ытлашши выльăхран хăтăлма тăрăшни сисĕнет. Вырăнти предприятисем вĕсенчен тивĕçлĕ хакпа туянсан Чăваш Енре выльăх-чĕрлĕх хисепĕ чаксах каймĕ.
Сахал апатпах - пысăк тухăç
- Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме нихăçан та çăмăл пулман, - терĕ Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ректорĕ Николай Кириллов. - Кăçал вара республикипе те кашни выльăх пуçне вăтамран 17 центнер апат единици çеç янтăланă. Йĕркеллĕ хĕл каçма 30 процентран кая мар кирлĕ. Анчах апат сахалли витесене пушатса хăвармаллине пĕлтермест. Мана ĕлĕкрен выльăх-чĕрлĕхпе лайăх ĕçлесе пынă Муркаш, Çĕрпÿ районĕсем каялла чакни пăшăрхантарать. Ĕне выльăха пĕтерни хуçалăхсемшĕн сиенлĕ, тăкаклă. Халĕ аш йÿнĕ, сутса услам тăваймăн. Çитес çул вара хакланасси халех паллă. Кăçал мĕнле те пулин упраса хăвармаллах кĕтĕве.
Сахал апатпах перекетлĕ, тухăçлă усă курмалла, продукци илессине ÿстермелле. Мĕнле? Апата лайăх хатĕрлесе, çемçетсе çитермелле. Унăн 90-95 проценчĕ выльăхшăн усăллă пултăр, тислĕкпе тухса ан кайтăр. Хальлĕхе çак кăтарту 60-65 процентпа кăна танлашать. Сăмахран, 4 килограмм комбикорма тăватă пая уйăрса кунне тăватă хут çитермелле ĕнене. Çапла тусан тутлăхлă япаласене организм лайăхрах йышăнать, продукци илесси те ÿсĕ.
Хушма хуçалăхсенче ĕне выльăхран васкавлă хăтăлса йăнăшрĕç. Вăл йÿнелсе кайрĕ. Сутма çăмăл, туянма йывăр. Кĕтĕве ÿстерме 4-5 çул кирлĕ. Кил картишĕнчи выльăх çемьене пĕтĕçтерет, ĕçпе тивĕçтерет. Ĕçлекен çын хăйне те йĕркеллĕ тытать.
«Пулăшу
тĕллевлĕ пулмалла»
Муркаш районĕнчи «Ударник» хуçалăхра та выльăх-чĕрлĕх валли апат 50 процент чухлĕ кăна хатĕрленĕ. Хальхи вăхăтра кунта мăйракаллă шултра выльăх 1150 пуç усраççĕ, çав шутра сăваканни 510. Мĕнле хĕл каçармалла вĕсене? Предприятие вăтăр çул ытла ертсе пыракан Платон Давыдовшăн та ку чăннипех пуç ватмăш. Унччен умри чăрмавсенчен хăйсен вăйĕпех тухса пынă-ха, халĕ ирĕксĕрех çÿлтен пулăшасса кĕтмелле.
- Выльăх йышне упраса хăваракан хуçалăхсене субсиди пани аван, - шухăшне пĕлтерет Платон Павлович, - анчах мĕншĕн кăтартăва пĕлтĕрхипе танлаштармалла? Кам шутланă ун чухне лару-тăру мĕнле çаврăнасса? Паянхи тĕллев пуррине упраса хăварасси пулмалла. Иртнĕ çул пирĕн те ĕнесем ытларахчĕ, анчах апат çителĕксĕррипе чакарма тиврĕ. Кĕтĕве ÿстерме пулĕ, мĕнпе тăрантармалла? Чи пĕчĕк виçепе шутласан та хĕл каçма ĕне выльăх пуçне татах 8-10 центнер апат единици хатĕрлемелле. Тепĕр майлă каласан, тăватă тонна утă-улăм, сенаж, силос кирлĕ. Вăл выльăх пуçне 12-15 пин тенке кайса ларать. 510 ĕне валли хушма апат тата та 5-6 миллион тенкĕлĕх туянмалла. Бюджетран пулăшмасан тĕп кĕтĕве упраса хăварма йывăр.
Нумайăшĕ сĕт хакĕ ÿсет, тупăш ытларах кĕрет тесе шутлать. Анчах тăкакĕсем те виçесĕр ÿссе пыраççĕ: электроэнерги, газ, налук, шалу тÿлемелле. Выльăх йышне упрама çитес çул та укçа тĕллевлĕ уйăрса пулăшмалла е туса илнĕ пĕр килограмм сĕт пуçне икĕ тенкĕ субсидилемелле. Çакна ытти регионта пурнăçа кĕртнĕ ĕнтĕ. Эпир мĕнрен кая?
Ертÿçĕсене выльăх апачĕ туянса тÿснĕ тăкака республика бюджетĕнчен саплаштарнă чухне выльăх-чĕрлĕхе условнăй пуçа куçарса шутлакан коэффициент та тивĕçтермест. Мĕнле майпа 50 чăх-чĕпе пĕр ĕнепе е сысна амипе танлаштарăн? Субсиди уйăрмалли йĕрке тăрăх хуçалăха выльăх апачĕ илме пурĕ те виçĕ миллион тенкĕ кăна тивĕ. Паллах, çакă çителĕксĕр.
Выльăх-чĕрлĕх пулсан хуçалăх пурăнать, аталанать. Витесем пушанса юлсан вăл арканать, çынсем ĕçсĕр, тупăшсăр юлаççĕ. Ял çыннисен социаллă пурнăç шайĕ вырăнти предприяти аталанăвĕнчен те килет. Эппин, йывăр тапхăрта ăна путма парас марччĕ.