03 ноября 2010 г.
Фермер хуçалăхĕн ĕнисем эпир çитнĕ чухне çерем çинче сĕтеклĕ те ешĕл курăк çисе çÿретчĕç. Çуллахипе танлаштарсан уй-хирсемпе улăхсенче çимелли нумай халь выльăхсем валли. Пĕр чарăнми пĕрĕхсе çăвакан сивĕ çумăр та ним те мар кĕтÿçшĕн. Чи кирли - ĕнисем тутă пулччăр. «Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче» тесе ахальтен каламаççĕ вĕт.
Красноармейски тăрăхĕнчи «Герой» предприяти аркансан Чатукассинчи икĕ çемье çухалса кайман, хăйсем пĕчĕк фермер хуçалăхĕ йĕркелеме шутланă. Çемьене мĕнле те пулин тăрантармалла-çке. Пурте Мускава пăрахса тухса кайсан ялта кам юлĕ? Çемьерен уйрăм пурăннинче ним лайăххи те çук. Аркадий Васильевич Степановпа «хресченпе фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ халь» Вадим Германович Кураков иккĕшĕ те малтан «Геройра» ĕçленĕ. А.Степанов Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче зоотехник специальноçне алла илнĕ хыççăн тăван тăрăхах таврăнса зоотехникра, бухгалтерта сахал мар çул тăрăшнă. Çĕрпÿри техникумра инженер-механика вĕреннĕ В.Кураков та çак хуçалăхранах.
Тăватă çул каялла икĕ çемье лайăх канашланă та хресченпе фермер хуçалăхне йĕркелесе яма кашниех 5 çуллăха 100-шер пин тенкĕ кредит илнĕ, çав укçапа малтан юхăнма тытăннă хуралтăсене йĕркене кĕртнĕ, каярах мăйракаллă шултра выльăх туяннă.
- Ĕнесем кÿрсе киличчен малтан фермăна хамăр выльăхсене килсе ятăмăр. Пăрушкасем пĕр кунхине шалт тĕлĕнтернĕччĕ, çĕнĕ çĕре хăнăхманнипе çÿллĕ карта урлă каçса кил умне çитсе тăнăччĕ. Пачах пĕлмен çулпа виç çухрăм хăйсемех утса килнĕ. Кушак çурисем евĕр вĕсем таçта айкка кайса аташтарсан та кил тĕлне тупаççĕ вĕт, - тет Аркадий Васильевич.
Кредит хăратмасть ку çемьесене. Килти хушма хуçалăха аталантарма паракан кредита тÿлесе татсан икĕ çул каялла тепĕр 600 пин илнĕ, унпа утă çулакан трактор туяннă. Çапла майпа хĕл валли выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлесси чылай çăмăлланнă.
Нумаях пулмасть инвестици проекчĕпе килĕшÿллĕн тепĕр 800 пинлĕх кредит илнĕ. Ку укçа-тенкĕпе Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» хуçалăхран ăратлă пушмак пăрусем илсе килнĕ. Ĕне сумалли оборудовани те туяннă фермер хуçалăхне тытса тăракансем. 29 ĕнене халиччен вара алăпах суса пурăннă. «Карчăкăрсене капла ĕçлеттерсе вĕлеретĕр вĕт», - тесе пĕрре мар каланă ял çыннисем. Юлашки вăхăтра ĕç чылай çăмăлланнине, хăвăртланнине пытармаççĕ фермерсен мăшăрĕсем. Пĕтĕмпе 79 пуç мăйракаллă шултра выльăх халь хуçалăхра.
- Выльăх-чĕрлĕх шутне татах та ÿстересшĕн-ха. Ĕнисене кăна мĕнле те пулсан 60 пуçа çитересчĕ. Талăкри сăвăм халь кашнинчен 13-14 литр таранах. Хамăр ĕçшĕн хамăр яваплă. Хăнăхса çитрĕмĕр-ши - ытлашши йывăррине туймастпăр, - тет Аркадий Васильевич. Сĕтрен тупăш пуррине пытармасть вăл. Паллах, çакă ĕнесене мĕнле çитернинчен, мĕнле условисенче усранинчен нумай килет. Халăхран та кунсерен 250 литр таранах сĕт пуçтараççĕ «1 литрне 13,5 тенкĕпе».
- Ачасем пире нумай пулăшаççĕ. Çуллахи вăхăтра хаваспах кĕтÿ кĕтеççĕ, ытти мĕнпур ĕçе хутшăнаççĕ. Паллах, вĕсене уншăн укçа-тенкĕпе хавхалантаратпăр. Кĕсйисене çу тăршшĕпе мĕн чухлĕ шалу кĕрессе малтанах пĕр-пĕр бухгалтертан лайăхрах шутласа хураççĕ, кирлĕ-кирлĕ мар çĕре тăккаламаççĕ, шкула валли хатĕр-хĕтĕр туянаççĕ, - теççĕ фермерсем.
Çу кунĕсем шăрăх та типĕ тăнă пулин те выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрленĕ кăçал. Уттине ытларах улăхра çулнă, нÿрĕ вырăнта лайăх ÿснĕ вăл. Хĕл хырăмĕ аслине лайăх ăнланаççĕ фермерсем. Ĕне выльăх валли 162 гектар çĕр çинчен 200 тонна сенаж, 50 тонна утă, 10 тонна улăм, 30 тонна тĕш тырă туса илнĕ.
Пĕтĕмпе 5 çынлă пĕчĕк çеç хуçалăхра ĕç кал-кал пырать. Витесене юсанă, шуратнă. Çĕрсене тепĕр çул валли лайăх сухаласа хăварнă. Сенаж валли акнă люцерна та ем-ешĕлехчĕ. Вадим Кураковăн пиччĕшĕ Владимир та кашни кунах хуçалăхра. Юсав ĕçĕсемпе аппаланать, пăрусем валли апат пĕçерет, столяр та хăех. Эпир килнĕ кун уйра кĕтÿ кĕтетчĕ.
- Ĕçрен нихăçан та хăрамалла мар, вăл хăй санран хăратăр. Ÿркенмесен, мал ĕмĕтлĕ пулсан ялта та лайăх пурăнма пулать. Пĕтĕмпех хамăртан килет тата. Çын ĕçпе илемлĕ тесе ахальтен каламан çав ваттисем. Паянхи куна пире хамăр ĕç тивĕçтерет, ытлашшине хапсăнмастпăр, мĕн пурри те çитет, - теççĕ фермерсем.