03 ноября 2010 г.
90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче йĕркеленнĕ хресчен «фермер» хуçалăхĕсенчен нумайăшĕ йывăр çĕклеме чăтаймасăр тахçанах арканнă. Хăй тĕллĕн ĕçлеме кашнинех вăй-хал, пултарулăх çитеймест çав. Елчĕк районĕнчи Таяпа Энтрири Петровсен фермер хуçалăхĕ вара чăрмавсене çĕнтерме пултарчĕ.
Çĕр ĕçĕпе чун канать
Çĕр хăйне пăхнине, хисепленине кăмăллать. Петровсем çĕр ĕçне чун-чĕререн юратса туса пыни иккĕлентермест. Анатолий Васильевич фермер пире уй-хирне хаваспах кăтартса çÿрерĕ. Тикĕс те таса лаптăксем кăмăла çĕклеççĕ. Кĕрхи культурăсем акса пĕтернĕ, çĕртме тунă хыççăн канма та юрать темелле. Çавах та техника арендăна илнĕ уйран туха пĕлмест. Юхăннă, çум курăкпа хупланнă çĕре йĕркене кĕртме самай тар тăкмалла. Темиçе хут сухалама, химикатсемпе усă курма тивет. «Унсăрăн çитес çул каллех хыт хура пусса илĕ, - ăнлантарать А.Петров. - Çĕр ĕçĕ йывăр, тăкаклă. Анчах агротехникăна пăхăнса пырсан тупăш та кÿрет».
Пурнăçне пархатарлă та йывăр ĕçпе çыхăнтарнишĕн пĕртте ÿкĕнмест вăл. Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă çамрăк агроном хаваспах тăван тăрăха таврăннă, колхоза вырнаçнă. «Хулара чуна тăвăр, - терĕ фермер. - Анлă уй-хире тухатăп та кăмăл çĕкленет, ĕшенни иртет».
1991 çулта çĕр ĕçĕнче опыт пухнă специалист виçĕ гектар илсе фермер хуçалăхĕ йĕркелесе ярать. Унта Петровсем сухан, кишĕр, кăшман çитĕнтерме тытăнаççĕ.
- Техника, лаша пулманнипе алă вăйне кăна шаннă, - аса илет А.Петров. - Юрать йывăр тапхăрта тăвансем пулăшрĕç. Вĕсем хавхалантарнипех тытăннă ĕçе вĕçне çитерме шутларăм.
«Смычка» хуçалăхăн 50 гектар çĕрне илсен тин Петровсем МТЗ-82 тракторлă пулнă. Ăна туянма Елчĕк район администрацийĕ те пулăшнă: фермерăн техника илме салук çуккипе поручитель пулма килĕшнĕ. Ертÿçĕсем шанни, ĕненни Анатолий Васильевича тата тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарнă. Пахча çимĕç ÿстернипе пĕрлех рапс, тырă акса туса илнĕ. Хальхи вăхăтра фермерăн 365 гектар çĕр. Пурлăхпа техника бази те палăрмаллах пуянланнă. Тракторсем çумне вĕр çĕнĕ «Агрос» комбайн, Камаз хушăннă. Унăн чĕр тавар хранилищи, тырă сортласа тасатмалли оборудовани те пур. Вĕсене панкрута тухнă хуçалăхран туянса юлнă. Ăшă гараж, мастерской çĕкленĕ.
Йĕтем çинчи самай пысăк тырă купи тĕлĕнтерчĕ. Пĕчĕк хуçалăхрах пÿлмене тултарма май пурри савăнтарчĕ.
- Кăçал тухăç пĕчĕкрех. Агротехникăна пăхăнсах ĕçлесе пытăмăр, анчах гектартан вăтамран 12 центнер çеç тухрĕ, - пăшăрханать Анатолий Васильевич. - Çапах пахалăхне тиркеймĕн. Тулă клейковини 31 процент.
Паха чĕр тавара аякран килекенсем килограмне 7 тенкĕпе туянма та хатĕр. Фермер вара Шупашкарти элеватора йÿнĕпех сутать.
- Патриот эпĕ, - терĕ вăл куларах, - паха çимĕçе ютта ярас килмест.
100 гектар çинчи рапс вăрлăхне вара Хусанах ăсатаççĕ. Уншăн удобрени, акмалли-лартмалли материалсем туянаççĕ. «Рапс тупăш та, тăкак та кÿмест. Çĕр пулăхне лайăх пуянлатать».
Ĕçчене ĕç парăнать
Акакан-сухалакан лаптăксем ÿснĕ май Анатолий Васильевич татах та хăватлă, энергие перекетлекен техника туянма ĕмĕтленет. Камаза Раççей ял хуçалăх банкĕнчен илнĕ çăмăллăх кредичĕпе туяннă вăл. Парăмăн çуррине парса татнă ĕнтĕ.
- Ку банкпа ĕçлеме шанчăклă, - терĕ Петров. - Кредит илсенех тÿлев вăхăтне çулталăка тăсрĕç. Ытти банксем салуксăр кредит памаççĕ, кунта çак енĕпе çăмăлрах. Пысăк парăма кĕриччен кашни банкăн кредит парас условийĕсемпе паллашрăм. Раççей ял хуçалăх банкĕ çĕр ĕçченĕшĕн меллĕрех, лайăхрах пулнине ăнлантăм. 1848 пин тенке пилĕк çуллăха илтĕм. Кредитăн çулталăкри процент ставки 16, анчах патшалăх субсидиленĕ хыççăн 4 процент кăна юлать. Халĕ акă кăçалхи йывăр çанталăка кура тÿлев вăхăтне тăсасси пирки пĕлтерчĕç. Тупăш-тăкаксене шутласа пăхнă хыççăн, вăй çитереймесен, тен, эпир те вăл çăмăллăхпа усă курăпăр.
- Шанчăклă клиентсемпе ĕçлеме пире те аван. Вĕсене пулăшма, çăмăллатнă йĕркепе кредит пама тăрăшатпăр, - калаçăва хутшăнать Раççей ял хуçалăх банкĕн Елчĕкри хушма офисĕн ертÿçи Николай Миллин. - Районти хăш-пĕр хуçалăх кредитăн тÿлев вăхăтне тăсрĕ ĕнтĕ. Çакă йывăр тапхăрта сывлăш çавăрса яма, ака-суха ĕçĕсене лайăхрах хатĕрленме пулăшĕ.
Петровсем те пулас тухăç çинчен паянах шутлаççĕ. Вĕсем 75 гектар кĕрхи тырă акса хăварнă. Çĕртме 200 гектар йышăннă.
- Пур ĕçе те мĕнле ĕлкĕретĕр?
- Хĕрÿ тапхăрта ял çыннисене явăçтаратпăр. Мăшăрăм та, Галина Никифоровна, ачасем те юнашар. Эпĕ хам вырăна çĕр ĕçĕнче, фермер хуçалăхĕнче тупрăм. Чун кăмăлланă çул-йĕртен пăрăнмăп.
Ывăлĕ, Сергей, инженер-механик профессине алла илнĕскер, амăшĕпе пĕрлех çĕр ĕçĕнче тăрмашать, техникăна юсавлă тытса пырать. Наташа хĕрĕ вара документсем йĕркелеме пулăшать, уй-хирте вăй-хурать. Ачисем те ашшĕ-амăшĕ пек ĕçчен, пултаруллă, йывăрлăхран хăрамасăр ÿсеççĕ. Тепĕр тесен улми йывăççинчен хăçан аякка ÿкнĕ? Туслă çемьере ĕç те ăнса пырать çав.
Сăн ÿкерчĕкре -
Н.Миллинпа А.Петров.