АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аграрисене - хушма пулăшу

03 ноября 2010 г.

 2009-2010 çулсенчи çанталăк условийĕсем çĕр ĕçченне йывăрлăха кĕртсе ÿкерчĕç. Шăрăх, типĕ çанталăка пула ял хуçалăх культурисен 211,7 пин гектарĕ пĕтрĕ, пĕтĕмĕшле тăкак 6 млрд тенкĕпе танлашать.

Йывăр тапхăрта ял хуçалăхне пулăшни ăна малалла та йĕркеллĕ аталанма май парĕ. Çавăнпа кăçал республика тата федераци бюджечĕсенчен АПКна финанс енчен пулăшас калăпăша чакарман. Хальхи вăхăтра ЧР Министрсен Кабинечĕ ял хуçалăхне патшалăх енчен пулăшма бюджетран 580,2 млн тенкĕ хушма укçа уйăрма палăртнă. Çав шутран шăрăх çанталăка пула тăкак тÿснисене саплаштарма - 302, 8 млн, выльăх-чĕрлĕхе апатпа тивĕçтерме - 250 млн, кĕрхи культурăсен вăрлăхĕпе химикатсем туянма - 27,4 млн тенкĕ.

РФ Финанс министерствипе республика правительстви Чăваш Ене федераци бюджетĕнчен тавăрса памалла мар тÿрремĕн дотаци 125,4 млн тенкĕ уйăрасси пирки килĕшсе татăлнă. Çакă республика бюджетне йĕркелесе тăма кирлĕ. Федераци бюджетĕнчен кăçалхи типĕ çанталăка пула шар тÿснĕ субъектсене те çакăн чухлех уйăрĕç. Патшалăхăн ытти хушма пулăшăвĕ те 900 млн тенкĕлĕх пулĕ. Вăл республикăри лизинг фондне тÿлев вăхăтне тăсма, уй-хир ĕçĕсене ирттерме, выльăх апачĕ туянма, тĕш тырă хатĕрлеме, ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсен парăмне татма, çăмăллăх кредичĕсен тÿлев вăхăтне тăсма пулăшĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика