АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕр кĕрекинче

03 ноября 2010 г.

 Кĕр ăшши çулталăка теççĕ. Хресчен çичĕ тĕслĕ тыр-пулне, пĕрер çимĕçĕн пухнă улми-çырлине кĕлетпе нÿхрепе кĕртсе хунă ĕнтĕ. Халĕ кĕр тараватлăхĕпе киленсе кĕреке пухать.

Республикăри районсенче çĕр ĕçченне чысласа савăнăçлă уявсем иртрĕç, уйрăмах маттуррисем патшалăх наградисемпе парнесене тивĕçрĕç.

Иртнĕ эрне кун Элĕк район ĕçченĕсем те ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен уявне ирттерчĕç. Вĕсене ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев саламларĕ.

Ырми-канми тăрăшнă

Элĕкри ял тăрăхĕсен культурăпа кану центрĕнче «Кĕркунне - 2010» ятпа анлă курав иртрĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем, фермерсем, уйрăм кил хуçалăхĕсем хăйсен аллипе туса илнĕ-хатĕрленĕ çимĕçпе тĕлĕнтерчĕç: тĕш тырă, çĕр улми, кавăн, хуплу, уйран, çÿхÿ, пăшăхланă сысна, пыл, кăмакаран тин кăна пиçсе тухнă, ырă шăршипе сăмсана кăтăклакан çавра çăкăр... Сĕтелсем кĕр çимĕçĕсемпе йăтăнса лараççĕ. Президент çу шăрăх та типĕ пулнине пăхмасăрах тухăçа сыхласа хăварассишĕн ырми-канми тăрăшнă ял çыннине тав турĕ. «Районсене тухса çÿренĕ май хресчен шанчăка çухатманнине, тар кăларса вăй хунине курса ĕнентĕм. Ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансене пулăшма субсиди шучĕпе 580 млн тенкĕ уйăрнă, выльăх шутне упраса хăварма пултарнă предприятисем валли тата 200 млн тенке яхăн укçа пулать. Çавăн пекех яла пулăшасси çинчен калакан указа алă пусрăм», - терĕ М. Игнатьев. Михаил Васильевич Элĕк районне тата малалла аталанма инвестицисем явăçтармаллине, ĕçсĕрлĕх шайне чакарассишĕн çине тăрса ĕçлемеллине, ĕçе механизацилемеллине аса илтерчĕ.

Районти ĕç укçи шайĕ республикăри вăтам кăтартуран 25 процент таран пĕчĕк пулни тата тăрăшарах ĕçлеме хистенине палăртрĕ. Выльăх апатне çĕр проценчĕпех пурнăçланă хуçалăхсем те сахал мар. Вырăнта çитменнине ытти региона тухса хатĕрленĕ. Халĕ те, ĕçрен пушаннă май, выльăх апачĕ кÿрсе килме кая юлман-ха. Президент выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарас тĕлĕшпе çĕр çывăрмасăр тенĕ пек тăрăшнă «Новый путь» хуçалăх ертÿçине Иван Игнатьева уйрăммăн тав турĕ: «Иван Николаевич канмасăр ĕçлени, кашни кун пуçне ватни сисĕнет. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ куллен укçа кÿрекен çăл куç вырăнĕнчех. Сĕт хакĕ те йĕркеленчĕ».

Республика пуçлăхĕ ĕçре уйрăмах палăрнисене патшалăх наградисем пачĕ. «Новый путь» хуçалăхри Светлана Клементьева сысна ĕрчетекенпе «Звезда» хуçалăхри Алексей Сергеев механизатор тав хучĕпе парнесене тивĕçрĕç. Ял хуçалăх министерствин хисеп хучĕсене вара «Журавлев» хресченпе фермер хуçалăхĕнчи Альберт Архипов механизатора, «Правда» хуçалăхăн склад заведующине Алексей Быкова, «Алмаз» пĕрлешĕвĕн электрогазосварщикне Николай Макарова тата Ульянов ячĕллĕ хуçалăхри Валентина Пшанкова дояркăна пачĕç.

Çимелĕх те, сутлăх та

Шĕмшеш ял тăрăхне кĕрекен Кăраклав ялĕнчен килнĕ Анатолипе Альбина Семеновсен хресченпе фермер хуçалăхĕ чылайранпа сысна ĕрчетессипе ĕçлет. Ял халăхне кăна мар, таврарисене те сысна çурисемпе тивĕçтереççĕ. Хăйсен кил-йышĕпех 10 гектар çĕр çинче ĕçлесе ĕлкĕреççĕ. Вĕллесем те тытаççĕ. Пыл сутаççĕ. Виçĕ литрлă пыл банки 1200 тенкĕ кăна. 7-8 пуçран кая мар ĕне выльăх тытаççĕ. Чылай чухне сĕтне сысна çурисемех çисе яраççĕ. Çак тăрăхранах килнĕ Валентина Матвеева вара, мăшăрĕпе виçĕ ĕне тытаканскер, кунсерен сĕт пама флягăпах тухатăп тет. Курăк килти выльăха çитерме кăна мар, сутлăх та пур. Ĕçлесен пулать, паллах. Çимелĕх те, сутлăх та.

Сăмах май, Михаил Игнатьев çакна пĕлтерчĕ:

- Мускавра иртнĕ «Ылтăн кĕркунне» ярмăрккара чăвашсем хăйсен продукцийĕшĕн 46 медаль çĕнсе илчĕç, вăл шутран 30-ăшĕ - ылтăнни. Таса та паха апат-çимĕç туса илни вăл - пысăк çитĕнÿ. Çакăнпа пирĕн мухтанмалла.

Ял çыннин пурнăçĕ çăмăл мар, нумай ĕçлемелле. Тăрăшуллă пулсан нÿхреп те, тĕп сакай та тулли пулать. Элĕксем пÿлмене тултарнă тесе хуравларĕç. Çĕр улми те, пахча çимĕç те хĕл каçма çителĕклĕ хатĕрленĕ. Ырлăх-сывлăх сире, çĕр ĕçченĕсем!

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика