АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш тĕррин асамçи

27 октября 2010 г.

Чăваш тĕрри – çыруллă, асамлă. Унта çитмĕл тĕрлĕ ăс, утмăл тĕслĕ çип тенĕ. Асанне-кукамайсем хăш тĕспе, çĕвĕпе хăçан усă курмаллине пĕлсе тăнă. Шел те, халĕ çак йăла-йĕркене вырăна хумастпăр. Пĕтĕмлетсе каласан, чăваш тĕррин вăрттăнлăхне пĕлекен те сахал. Çапах та ăна ăруран ăрăва упраса хăварас текенсем халăхăмăр хушшинче пурришĕн савăнатăп. Шăпах çакнашкал шухăш-туйăмлă çынсем пуçтарăнчĕç Е.Жачева йĕркеленĕ «Чăваш тĕррин пуянлăхĕ» куравне. Асăннă выставка тĕп хулари Чăваш наци музейĕн курав центрĕнче сентябрь вĕçĕнче уçăлнă. Евгения Николаевнăн 70 çулхи юбилей кунĕнче вара, октябрĕн 18-мĕшĕнче, унăн презентацийĕ иртрĕ.

Кунта ăстаçăн çĕре яхăн ĕçне тăратнă: «Несĕл йывăççи», «Чăваш тĕррин флорипе фауни» панносем, хăна ал шăллийĕ, сурпан, «Туй минтерĕ» салфетка, чăваш кĕпи... Е.Жачева портрет тĕрлеме тытăнни вара куракансене тĕлĕнтерчĕ. «Волготрансгаз» ООО филиалĕн директорĕн И. Слукинăн сăн-питне шур пир çинче ăста сăнарланă вăл. Чăн-чăн ÿнерçĕ тейĕн.

«196 тăвана пĕр çĕре чăмăртама пултартăм», – тет Евгения Николаевна «Несĕл йывăççи» панно пирки. Ахальтен мар ăна çуралнă кун ячĕпе саламлама тăван-пĕтенĕ, тус-юлташĕ, хурăнташĕ, ĕçтешĕ чылай пуçтарăннă.

«Пултаруллă çын пур енĕпе те талантлă», – терĕ ЧР культура министрĕн çумĕ Т.Казакова ăстаçăн ĕçĕсене хакласа. Юбилейпе саламланă май вăл ăна ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе чысларĕ.

Çамрăк ăрăва чăваш тĕррин вăрттăнлăхне уçса панăшăн, тĕрлеме вĕрентнĕшĕн Раççей халăх маçтăрне тав тăвакансем нумаййăн пулчĕç. Ăна «чăваш тĕррин амăшĕ» тесе хаклакансем те пулчĕç. Сăмах май, Евгения Николаевна Çĕрпÿ районĕнчи Тавăшкасси шкулĕнче «Чăваш тĕрри», Шупашкарти 39-мĕш шкулта «Тĕрĕ» кружоксем ертсе пырать, ачасене çак ăсталăха вĕрентет. Çĕнĕ пурнăç калчисем авалхи тĕрĕпе усă курса хальхи япалана илемлетеççĕ.

Раççейре нихăш халăхăн та чăвашăнни чухлĕ çĕвĕ çук теççĕ. Унăн уйрăмлăхĕ – геометри ÿкерчĕкĕсенче «виç кĕтеслĕх, хĕрес, ромб, тăваткал, тÿрĕ йĕр». Чăвашсен 31 çĕвĕпе унăн 36 тĕсĕ пуррине çирĕплетет Е.Жачева хăйĕн «Чăваш тĕрри» кĕнекинче. Раççейри Кĕнеке кăларакансен ассоциацийĕ йĕркеленĕ конкурсра «Чăваш тĕрри» лауреат ятне тивĕçнĕ. Çавăн пекех Барселонăра иртнĕ тĕнчери кĕнеке ярмăрккине те хутшăннă.

Тĕрĕпе кĕвĕ-çемĕ тачă çыхăннине те каларĕç курава хутшăннисем. Ара, тĕрленĕ май хĕрсем ĕлĕк яланах юрланă. Евгения Николаевна вара ку енĕпе тата пултаруллăрах. Вăл хăй вăхăтĕнче Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи музыка факультетне пĕтернĕ. Туркменистанри Кизыл-Арватри, Шупашкарти ача сачĕсенче вĕрентекен пулса ĕçленĕ. Ывăлĕ Гурий те амăшĕн профессине суйланă. Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищи хыççăн Саратоври консерваторире ăс пухать. Хăй кĕвĕленĕ хайлавсем чылай унăн. Гурий амăшне юбилейпе саламланă май «Тăван эрешсем» кĕвĕпе паллаштарчĕ.

«Ватăлма вăхăт çук», – тет Евгения Николаевна калаçăвне шÿте çавăрса. Малашне вăл чăваш тĕррине компьютерпа усă курса тĕрлеме вĕрентесшĕн. Ку енĕпе Д.Дмитриевпа ятарлă программа хатĕрлеме тытăннă. Унăн тепĕр ырă пуçарăвĕ пирки те асăнса хăварас килет: кăçал пуçласа республикăри шкул ачисен хушшинче «Çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕнче» фестиваль-конкурс иртрĕ. Вĕренекенсем хастар хутшăнчĕç унта. Апла пулсан ламран лама куçнă халăх ăсталăхĕ малалла та пурăнас шанчăк пур. Çак пуянлăха ют çĕршыв çыннисем те пысăк хак панине кура хамăр культурăпа, йăла-йĕркепе мăнаçланма вĕренесчĕ пирĕн. Пурне те манăçа кăларсан кам эпир; Хамăрăн юрра-ташша çеç мар, тĕрре те упраса хăварасчĕ пулас ăрусем валли.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика