27 октября 2010 г.
Президент полкĕн офицерĕсем октябрь пуçламăшĕнче Шупашкара килсе кайрĕç. «Кремль çыннисем» пирĕн хулара çĕршывăн чи сумлă подразделенийĕ валли çара юрăхлă маттур яшсене суйларĕç.
Вĕсем çитиччен республикăри çар ĕç комиссариачĕ çирĕп сывлăхлă тата таса биографиллĕ çĕре яхăн каччăна палăртса хума та ĕлкĕрнĕ. Пур енчен те хакланă, тĕрĕсленĕ хыççăн вĕсенчен 18-не суйласа илнĕ.
Республикăри çар комиссарĕн çумĕ Сергей Козюра каланă тăрăх çак кунсенче вĕсенчен 15-не çара ăсатнă та ĕнтĕ. Тепĕр виççĕшне вара Президент полкĕнчен килнисем тăрук кирлĕ пулса тухма пултарать тесе саппасра хăварнă.
Чăваш Енрен кăçал çара пĕтĕмĕшле 3303 çамрăка илсе кайма палăртнă «вĕсенчен 800-шĕ – Шупашкар каччисем». Пĕлтĕрхипе танлаштарсан 1000-е яхăн ытларах ку.
С.Козюра каланă тăрăх салтаксен шучĕ малашне чакма пултарать. Халĕ çара 1992 çулта çуралнисем кайма тытăннă. Ун чухне Раççейре демографи лару-тăрăвĕ шăпах япăхланнă. Калăпăр, 2009 çулта шкулта вĕренекен 10 пин каччăна шута илнĕ пулсан, кăçал вара – 8 пин çеç. Тата вĕсем пурте салтака юрăхлă пуласси те иккĕленÿллĕ. Шел, паллах, çапах та çамрăксен хушшинче çирĕп сывлăхлисем сахаллансах пыраççĕ. Акă 2008 çулта çара юрăхлисем 71» пулнă пулсан, кăçал вара 67» таран чакнă.
– Тепĕр ыйту та тухса тăрать. Аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕрекенсенчен çурри ытларахăшĕ салтака каяс вăхăта тăстарать. Аслă шкул хыççăн яш-кĕрĕме çара ăсатасси пушшех те йывăрланать. Çар комиссариачĕн мĕн тумалла ĕнтĕ кун пек чухне. Пĕтĕм вăйпа салтака каяс мар шутпа тарса, пытанса çÿрекенсене шыратпăр, – тет Козюра полковник. – Мускавра, çĕршывăн ытти регионĕнче ĕçлесе пурăнакансем кăна тепĕр пин ытла. Тĕп тивĕçрен пăрăнмасан тем пекехчĕ те.
Пĕтĕмĕшле илсен хальхи вăхăтра çарти лару-тăру чылай лайăхланнă. Пĕрремĕшĕнчен, пакунсемпе çулталăк çеç çÿреме тивет. Енчен те контрактпа мар пулсан, «вĕри» точкăсене ямаççĕ. Апат-çимĕç тĕлĕшĕнчен те аптрамасть.
– Демографи лару-тăрăвĕ япăхлансах пырсан малашне, тен, çитес çултанах, салтак аттипе ытларах та çÿреме тивĕ, – терĕ юлашкинчен çар комиссарĕн çумĕ.