АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăх – çамрăксен аллинче

27 октября 2010 г.

Иртнĕ эрнере, Пĕрлехи информаци кунĕнче, ЧР Президенчĕ М.Игнатьев Шупашкар районĕнчи хăш-пĕр предприятипе организацие çитсе курчĕ, ĕçченсемпе тĕл пулчĕ.

Ĕçлĕ çул çÿреве «Шупашкарти электромеханика завочĕ» акционерсен хупă пĕрлешĕвĕнчен пуçларĕ. Предприяти кăçал 15 çул тултарнă. Кунта комплектлă трансформатор подстанцийĕсен пĕтĕм тĕсне, энергетика объекчĕсем валли автоматика, реле хÿтĕлевĕ кăлараççĕ. Хăйĕн таварне завод Германири, Италири, Казахстанри паллă фирмăсене сутать. 2010 çулта, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, продукци кăларассине виçĕ хут ÿстернĕ вăл.

ЧР Президенчĕ генеральнăй директор çумĕпе А.Шуевпа тĕл пулнă май кунта ытларах çамрăксем ĕçленине асăрхарĕ. Сăмах май, Алексей хăй те 27 çулта çеç. Яшсемпе хĕрсем алла специальность илнĕ хыççăн завода таврăннишĕн савăнчĕ Михаил Игнатьев. «Ку – лайăх тĕслĕх, – терĕ вăл. – Çирĕп пĕлÿ çын шăпине татса парать, ÿсĕмсем тума пулăшать. Хам та çамрăк президент пулнă май ĕçе юратма, хисеплеме сунатăп сире. Ĕçе савăк кăмăл-туйăмпа çÿрĕр ялан. Малашлăх сирĕн аллăрта пулнине ан манăр».

Асăннă коллективăн вăтам çулĕ кăçал 33-пе танлашать, пĕлтĕр вара 35 пулнă. Республика ертÿçи завод ĕçченĕсемпе курса калаçнă май суйлав ыйтăвĕсене, ял хуçалăхпа промышленноçа аталантарассине, пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕлĕшпе пурнăçламалли мерăсене сÿтсе яврĕ. Çавăн пекех ĕçченсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Çамрăк коллектив пулнăран ытларах çурт-йĕр, ача-пăчана садике вырнаçтарасси пирки пулчĕ калаçу.

Вăрманта пушара хирĕç кĕрешнĕ чухне хăюлăх кăтартнăшăн «Чăвашавтоçул» АУО директорĕн çумне Г.Захаровпа «Дорисс» АУО бульдозеристне А.Карабалаева президент Тав хучĕпе чысларĕ.

Каярахпа Михаил Васильевич «Славутич», «Зодчий-центр» тулли мар яваплă пĕрлешÿсенче пулчĕ, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ.

«Славутич» пĕрлешÿ апат-çимĕç отраслĕ, çав шутрах сĕт-çу промышленноçĕ валли хальхи технологие тивĕçтерекен оборудовани туса кăларать пулсан, «Зодчий-центр» хитре те паха алăксем, йывăç картлашкасем тăвать. Иккĕшĕ те хăйсен продукцийĕпе халăхра палăрма ĕлкĕрнĕ. Хастар та маттур ĕçлекен предприятисене правительство малашне те пулăшса пыма шантарнине палăртрĕ ЧР Президенчĕ сыв пуллашнă май.

Кÿкеçри 2-мĕш котельнăй 4 çул ĕçлет. Вăл çур поселока ăшăпа тивĕçтерет. «Астăватăп-ха, маларах кунта кивĕ оборудованиччĕ, – терĕ республика ертÿçи иртнине аса илсе. – Ăна тĕпрен улăштарнă хыççăн, энергие перекетлекен технологисемпе усă кураççĕ. Çакă вара хваттершĕн тÿлес хака чакарать, халăха ытлашши тăкакран хăтарать». Унчченхи котельнăйăн усă паракан коэффициенчĕ 50 процента та çитмен. Халĕ, Италире туса кăларнă хурансене вырнаçтарнă хыççăн, 95 процентпа танлашать. Çавна май Кÿкеçсем хваттершĕн Шупашкарта пурăнакансенчен сахалрах тÿлеççĕ.

Чăвашпотребсоюзăн гастроном-лавккине те кĕрсе курчĕ М.Игнатьев. Кунти апат-çимĕç хакĕсемпе, вырăнта кăларнă таварсем пуррипе кăсăкланчĕ. «Çăкăр йывăрăшĕ чакать, хакĕ çаплах юлать», – кăмăлсăрланчĕ вăл сентресем çине тинкерсе пăхнă май.

Юлашкинчен президент районти тĕп больницăна çитсе килчĕ, компьютер томографийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Кăçалхи март уйăхĕнчен пуçласа 600 ытла çын сывлăхне тĕрĕслеме пултарнă çак çĕнĕ оборудовани. Больница ĕçченĕсемпе тĕл пулнă май патшалăх учрежденийĕсем валли апат-çимĕç туяннă чухне бюджет укçи-тенкине перекетлес, çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтерес, çырăнтару тапхăрĕнче хаçат-журнал çырăнас ыйтусене сÿтсе яврĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика